Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн чирĕ тата унăн профилактики

06 июля 2016 г.

 

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенĕн унăн сывлăхĕ пирки самантлăха та манма юрамасть. Ахальлĕн тăкаксем саплашăнмасан та пултараççĕ. Çакна ялта пурăнакан лайăх курса-пĕлсе тăрать.

Выльăхран таса продукци илесси пирки калаçма пуçласан малтанах унăн сывлăхĕ çине сăмах кĕрсе каять. Ку вăл нумай енлĕ ĕç. Паян вара эпир мăйракаллă шултра выльăхсен юн чирĕ пирки калаçу пуçлатпăр.

Юн чирĕ (лейкоз) - инфекци чирĕ. Унăн никĕсĕнче - шыçă чирĕн çут çанталăкĕ. Асăннă чир юн тăвакан тата ытти органсенче хăрушлăх шыççисем "çуралнинчен" пуçланать. Майĕпен çак процесс лимфоузелсене, сулана, чĕрене, пÿрене çавăрса илет. Тĕллевлĕ ĕçленипе 1995 çултанпа пирĕн район - республикăра юн чирĕнчен тасисен шутĕнче. Çакна тытса пыма çăмăл мар. Кăçал кăна мăйракаллă шултра выльăхсен юнне 6156 тĕслĕх тĕрĕслеве илтĕмĕр. Хамăр патăмăрти лару-тăру лайăх пулнăран хаçат вулакансене асăннă чире выльăхсене туяннă чух ытти регионтан илсе кĕрессинчен питĕ сыхланмалли пирки асăрхаттаратпăр. Çак асăрхаттару ăнсăртран та мар. Юлашки вăхăтра Хорнуй тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче тынашкасен юнне анализа илсен вĕсем лейкоз чирĕпе чирлес хăрушлăх пысăк пулни палăрчĕ. Эпир ыйтса пĕлнĕ тăрăх, çав пăрусене ялта пурăнакансем Чулхула облаçĕнчен сутма килнĕ çынсенчен ветеринарипе санитари докуменчĕсемсĕрех туянса юлнă, ÿстернĕ. Вăхăт çитсен эпир вĕсен юнне тĕрĕслерĕмĕр те иккĕленÿллĕ лару-тăру сиксе тухрĕ. Çавăнпа та Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин 2006 çулхи приказĕпе кирек-хăш выльăха та вырăнтан вырăна куçарнă чух вĕсемпе пĕрле ветеринарипе санитари докуменчĕ пулмалла. Унта выльăха прививка тунипе тĕрĕслев ирттернисен кăтартăвне паллă тăваççĕ. Ку документа патшалăх ветеринари клиникинче илмелле. Вăл свидетельствăсем илнĕ хыççăн выльăхсене турттарса кайиччен 5 талăк çеç вăйра тăраççĕ.

Мăйракаллă шултра выльăхсен юн чирне района илсе кĕресрен асăрханмалли мерăсем пирки калаçнă чух пирĕнтен кашнийĕнех çак йĕркесене асра тытмалла:

- вырăнсенче чир килсе кĕресрен ятарлă мероприятисем ирттермелле*

- хуçалăха е киле выльăхсем илсе килессине патшалăх ветеринари службипе калаçса ирĕк илмелле*

- çĕнĕрен туяннă выльăхсене 30 талăк карантинра тытмалла*

- зоотехника учетне тата выльăхсене номерлесе шута илессине вăйлатмалла.

Юн чирне мăйракаллă шултра выльăхсен пур ÿсĕмри кĕтĕвĕнче те вирус пуçарать. Чир çакланнă хыççăн мăйракаллă шултра выльăх организмĕнче спецификăлла антителасем вăй илеççĕ.

Юн чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ - инфекци лекни - клиникăлла симптомсемсĕрех иртет: продуктивлăх чакмасть, ĕнен пăру пăруласси çинче палăрăмсем курăнмаççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта - патологи тапхăрĕнче - юнра шăпах палăрăмлă улшăнусем пулса иртеççĕ. Çак икĕ тапхăрĕнче те чир диагностикине тĕпчевсемпе çеç палăртса шанчăклă çирĕплетме пулать.

Чир сарăлассине сывă тата чирлĕ выльăхсене пĕрле тытни, пăрусене чирлĕ ĕне сĕчĕ çитерни, ĕнесене пĕтĕлентерме чирлĕ вăкăрсен вăрлăхĕпе усă курни т. ыт. те пулăшаççĕ. Пĕрре чирленĕ выльăхсем ĕмĕрĕпех чир çăлкуçĕ пулса юлаççĕ. Чир кÿрекен тăкак çакăнта палăрать: сĕт тата аш пахалăхĕпе хисепĕ чакать, выльăхсем вăхăтсăр вилеççĕ, пăрусем илесси сахалланать, чирпе кĕрешсе укçа-тенкĕ нумай тăккаланать.

Юн чирĕпе, тĕпрен илсен, 6 уйăхран аслăрах мăйракаллă шултра выльăхсем чирлеççĕ. Сывă мар ĕнесем инфекцие хирĕç тăрайми пулаççĕ. Вĕсем вăйсăрланаççĕ, пăру пăрахаççĕ. Пăруланă пăрусем те сывă мар пулнипе аптăраççĕ. Юн чирĕпе чирлĕ выльăхсене сыватмаççĕ, вĕсен продукчĕпе те апатра усă курмаççĕ, вĕсене кĕтÿрен уйăраççĕ.

Чиртен хăтăлма йышăннă ятарлă йĕрке ĕнесене юн чирĕнчен тĕрĕслесе тăма хушать. Çакă килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансене тата сĕт-çу продукчĕсемпе суту-илÿ тăвакансене тÿрремĕнех пырса тивет. Сывă ĕнесенчен илнĕ продуктпа суту-илÿ тума чару çук пулсан, чирлĕ выльăхран илнĕ сĕт-çăва, хăймана, тăпăрчăна суту-илĕве кăларма юрамасть.

Халĕ каланине шута илсе ĕне хуçисен выльăхсене (ĕнесене, пăрусемпе тынашкасене, самăртмалли вăкăрсене) ытти çĕре куçарассине ветеринари специалисчĕсене пĕлтермесĕр пурнăçлама юрамасть. Ĕнесем чирлесен е вĕсен юн чирĕ тĕлĕшпе ыйтусем çуралсан, çийĕнчех выльăх тухтăрĕпе çыхăнмалла. Ĕнесен юнне тĕрĕслесех тăмалла. Ветеринарсем ыйтсан ĕнене туянни пирки пур кăтартăва та вăхăтра кăтартмалла.

Ĕнесемпе тынашкасене вăкăрсемпе мар, искусствăлла майпа пĕтĕлентерессине тĕпе хурса ĕçлемелле. Çакă та выльăхсем хушшинче чир сарассине ура хурать.

А. ФЕДОРОВА,

районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн заместителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика