Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малĕмĕтлисем

29 июня 2016 г.

 

Иртнĕ эрнере районти вăтам шкулсенчен 159 яшпа хĕр вĕренсе тухса вăтам пĕлĕвĕн аттестатне алла илчĕç. Вĕсенчен 32-шĕ шкула чи лайăх паллăсемпе вĕçлесе медальсене тивĕçрĕ.

Вĕренÿре пултаруллă, малĕмĕтлĕ яш-кĕрĕм Турайĕнчи вăтам шкулта та çук мар.

- Пĕр çемьери пек пурăннă хушăра сирĕн тăрăшуллăхăр куç умĕнчен каймарĕ. Ĕçлемесĕр çăкăр пулманнине эсир ăнлантăр тесе шутлатăп. Çавăнпа та шкулти туслăха упрăр, малĕмĕтлĕ пулăр. Эсир çак çулпах утасса эпир шанатпăр, - терĕ шкултан вĕренсе тухакансемпе кашнинпе ыталашса сыв пуллашса класс ертÿçи Ирина Михайлова.

Шкул директорĕ Юрий Герасимов шкул пĕтерекен 8 çамрăкран 4-шне шкула чи лайăх паллăсемпе вĕçленĕ ятпа медальсемпе наградăларĕ. Вĕсем: Кристина Бычкова, Лидия Быркина, Елизавета Иванова, Анна Салтыкова.

- Эсир малашне те ÿсĕмлĕ пуласса, çакна валли сирĕн пĕлÿ багажĕ çителĕклине ĕненетпăр, - терĕ Юрий Алексеевич.

Шкул пĕтерекенсене район администрацийĕ енчен социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Ольга Иванова саламларĕ. Çамрăксем тивĕçлĕ пĕлÿ илсе района таврăнасса, ăна малалла аталантарасса шаннине пĕлтерчĕ.

Ырă шухăш-тĕллев пурнăçланасси пирки иккĕленÿ çук.

А. БЕЛОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика