Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕ - Чăваш Енĕн тĕп наци уявĕ

29 июня 2016 г.

 

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп уявне - Республика кунне паллă турăмăр. Çав кун уявпа çыхăннă массăллă мероприятисем республикăри кашни хулапа ялтах иртрĕç. Республикăна вара Раççей регионĕсен тата чикĕ леш енчи çĕршывсен делегацийĕсем килсе курчĕç.

Уявăн тĕп площадки кăçал Элĕк районĕ пулса тăчĕ. Вăл çак чыса муниципалитет йĕркеленĕвĕсен конкурсĕнче çĕнтерсе тивĕçрĕ. Çавна каласа хăварас пулать, элĕксем уява тата нумай хăна йышăнма питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ. Кунта модельсем тăвакансен тата техника пултарулăхĕн выставки те, "Кĕвĕ хапхи" ятпа йĕркеленсе халăхпа утни те, массăллă илемлĕ уяв мероприятийĕсем те, тури чăвашсен этника культурин музей паркĕ те, тата ытти те нумай пулчĕ. Уяв кăмăл-туйăмĕ кашни утăмрах палăрса тăчĕ.

Шупашкарта уяв мероприятийĕсем Хĕрлĕ тÿремре тата Шупашкар заливĕ хĕрринче иртрĕç. Амăшĕн монуменчĕ умĕнче ирхине Чăваш Енĕн тĕп символне сăнлакан çынсенчен чĕрĕ "йывăç" турĕç. Кăнтăр иртсен кунтах этника ялне йĕркелерĕç. Кашни район хăнасене хăйĕн культурипе, наци апат-çимĕçĕпе, халăх ăстисен изделийĕсемпе паллаштарчĕ. Шăпах çакăнта пĕтĕм чăвашсен IV Акатуй уявĕ иртрĕ.

Уява уçнă май пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, ку уяв вăл çĕр ĕçченĕсен, тăван çĕршĕн тăрăшакансен уявĕ пулнине палăртрĕ. Пирĕн тăрăхра 128 наципе этника ушкăнĕн представителĕ килĕштерсе пурăнать. Вĕсем пурте тăван Чăваш Ен малашлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Çав вăхăтрах Хĕрлĕ тÿремре "Раççей çăл куçĕсем" фестиваль иртрĕ. Чăваш Ен тĕп хулине пултарулăх ушкăнĕсем Тăван çĕршывăн пур кĕтесĕнчен те килсе çитрĕç.

Хĕрлĕ тÿремри тĕп сцена çинчен республикăн ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан влаç органĕсен представителĕсем Чăваш Ен çыннисене тата хăнасене Республика кунĕпе саламларĕç. Михаил Игнатьев çавăн пекех "Раççей çăл куçĕсем" фестиваль участникĕсене, уяв хăнисене тав сăмахĕ каларĕ, пурне те мир, килĕшÿ тата юрату сунчĕ.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов Хĕрлĕ тÿремре пухăннисене саламланă май Шупашкар хулин çыннисем Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывни пирки каларĕ. Республика паян аталанупа прогресс çулĕпе çирĕппĕн утать, Раççейри тăнăç аталанакан регионсем хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнать.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Николай Малов пирĕн несĕлсем хăйсен йăли-йĕркине типтерлĕ упраса пырса малашнехи ăрусене парса пынине, пире ĕçе, тăван ене, хамăрăн халăха юратма вĕрентнине каларĕ. "Паян вара Чăваш Ен аталанăвне хамăрăн тÿпене хывма пирĕн черет çитрĕ", - терĕ вăл.

Раççей Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова та пурне те Республика кунĕпе саламларĕ. Кунсăр пуçне вăл Чăваш Республикин Патшалăх Гимне тата "Алран кайми" юрра чăвашла юрласа пачĕ.

Хушса çавна каламалла. Республика кунĕн уявĕ иртен тытăнса каçченех тăсăлчĕ, питĕ хăватлă "Чаплăлан, Чăваш Ен!" гала-представленипе вĕçленчĕ. Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен IX фестивальне хутшăннă командăсем хăйсен конкурсра кăтартнă чи лайăх саманчĕсемпе савăнтарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика