Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă аталанма майсем пысăк

06 июля 2016 г.

 

Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕ енĕпе Раççей субъекчĕсем хушшинче наци рейтингĕнче чи ăнăçлă вунă регион шутне кĕме пултарнă. Нумаях пулмасть унăн итогĕсене Санкт-Петербургри экономика форумĕнче пĕлтернĕччĕ.

Республикăн рейтингри позицине тата ăна лайăхлатассин майĕсене июнĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици лару-тăрăвне лайăхлатассипе ĕçлекен канашăн тата Чăваш Енĕн экономикăна тăнăç аталантарма тата социаллă тăнăçлăха тивĕçтерме майсем туса парассин комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каласа панă тăрăх, рейтинга бизнес пĕрлĕхĕн членĕсенчен ыйтса тĕпчесе хатĕрленĕ. 400 пин çын е çĕршыври предпринимательсен 8 проценчĕ хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Чăваш Республики кăçал рейтингăн тăххăрмĕш пусăмĕнчен улттăмĕшне çити çĕкленме пултарнă, Атăлçи федераци округĕн регионĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 5,1 пункт чухлĕ ĕçлĕ лару-тăрăвăн индексĕ те лайăхланнă.

"Пирĕн ресурссем çук мар. Икĕ çул хушши малти вунă регион шутĕнче пулни хăех эпир ку енĕпе системăллă ĕçлесе пыни пирки калать, - палăртнă республика Пуçлăхĕ. - Малашне вара ку енĕпе татах ăнăçлăрах ĕçлесе пыма, кăтартусене лайăхлатма сĕннĕ пулăттăм".

Ларура палăртнă тăрăх, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн проект управленине аталантарса пырасси енĕпе панă хушăвне пурнăçлассипе республикăра çине тăрса ĕçлеççĕ. Çавна май пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме - кăçал çулла Çĕнĕ Шупашкарта тимĕр бетон изделисем тата Канашра органикăллă мар хими пĕрлешĕвĕсем туса кăларакан заводсем хута яма май килнĕ.

Çĕнĕ производствăсене аталантарасси чи малтанах çавна валли лайăхрах майсем туса парассипе çыхăннă. Çакна республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кусем вĕсем: кирлĕ консультацисем те, право пулăшăвĕ те, бизнес-проектсене çырма тата стратегие йĕркелеме, çавăн пекех финанс тĕлĕшĕнчен пулăшупа тивĕçтерни те. Кунсăр пуçне тата 2015 çултан тытăнса çĕнĕрен регистрациленнĕ уйрăм предпринимательсем валли регион шайĕнче "налук каникулĕ" туса панă. Икĕ çул вĕсене налук тÿлессинчен хăтараççĕ.

Паллă ĕнтĕ, инвестицисемпе усă курасси, çĕнĕ производствăсем йĕркелесси енĕпе республикăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ чи малтанах ку тĕлĕшпе вырăнсенче мĕнле ĕçлесе пынипе çыхăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пирĕн район та çакăнта хăйĕн тÿпине хывать. Юлашки çулсенче пурнăçа кĕнĕ тата çак кунсенче пурнăçа кĕрекен пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем ял хуçалăхĕнче те, экономикăра та, ытти сферăра та пур. Вĕсемпе нумаях пулмасть Республика кунне уявланă май Шупашкарти "Экспо-Контур" комплексăн суту-илÿпе выставка комплексĕнче регионсем хушшинчи "Регионсем - килĕштерсе ĕçлессин чикки çук" XXIII выставкăра та паллашма май пулчĕ.

Выставкăна çитсе куракансем урамра комплекс умĕнчи тÿремре "Сеспель" предприятин продукцийĕпе - шыв тата газ, кĕрпе тата çăнăх продукцийĕ турттармалли пысăк танк-контейнерсемпе паллашма пултарчĕç. Предприяти çакăн пек контейнерсем туса кăлармалли çĕнĕ цех Оринин ял тăрăхĕн территорийĕнче çĕклеме инвестици площадки хатĕрленĕ. Проектăн хакĕ - 200 млн тенкĕ.

Муркашсенех туризма аталантарма пысăк майсем пур. Пĕр енчен вăл Атăл юханшывĕн хĕрринче вырнаçнă, тепĕр енчен илсен, район урлă федерацин М 7 трасси иртет. Çитменнине пуйăссем пысăк хăвăртлăхпа çÿремелли ВСМ магистраль те район тăрăхах пулмалла. Çавăнпах ĕнтĕ районта туризм аталанăвĕн икĕ кластерне пурнăçа кĕртме палăртнă, вĕсене тăвассине федераци программине кĕртнĕ.

"Престиж" субкластер - федераци трасси çинче вырнаçнă турист комплексĕ. Ăна хуçалăхсем хушшинчи "Моргаушская" строительство организацийĕ пурнăçа кĕртет. Проекта 2013 - 2018 çулсем валли палăртнă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 442 млн тенкĕ.

Ильинка ял тăрăхĕнчи Атăл хĕрринчи "Волжский эксклюзив" субкластера "Волжский эксклюзив" ООО пурнăçа кĕртет. Проектпа пăхнă ĕçсен хакĕ 948 млн тенкĕлĕх. Проекта пурнăçа кĕртессине 2018 çулчченхи тапхăр валли палăртнă.

"Путь Ильича" агрофирма, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики, "ТрубпластÇ" ООО, "Агрико" ООО, "Моргаушский кирпичный завод" ПАО, В.Д. Мальчихинăн страус ĕрчетекен хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата ыттисем те производство çĕнĕлĕхĕсене пурнăçа кĕртессипе, инвестицисене явăçтарассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсемпе выставкăра муркашсен экспозицийĕсемпе стенчĕсенче пурте паллашма пултарчĕç.

Июнĕн 29-мĕшĕнчи пĕрлехи ларура Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр 2015 çулта АПК-на патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли пур йышши майсене те сыхласа хăварнă. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, иртнĕ çул усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 12,6 процент ÿснĕ. Ку кăтарту енĕпе республика Атăлçи федераци округĕнчи чи малти виçĕ регион шутне кĕрет. 100 гектар çĕр пуçне аш-пăш, сĕт туса илессипе те республика Атăлçи федераци округĕнче виççĕмĕш.

Пирĕн районти АПК предприятийĕсем те иртнĕ çулталăка ÿсĕмлĕ вĕçлерĕç. Ял хуçалăхне аталантарассипе республикăн çурçĕр районĕсем хушшинче пирĕн район иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Ял хуçалăх продукцине 2014 çулхинчен 16 процент ытларах туса илнĕ. Тырпул, çĕр улми, пахча çимĕç унчченхинчен ытларах туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен, сыснасен, сурăхсен йышне ÿстернĕ.

Çапла, ÿсĕмсем пур. Малашлăх задачисем те пĕчĕк мар. Пĕр-пĕрне ăнланса, малашлăха пăхса ĕçлесе пырсан вара йывăрлăхсене парăнтарма та майсем ытларах пулĕç, палăртнă задачăсем те пурнăçланĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика