23 июня 2016 г.
Июнĕн 21-мĕшĕнче, Шупашкарта иртнĕ çăмăл атлетикăн Раççей чемпионатĕнче, куракансем шăчăпа çÿллĕшне сикессипе икĕ хутчен Олимп чемпионкипе Елена Исинбаевăпа Анжелика Сидорова хушшинчи халиччен пулман тытăçăвне курма пултарчĕç.
Исинбаевăшăн Шупашкарти ăмăрту, хĕр çуратнă май, виçĕ çул хушши ăмăртусене хутшăнман хыççăн пĕрремĕш пулчĕ. Вăл 4,60 метр çÿллĕшĕнчен пуçларĕ. Ăна пĕрремĕш хутĕнчех парăнтарма пултарчĕ. Хыççăн 4,70 метра та, кайран иккĕмĕш хут сиксе 4,80 метра та илме пултарчĕ.
Çак вăхăта сикекенсен секторĕнче икĕ спортсменка кăна юлчĕ: Елена Исинбаева тата наци командинче Мускавпа Чăваш Ен представителĕ Анжелика Сидорова. Кунта вара Сидорова куракансене чăн-чăн сюрприз туса пачĕ - 4,85 метр çÿллĕшне çĕнсе илчĕ. Çапла вара вăл хăйĕн рекордне турĕ тата Елена Исинбаевăна 4,90 метра сикме хĕтĕртрĕ.
Çавна палăртса хăвармалла. Кун пек çÿллĕшне Раççей спортсменки Мускавра 2013 çулта иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче декретлă отпуса кайиччен те сикменччĕ-ха. Кунта тата 34 çулта пулнине, ача çуратнине тата виçĕ çула яхăн тренировкăсенче пулманнине те шута илме тивет.
Малтанхи икĕ хутĕнче Олимп чемпионки сикнисем ăнăçлах пулаймарĕç. Ку вăхăтра ăмăртусен лидерĕ Сидорова пулчĕ. Çапах та виççĕмĕш хутĕнче Елена Исинбаева спортри паттăрлăха кăтартрĕ, 4,90 метра çĕнсе илсе Раççей чемпионкин титулне тивĕçрĕ. Çавна та каламалла. 4,90 метр çÿллĕшĕ тĕнчери сезонри чи лайăх кăтарту пулса тăрать. Анжелика Сидорова вара çăмăл атлетикăн Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ пулса тăчĕ.
Раççей пĕрлештернĕ командин çăмăл атлетика енĕпе тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский Елена Исинбаева çĕнтерĕвĕ пирки комментари панă май çавна каларĕ. Вăл хăйĕн çитĕнĕвĕпе "Раççейре çăмăл атлетика чĕррине, пирĕн профессионалсем, "таса" спортсменсем пуррине кăтартса пачĕ. Çапла вара эпир чи çÿллĕ шайра ăмăртма хатĕр пулнине кăтартса паратпăр".
Елена Исинбаевăн, унпа пĕрлех пĕтĕм Раççей атлетикин çĕнтерĕвне трибуна çинчи куракансем флешмобпа палăртрĕç, вăл вăхăтра пĕтĕм стадион Раççей Гимне юрларĕ. Ăмăртăвăн нумай хăнипе участникĕ каланă тăрăх, вĕсем куракансем çĕршыв гимне çавăн пек хавхаланса пĕрле юрланине унччен курман.
Хăйĕн триумфла ăмăртăвĕ хыççăн Елена Исинбаева асăнмалăх автографсем пачĕ тата тав тăвакан куракансемпе сăн ÿкерĕнчĕ. Вĕсем вара тĕттĕм пуличченех унран хăпма шутламарĕç.
Чапа тухнă Раççей чемпионкине çавăн пекех Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕ. Вăл Елена Исинбаевăна чечексем пачĕ тата тĕнче аренисемшĕн те асра юлмалли çитĕнÿшĕн хула çыннисемпе Чăваш Енре пурăнакансен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Икĕ лидер - спорт тата политика лидерĕсем - ăшшăн калаçрĕç.
Шел пулин те, историллĕ саманта - Раççейăн аслă спорстменки спорта таврăннине куракансем Шупашкарсем юлашкисем пулчĕç. Аса илтересшĕн, Раççей çăмăл атлечĕсене Рио-де-Жанейрори Олимп вăййисене хутшăнассинчен хăтарнă. Елена Исинбаевăна унта Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн (МОК) ялавĕ айĕнче хутшăнма сĕннĕ. Вăл вара Раççей ялавĕсĕр пуçне никамăн ялавĕ айĕнче те хутшăнас çуккине пĕлтернĕ. Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатне хутшăнни вара унăн спорт карьеринче юлашки пулма пултарать.
Леонид Черкесов çавна палăртнă: "Врач пулнă май çавна калама пултаратăп. Нумаях пулмасть усă курма юраманнисен шутне кĕртнĕ мельдоние операци хыççăнхи чирлисене, уйрăмах вара ÿсĕм çулĕсенчисене, операци хыççăнхи тапхăрта лайăхрах вăй илме панă". Çавăн пекех вăл çавна хушса каланă. Уйрăм тĕслĕхсемшĕн мĕнпур çăмăл атлетсем тата çĕршыв шар курмалла мар.