29 июня 2016 г.
Уяв - эрнекун
Тунтикун Раççейĕпех Çамрăксен кунне паллă турĕç. Çак куна халалланă уяв Муркашра «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртет.
Уяв программи интереслĕ те пуян. Апла пулин те унта яланхи пекех кăçал шкул пĕтернисен йышĕнчен Бал патшипе патша майрине суйлаççĕ, пултаруллă çамрăксене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чыслаççĕ. Уяв каçĕнче пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ, тĕрлĕ мастер-класс иртмелле. Кăçалхи çĕнĕлĕх - Кино çулне халалласа тĕрлĕ кинори сăнарсене кăтартса паракансен конкурсĕ. Кунсăр пуçне çамрăксене чăваш эстрада артисчĕсем те, ертÿçĕсем те саламлĕç. Уяв салючĕ те пурин кăмăлне те хăпартĕ.
33 процент утă пур
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ут çи вăй илнĕ вăхăт. Оперативлă кăтартусене пăхсан çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕ район шайĕнче утă хатĕрлес плана 33 процент (1800 тонна) тултарнă. Çак ĕçе Е. Андреев ячĕпе хисепленекен (100 процент), Суворов ячĕпе хисепленекен (63 процент), "Восток" (60 процент), "Оринино" (60 процент) хуçалăхсенче лайăх йĕркеленине палăртмалла.
Сенаж хываççĕ
Районĕпе планпа пăхнă 10300 тонна сенажран асăннă кун тĕлне "Путь Ильича" (1500 тонна), "Герой" (1000 тонна), "Бездна" (1000 тонна), "Свобода" (900 тонна) хуçалăхсенче çеç сенаж хывнă.
Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче 300 тоннăна яхăн утă янтăланипе пĕрлех иртнĕ кунсенче силос хывас ĕçе кÿлĕннĕ. Районĕпе вара ăна кăçал 16675 тонна хатĕрлемелле.
Ылтăн туй
Нискасси ялĕнче пурăнакан Раиса Егоровнăпа Михаил Лукич Ивановсем хăйсен 50 çулхи туйне паллă тунă. Çак ятпа мăшăра район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Е. Иванова тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Шадрин саламласа парнесемпе чысланă.
Хисеплĕ мăшăрăн ĕç стажĕ пысăк. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Пĕрле вĕсем 4 ача çуратса ÿстернĕ, халĕ 5 мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.
Инкексем ан пулччăр
Çак эрнере районта "Подросток" профилактика операцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленет. Ун вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем учетра тăракан ачасемпе çамрăксене тата ашшĕ-амăшĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç.
Июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă "Акватория" профилактика операцийĕ вара сентябрьчченех пырать. Ăна шыв çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата инкексенчен асăрхаттарас тĕллевпе ирттереççĕ. Республикăра ку таранччен 20 çын шыва путнă, вĕсенчен 3-шĕ - ачасем, ыттисем вара пурте ÿсĕрле шыва кĕнĕ. Апла пулсан пурин те асăрханмалла.
Н. НИКОЛАЕВА, А. БЕЛОВ
хатĕрленĕ.