Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн вăхăта сÿнтерме юрать?

23 июня 2016 г.

 

«Ялпа хула хушшинчи уйрăмлăхсене сахаллатмалла тесе вуншар çул калаçу пырать. Çак хушăра, пытармастăп, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем асăннă ыйтупа ĕçне те сахал мар туса ирттерчĕç. Çапах ялта пурăнакансене хумхантаракан ыйтусем кун йĕркинче çав-çавах тĕл пулаççĕ-ха. Манăн паянхи сăмахăм ялти электричество çути пирки.

Ялта хĕлле те, çулла та, ытти вăхăтра та электричество çути сÿннĕ тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ вара çуллахи вăхăтра килти условисенчех инкубаторпа чăх тата хур-кăвакал чĕпписем кăларассине алла илчĕç. Инкубаторĕсем электричество вăйĕпе ĕçлеççĕ. Электричество 3 - 4-шар сехете сÿнни çак производство çине витĕм кÿмĕ-и; Мĕн тумалла çак лару-тăрăва çаклансан; Кун пирки пире яваплă специалистсем хурав парайраççĕ-ши?

Хурав кĕтсе Лазарь КОГУРКИН.

Муркаш сали».

Вулавçă çырăвĕпе эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕ пайăн ертÿçине В. Никитина паллаштартăмăр. Владимир Германович пире çакăн пек хурав пачĕ:

- Ялта пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлени савăнтарать, ырă шухăшсем çуратать. Ĕçлекенĕн вара ыйтусемсĕр пулмасть. Вулакан ялта электричество çутине сÿнтернĕ пирки пăшăрханнăран ун пирки çапла хурав пама пултаратăп. "Электричествăпа усă курассине вăхăтлăха е пĕтĕмĕшле чарассин правилисен" 2-мĕш пунктĕнче электричествăна саккунпа килĕшÿллĕн вăхăтлăха çак сăлтавсемпе сÿнтерме ирĕк пур: электричество энергине парса тăракан тата унпа усă куракан хушшинче пĕр-пĕринпе калаçса татăлнипе* электричествăпа усă куракан маларах йышăннă обязательствăсене пăснăран (счетшăн вăхăтра тÿлемесен, электроэнергипе усă курас йĕркене пăссан, электричествăпа килĕшÿ тумасăрах усă курсан)* парăмсем пысăкланса кайсан* авариллĕ лару-тăрура* электричество объекчĕсене юсанă чух планпа килĕшÿллĕн. Маларах асăннă тĕслĕхсемпе электричество çутине çÿнтерессине электричество парса тăраканпа унпа усă куракан хушшинчи килĕшÿре палăртмалла.

Нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсемпе усă куракансене тата уйрăм çуртсенче пурăнакансене коммуналлă услугăсем парассине РФ Правительствин 2011 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчи Постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн электричество илмелли икĕ çăлкуçпа усă куракана - 2 сехетрен, пĕр çăлкуçпа усă куракана 24 сехетрен ытла электричество çутисĕр хăварма юрамасть. Çулталăкĕпе электричество пулманни 72 сехетрен иртмелле мар.

Сирĕн хуçалăхра электричество пĕлтерĕшĕ пысăк пулсан электричество çути ăнсăртран сÿннĕ вăхăтсенче электрогенераторпа усă курассине йĕркелеме сĕнетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика