06 июля 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова июлĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекин конференц-залĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли пресс-конференци ирттерчĕ.
Алена Аршинова комитетăн, хăйĕн иртнĕ тапхăрти ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, комитет членĕсем çине тăнипе юлашки вăхăтра çĕршывра вĕренÿ ĕçне лайăхлатассипе, вĕренÿ шайне çÿллĕрех шая çĕклессипе палăрăмлă улшăнусем пулса иртеççĕ. Ку тĕлĕшпе палăртнă нумай вăхăтлăх программăсемпе проектсем пурте тенĕ пекех ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
Çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем пĕтĕмĕшле пĕлÿ, аслă пĕлÿ парассинче кăна мар, шкулчченхи вĕренÿ системинче те пулса иртеççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази пуянланса пырать, экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах çĕнĕрен çĕнĕ вĕренÿ учрежденийĕсем, спортзалсем хута каяççĕ, киввисене тĕпрен юсаççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсем çамрăк кадрсемпе çирĕпленеççĕ. Вĕренекенсене хăйсен сывлăхне çирĕплетме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма майсем ытларах. Ку тĕлĕшпе вĕренÿ ĕçне аталантарассипе чылай проект "Единая Россия" партин суйлав умĕнхи программине кĕни те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать.
Пресс-конференцире Алена Аршинова çавăн пекех çĕршывра, хамăр республикăра вĕренÿ системине аталантарассипе журналистсен чылай ыйтăвĕ çине туллин хуравларĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.