Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечексем, парксем тата кĕперсем

29 июня 2016 г.

 

Шупашкар хулине тирпей-илем кĕртесси планпа килĕшÿллĕн пырать

"Советская Чувашия" хаçатăн тата телекурав икĕ каналĕн "Пирĕн республика. Тĕп тема" пĕрлехи проекчĕн черетлĕ кăларăмне тирпей-илем кĕртессине халалланă. Ку вăл хуласемпе ял-поселокра пурăнмашкăн хăтлă условисем туса хурассипе çыхăннă мерăсен комплексĕ çеç мар, обществăн цивилизаци шайĕн кăтартăвĕ те.

Тасатни-шăлни те,

вараламанни те пĔлтерĔшлĔ

Чăваш Енĕн тĕп хули 2012 çулта пирĕн аслă çĕршывăмăрăн чи хăтлă хулисен йышне кĕчĕ те унтанпа хитреленсех пырать. Хула çулла парксемпе газонсен симĕс ытамĕнче уйрăмах хитре - ăна мĕншĕн "Раççей ахахĕ" тенине тÿрех ăнланма пулать. Акă кăçал та картишсенче, скверсенче, урамсемпе лапамсенче пĕр миллион та çĕр пин чечек лартĕç. Клумбăсемпе вазонсене йĕркеленĕ чухне чăваш символикин элеменчĕсемпе тата наци ялавĕн тĕсĕсемпе усă кураççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хула пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа Хĕрлĕ тÿремре чечек лартасси мĕнле пынине пăхнă хыççăн, ырă ĕçе хăйĕн тÿпине хыврĕ. Çĕр çине черчен хунавсене лартнă май çĕкленÿллĕ эпитетсем каламасăр чăтаймарĕ, "Мĕнле илемлĕ! Чĕрĕ организм. Кăмăл-туйăм çĕкленет". Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов та чечексене кăмăллать икккен - вĕсене килĕнче тата дачăра лартса ÿстерет.

Унсăр пуçне хула пуçлăхĕ хула Пухăвĕн депутачĕсене "Зеленстрой" АО-на çĕнĕ икĕ теплица тумашкăн, халĕ вĕсем 10, укçа уйăрма ÿкĕте кĕртме пултарнă, çакă предприятие хулана 80 процент таран калчапа тивĕçтерме май парать.

"Зеленстрой" чечексен 35 тĕсне акса ÿстерет. Вĕсене çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне, Республика кунне уявлас умĕн, лартса пĕтерĕпĕр, - тет акционерсен обществин директорĕ Олег Скворцов. - Çак тĕллеве пурнăçлас тесе 300 çын тăрăшать". Михаил Игнатьев Леонид Черкесова хулара тирпей-илем кĕртес енĕпе питĕ нумай ĕçленĕ пулин те, планкăна тата çÿлерех хăпартмаллине каларĕ. Тирпей-илем валли финанс йывăрлăхĕсене пăхмасăрах укçа-тенкĕ тупмаллине систерчĕ.

Паллă ĕнтĕ, 2019 çул тĕлне Хĕрлĕ тÿреме тĕпрен юсаса çĕнетмелле. Проекта хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Шупашкарти картиш территорийĕсен пĕрре виççĕмĕш пайне те çĕнетмелле, çав шутрах йывăç-курăк та лартмалла. Леонид Черкесов, нумаях пулмасть Пролетари урамĕнчи 27-мĕш çурт картишĕнче хута янă тренажерсене пăхса çаврăннăскер, ачасем валли архитектура пĕчĕк формисене 2011 çултанпа 421 картишре вырнаçтарнине, кăçал тепĕр 70-шĕ çынсене йышăнма пултарнине пĕлтерчĕ. Вĕсемпе хĕллехи вăхăтра та усă курма пулать. Пролетари урамĕнчи тата ытти картиш площадкисенче калаçма тÿр килнĕ ачасем те, аслисем те хальхи улшăнусемпе питĕ кăмăллă.

 

Мускав кĔперне Мускавсем ÇĔнетеÇÇĔ

Хĕрлĕ тÿремре хальлĕхе чечексем çеç лартаççĕ пулсан, юнашарах, заливра, çĕнĕ Мускав кĕперне тĕревлес енĕпе ĕçлеççĕ. Строительство тума тендера Мускаври "Пелискер" компани çĕнсе илнĕ. Тĕп инженерăн заместителĕ Николай Суканов Чăваш Ен Пуçлăхне тата Шупашкар пуçлăхне ĕçсем мĕнле пыни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Уйрăммăн илсен, тĕрев юписем тăххăрăшĕ те çу вĕçĕнче хатĕр пулаççĕ, анчах кĕпере малтан планланă пек раштав уйăхĕнче хута яма май килмест. Сăлтавĕ - укçа-тенкĕ çитменни 30 млн тенкĕ.

Сăлтавĕ бюрократипе çыхăннă иккен - çакă каярахпа уçăмланчĕ. Кун пекки текех ан пултăр тесе Михаил Игнатьев проекта финанслассин ыйтăвĕсене хăй тĕрĕслесе тăма шантарчĕ. Михаил Игнатьев рабочисемпе те калаçрĕ. Вĕсем кунтисемех иккен, çавăнпа вĕсен йăла условийĕсем тĕлĕшĕнчен йĕркеллех. Мускавран килнисенчен ытларахăшĕ - ертсе пыракан специалистсем. Пурăнмалли çурт-йĕре вĕсем тара илеççĕ. Бетонпа, арматурăпа, хăйăрпа тивĕçтерес енĕпе йывăрлăхсем çук. Кирлĕ материалсене стройкăна чăваш предприятийĕсенчен илсе килеççĕ.

 

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Объекта Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне уявлассине шута илсе хăпартатпăр. Федераци программине кĕме тата строительство валли 1 миллиард та 570 миллион тенкĕ илме май килчĕ. Эпир подрядчика васкатмастпăр. Чи кирли - пахалăх. Проекта пурнăçласси пирки тавлашу нумай пулчĕ. Çапах, ман шухăшпа, тунă йышăну чи тĕрĕсси. Кивĕ кĕперпе транспорт çÿрессине сыхласа хăварасси тата юнашарах çĕннине тăвасси. Ăна хута ярсан кивĕ кĕпере реконструкцилеме хупĕç. Никĕсне çирĕплетĕç, кĕпер хушшисен каштисене, тĕревсене демонтаж тăвĕç. Кĕпер пачах урăхла курăнĕ. Кайран ун тăрăх та транспорт çÿреме пуçлĕ. Пĕтĕмпе 6 полоса - çуран çÿрекенсем валли тунă çулсемпе - пулĕ. Вĕсем патне пымалли çулсене те сарлакалатĕç. Икĕ енлĕ юхăма 2018 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне уçмалла. Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле пирĕн çав тери нумай тумалла.

 

Ачасене - чĔрчунсем пирки

Тирпей-илем кĕртесси чун ыйтнипе пулса пырсан аван. Пĕр тĕслĕх çеç илер. Шупашкар ГЭС-ĕн коллективĕ Çĕнĕ Шупашкарти "Тĕкĕрç кати" культурăпа кану паркĕнче чĕрлĕх тĕнчин чиккисене пысăклатмашкăн укçа-тенкĕ тупнă. Раща - сайра тĕл пулакан юманлăх, унти "Экологи сукмакĕн" тĕллевĕ - ачасене тăван тавралăха лайăхрах ăнланма пулăшасси. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов ун тăрăх "Чебурашка" 17-мĕш ача садне çÿрекенсемпе пĕрле утса тухрĕ. Вăл зоокĕтесе хăтлăх кĕртес ĕçе хăйĕн тÿпине хывасшăн, çавăнпа май пур вариантсене гидроэнергетиксемпе тата хула Пухăвĕн депутачĕсемпе сÿтсе явасшăн. Çакă - ытти хула округĕсемшĕн те ырă тĕслĕх. Чăваш парламенчĕн вице-спикерĕ Даша Мусихинăпа, Миша Ширшовпа, Дима Семеновпа тата вĕсен юлташĕсемпе пĕрле пĕчĕк лашасене - понисене - кишĕр çитерчĕ. Ачасем кунта малтан та килнине, чĕрчунсене сăнама татах килессине пĕлтерчĕç. Вĕсен килĕсенче те чĕрчунсем пур, илĕртÿллĕскерсене питĕ юратаççĕ тата хăйсемех пăхаççĕ.

Николай МАЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ:

- Паркри зоокĕтес питĕ лайăх, унта кашкăрĕсем те тутă, сурăхĕсем те чĕрĕ, ытти чĕрчун та кăмăллă. Çапла майпа ачасен экологи культури ÿсет. Вăрманти сукмаксем çинче çитĕннисем тăрăшнипе çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ. Пирĕн пурнăçа асфальт, тротуар плитки хурса, йывăç е тимĕр кăткăс конструкцисем вырнаçтарса çеç мар, тăван хутлăха сыхласа хăварса та хăтлăлатма пулать. Çакăн валли укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар. Ачасен куçĕсенче мĕн чухлĕ савăнăç, кулă - кун пеккине манăн тахçантанпах курма тÿр килменччĕ. Кунта мăнукпа килес ĕмĕт çуралчĕ. Зоокĕтес - ырăлăх патне тунă пĕрремĕш утăм. Çакнашкал тĕслĕхсене курса ача çут çанталăка, чĕрчунсене юратма пуçлать. "Тĕкĕрç катине" малалла та аталантарсан вăл Чăваш Енри чи хитре вырăнсенчен пĕри пулĕ.

 

Николай МАЛОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ:

- Паркри зоокĕтес питĕ лайăх, унта кашкăрĕсем те тутă, сурăхĕсем те чĕрĕ, ытти чĕрчун та кăмăллă. Çапла майпа ачасен экологи культури ÿсет. Вăрманти сукмаксем çинче çитĕннисем тăрăшнипе çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ. Пирĕн пурнăçа асфальт, тротуар плитки хурса, йывăç е тимĕр кăткăс конструкцисем вырнаçтарса çеç мар, тăван хутлăха сыхласа хăварса та хăтлăлатма пулать. Çакăн валли укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар. Ачасен куçĕсенче мĕн чухлĕ савăнăç, кулă - кун пеккине манăн тахçантанпах курма тÿр килменччĕ. Кунта мăнукпа килес ĕмĕт çуралчĕ. Зоокĕтес - ырăлăх патне тунă пĕрремĕш утăм. Çакнашкал тĕслĕхсене курса ача çут çанталăка, чĕрчунсене юратма пуçлать. "Тĕкĕрç катине" малалла та аталантарсан вăл Чăваш Енри чи хитре вырăнсенчен пĕри пулĕ.

 

Канмалли чи лайăх вырăн

Республикăра 2011 çултанпа 370 паркпа сквера реконструкциленĕ, паянхи кун ку процесс çĕнĕ шая тухать. Чи пысăк улшăнусем "Шупашкар, 500 çул" паркра пулаççĕ. Унăн территорийĕнче "Амазония" этнос комплексĕ тăваççĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче хальччен ун пекки пулман. Проекта федерацин шалти тата тулаш туризма аталантарассин программине кĕртнĕ. Унăн хакĕ - 5,5 миллиард тенкĕ. Хула влаçĕсем объекта пĕрмаях тĕрĕслесе тăраççĕ.

 

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Шупашкар хула пуçлăхĕ:

- Питĕ пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ, çитменнине - кун хыççăн кун. Объектсем - сайра тĕл пулаканнисем. Кĕçех маунтинбайк центрĕ уçăлĕ, унта Раççей велосипедист-экстремалĕсем стартсене хатĕрленĕç. Пĕвесен каскачĕсен строительствине пуçланă, пĕрремĕшĕнче кăвакалсемпе караçсем пур ĕнтĕ, çул тăвас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă. Чи кирли - инженери сооруженийĕсен пĕтĕм сетьне хума май килни. Çакă кирлĕ çуртсемпе сооруженисене хăвăртах хăпартма май парать. Аквапарк, океанариум пулĕç, Шупашкар кремльне çĕнĕрен тумалла, гостиницăсем, кафесемпе ресторансем уçăлĕç. Паркра 50 аттракцион уçăлĕ, вĕсен пысăк пайĕ çулталăкĕпех ĕçлĕ. Кунта уйрăм çын бизнесĕ спорт сооруженийĕсен строительствине хутшăннă тĕслĕх пур. Мускавсем фитнес-центр хăпартаççĕ, виçĕ хутлăскерте тренажер залĕсем, бассейн пулĕç. Проекта 2019 çул тĕлне - Шупашкар 550 çул тултарнă тĕле - пурнăçлама палăртнă. Хăшĕсем йывăçсемпе тĕмсене каснăшăн пăшăрханаççĕ. Анчах çакăнсăр реконструкци тума май килмест, йывăç-тĕм каярахпа питĕ нумай лартăпăр.

Парк хула çыннисемпе хăнасемшĕн канмалли чи лайăх вырăн пулĕ, Шупашкар вара пурăнас тата ĕçлес килекен хула ятне пушшех те çирĕплетĕ. "Амазония" ят пирки пăнчă лартман-ха. Эпир конкурс пĕлтерĕпĕр, унта хула çыннисем чи пысăк парк мĕн ятлă пулассине татса парĕç.

Çулсем Çинче пăкăсем ан пулччăр

Тепĕр объектра - унăн тăрăмĕ "Садовый" микрорайонта пурăнакансене те, Сăкăт кĕперĕпе çÿрекен пĕтĕм водителе те кăсăклантарать - Михаил Игнатьевпа Леонид Черкесов инспектор тĕрĕслевĕпе пулчĕç. Кунта Айги проспекчĕпе Фучик урамне çыхăнтаракан икĕ шайлă "развязка" строительстви пырать. "СУОР" ООО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев стройка финиш патнелле çывхарса пырать тесе шантарчĕ. Çавна май пĕлтерĕшлĕ темиçе ыйтăва пăхса тухрĕç. Йывăрлăха вырăнта лайăхрах ăнланма тата вĕçне-хĕрне тухма лайăхрах. Вырăнти канашлура ĕçсен пысăк калăпăшне пурнăçланине, инженери пĕтĕм сетьне хунине, кирлĕ чухлĕ тăпра турттарса килнине, строительствăра çĕнĕ технологисемпе, уйрăммăн илсен, шыв çулĕсене тасатасси тĕлĕшпе усă курнине палăртрĕç.

 

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

- Питĕ пĕлтерĕшлĕ объект. Унăн пĕлтерĕшĕ пурăнмалли "Садовый" комплекс хăвăрт пысăкланнăран татах та ÿсрĕ. Проекта пурнăçлама тахçанах палăртнă. Патшалăх Канашĕн, хула Пухăвĕн депутачĕсемпе сÿтсе явнă. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ыйтăва татса пама хастар хутшăнчĕ. Çапла майпа кирлĕ кăтартăва тума май килчĕ. Йăлтах йĕркеллĕ, хăвăрт пулса пырать. Генподрядчик объекта малтан палăртнă пек раштав уйăхĕнче мар, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех вĕçлеме шантарать. Çакна ырламалла çеç.

Малашлăх плансем те пур. Çав шутра - Фучик тата Богдан Хмельницкий урамĕсем хĕресленекен вырăнта çул урлă кĕпер тăвассине пуçласси. Унăн хакĕ - 1 миллиард ытла тенкĕ. Çак магистральти - вăл хула варринчен çурçĕр-хĕвеланăç районне илсе çитерет - пăкăсенчен хăтăлăпăр, çул çинчи хăрушсăрлăха ÿстерĕпĕр. Эпĕ хула влаçĕсене Сăкăт кĕперĕн хушшисене юсама укçа-тенкĕ тупма хушрăм. Нухрата 2017 çулта тупмалла. Ăна Çул-йĕр фондĕнчен илĕпĕр.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне "Садовый" комплексра тахçантанпах кĕтекен тепĕр объекта - ача садне - хута яма палăртнă. Бассейнра отделка ĕçĕсене вĕçлемелли тата территорие тирпей-илем кĕртмелли - курăк акмалли, йывăç-тĕм лартмалли тата йăлтах чечексемпе илемлетмелли - çеç юлнă.

 

Леонид НИКИТИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика