Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсен фестивалĕнче пултăмăр

23 июня 2016 г.

 

Пушкăрт Республикин тĕп хулинче Ĕпхÿре июнĕн 16-мĕшĕнче чăвашсен "Салам" культура фестивалĕ иртрĕ. Асăннă фестивале Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнчи "Янаш" юрăпа ташă халăх ансамблĕ те çитсе килчĕ.

Эпир, мăн сĕнтĕрсем, июнĕн 15-мĕшĕнче ир-ирех пуçтарăнса çула тухрăмăр. Çулĕ çывăх мар, кун каçа кайса Шаран районĕнчи Дюртюли салине çитрĕмĕр. Пире вырăнти чăвашсем питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çав кунах каçалапа "Янаш" кунти халăха концертпа савăнтарчĕ. Тĕлĕнмелле ăшăлăх хуçаланчĕ çав каç клубра. Клубĕнче вара çынсем питĕ йышлă пулчĕç.

"Янашпа" пĕрле çул çÿревре район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Е. Чернова, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев та пулчĕç. Каçхине çак ăшă тĕл пулура Дюртюли ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата муркашсем пĕр-пĕрне парнесем парса чысларĕç.

Тепĕр кунне ирхине пире ăшшăн ăсатса ячĕç. Кăнтăрла тĕлне Ĕпхÿ хулине çитрĕмĕр. Асăннă фестиваль хула центрĕнче питĕ илемлĕ те хăтлă парк çумĕнче пулса иртрĕ. Коллективсем питĕ йышлă пуçтарăнчĕç: Пушкăртри пĕтĕмпе 18 районти юрăпа ташă халăх ансамблĕ тата ытти художество пултарулăх коллективĕ. Еплерех шăранчĕç фестивальте чăваш халăх юррисем, "çунатлă" ташшисем.

Эпир Чăваш Республикинчен пĕр коллектив кăна пултăмăр. Фестиваль пынă вăхăтра хама Пушкăртра мар, Чăвашра пулнă пек туйрăм. Мĕншĕн тесен çавăн пек аякра пулнине пăхмасăр кунти халăх чăваш тумĕсемпе пулни, чăвашла калаçни тата юрлани-савăнни инçетре пулнине мантарчĕ.

Коллективсем хăйсен пултарулăхĕпе пире те, чăвашсене, тĕлĕнтерчĕç те, тыткăнларĕç те. Фестивале вара укçа-тенкĕне хăйсем тупса, спонсорсене явăçтарса вырăнти чăвашсем хăйсемех йĕркелеме пултарнă. Пушкăрт Республикин ертÿçисем пулăшман пирки ÿпкелешсе калаçрĕç.

Юлашкинчен фестивале хутшăннă коллективсене тĕрлĕрен Дипломсемпе парнесем парса чысларĕç. Дипломсене уйрăм номинацисенче çĕнтернисене пачĕç. Балалайкăпа такмаксем шăрантарса пирĕн коллективри Виталий Егоров, Мăн Сĕнтĕр "шăпчăкĕ" Михаил Сурков, пĕччен юрласа Геннадий Ягунов, "Янашăн" ташăçисем тĕрлĕрен Дипломсемпе парнесене тивĕç пулчĕç.

"Салам" фестиваль тĕрлĕрен йывăрлăхсене пăхмасăрах чăннипех те ăнăçлă иртрĕ. Эпир, чăвашсем, хамăр Чăваш Республикинче пурăнатпăр пулин те, пирĕн чăвашлăха, чăваш наци культурипе йăли-йĕркине Пушкăрт чăвашĕсенчен те вĕренмелли çук мар. Хальлĕхе вара пирĕн хушăра чăвашла калаçма вăтанакансем те тĕл пулаççĕ.

Юлашки вăхăтра "Янаш" юрăпа ташă халăх ансамбльне çамрăксем сахалрах çÿреме тытăнни те сисĕнет. Çакă вăл чикĕ леш енчен килекен культура хуçаланнипе те çыхăннă пулĕ. Чăваш халăхĕн "Салам" фестивалĕ вара "Янашсемшĕн" чăннипех те асра юлчĕ.

 

Уйсем урлă, хирсем урлă...

Çĕршер çухрăм ак хыçра.

Кĕтсе илчĕç юратуллă,

Юлас çук тек манăçра.

 

Юрăсем епле шăранчĕç

Пушкăртра чăн чăвашла.

Кураканĕсем ăнланчĕç:

"Туслăх, çĕн вăйпа кашла!"

 

Ăшшăн сумлă хăналарĕç,

Чун юрларĕ Шаранра.

Пĕр-пĕрне епле тăнларĕç -

Чăн чăвашлăх пур юнра.

 

Пĕр кĕске самант пулсан та,

Уйрăлу-çке тăванла.

Дюртюли хыçра пулсан та,

Пулас çук ăна манма.

 

П. ВОРОБЬЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика