06 июля 2016 г.
Çырав пырать
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Çак ответлă тапхăр çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленет. Асăннă тапхăрти çырав Раççей Федерацийĕнче пурăнакан кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ пулнине шута хурса паян районта 6 инструктор участокĕ тата 35 çыравçă ĕçлеççĕ.
Çырав кăтартăвĕсене кашни кун пĕтĕмлетеççĕ. Утă уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне çыравçăсем 1665 çыннăн килти хушма хуçалăхне çитсе çырав ирттернĕ. Ку вăл пĕтĕмĕшле планăн 11 проценчĕпе танлашать.
Тăлăхсем хваттерлĕ пулаççĕ
Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессин ыйтăвĕ - районта уйрăм тимлĕхре. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне хваттерпе тивĕçтермеллисен шутне кĕртнисем тĕрлĕ ÿсĕм çулĕнчисем 59-ăн. 2014 çулта тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр 15 ачана, пĕлтĕр 2 ачана федераци тата республика шучĕпе хваттерпе тивĕçтернĕ. Кăçал та кун пеккисем валли 3 хваттер уйăрма пăхнă, çавна валли федераци бюджетĕнчен 928,6 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 1857,2 пин тенкĕ уйăраççĕ.
Асăрхаттару
Пушар хăрушсăрлăхĕ - пирĕн лăпкă тăрăхра чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çакна районти кашни структура тĕпе хурса ĕçлет. "Хĕрлĕ автан" вăй иличчен ăна асăрхаттарни вырăнлăрах. Çакна шута хурса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев кашни кварталтах ялсенче профилактика ĕçĕсем ирттерессин графикне çирĕплетет. Унпа килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ведомствăсем хушшинчи комисси членĕсем (унта шалти ĕçсен пайĕн, пушар хуралĕн, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем кĕреççĕ) кашни ялти йĕркеллĕ пурăнман çемьесене тата пĕччен пурăнакан ватăсем патне çитсе курчĕç, ял çыннисемпе тĕл пулусем ирттерчĕç.
Апат хисепĕ ÿсет
Районти çĕр ĕçченĕ паян ĕçсене пĕлсе йĕркелесе пынăран обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленĕ апат виçи те кунсерен ÿссе пырать. Оперативлă кăтартусене пăхсан, ĕнерхи кун тĕлне районта утă хатĕрлессине хуçалăхсем пĕтĕмпе 78,1 процент (4390 тонна), сенажпа 41 процент (4194 тонна), силоспа 16 процент (2640 тонна) пурнăçланă. Ут çире хастар ĕçлекенсем: Суворов яч. хис. (1040 тонна - 260 процент), Е. Андреев яч. хис. (350 тонна - 140 процент), "Оринино" (305 тонна - 122 процент), Чкалов яч. хис. (800 тонна - 100 процент). Сенаж янтăлассипе хальлĕхе "Герой" хуçалăхпа "Бездна" общество çеç планпа пăхнă чухлĕ е ытларах та (153 тата 100 процент) пурнăçлама хевте çитернĕ.
А. БЕЛОВ, В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.