21 июня 2016 г.
Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçă Муркаш енре те кашни çемьерех тарăн йĕр хăварнă. Çавăнпах-тăр çар çыннин пурнăçĕпе пĕлтерĕшне эпир Раççей халăхĕн мухтавлă енĕ тесе йышăнма хăнăхнă. Эпир хамăрăн паттăр хÿтĕлевçĕсене юрататпăр, хисеплетпĕр, вĕсемпе мăнаçланатпăр. Пирĕн çар малашне те çĕршыв хăрушсăрлăхĕн, Раççей аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пуласса шанни хамăр аттесемпе асаттесен çарти паттăрлăхне манманнинчен пуçланать.
Çул хыççăн çул иртнĕ май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи историе шаларах та шаларах юлса пырать. Апла пулин те пирĕнтен кашниех асаттесемпе аттесен паттăрлăхне упрать, ăна ăруран ăрăва куçарса пырать.
Муркашра пурăнакан Калерия Романова та ашшĕн ятне, унăн паттăрлăхне çулсем иртсен те сÿнме памасть.
Иннокентий Александрович Назаров 1923 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шурчари ĕçлĕ çынсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă. Ашшĕ те, амăшĕ те ялта ятлă çынсем пулнăран Иннокентий те ачаран ĕçпе туслашса, Тăван çĕршыва юратса ÿснĕ. 9 класран вĕренсе тухсан - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан - ялти арçынсем фронта кайма тытăнсан, 10-мĕш класс каччи те алла пăшал тытса Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕмĕтпе çÿреме пуçланă. Çапла вара 10-мĕш класра вĕренекен Шурча каччи кĕнеке-тетрадьпе сывпуллашса нарăс уйăхĕнче хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронта тухса каять.
Çамрăк каччă малтанах офицерсем хатĕрлекен курса лекет. Воткинскри училищĕри васкавлă курссем хыççăн Иннокентий кĕçĕн лейтенант званипе Украина фронтĕнче взвод командирĕ пулса çапăçусене кĕрет. Пĕр асар-писер лару-тăрура вĕсем нимĕçсен ункине лексе тыткăна çакланаççĕ. Тăшманран хăраман Шурча каччи хăй тыткăнрипе килĕшмест. Çапла вара пĕрремĕш май тупăнсанах тыткăнран тухса тарать. Анчах пирĕн çарсем чылай каялла чакнă пулнă. Иннокентий та вĕсем патне çитеймест. Фашистсем ăна йытăпа йĕрлесе хăваласа çитеççĕ те йытăсемпе тăллаттараççĕ. Хыççăн каллех тыткăн, анчах Хĕрлĕ çарăн кĕçĕн лейтенанчĕ пулса тухнă лару-тăрупа çав-çавах килĕшмест. Йытăсем тăлланă сурансем кăшт юсансан вăл тепĕр хут тыткăнран тухса тарать. Анчах каллех ăнăçсăр, каллех фашистсен куçĕ умĕнче пурнăçшăн йытăсемпе кĕрешме тивет...
Виççĕмĕш хутĕнче çеç Хĕрлĕ çар офицерĕ фашистсен аллинчен хăтăлать. Тыткăнран хамăрăннисем патне каçсан вăл тăракан çар чаçĕ Сталинграда хÿтĕлеме тивĕçет. "Кашни урамшăн, çуртшăн, подьездшăн хĕрÿ çапăçусем пыратчĕç. Тепĕр чух юнашар хваттерте кам пулнине те пĕлместтĕмĕр. Анчах фашистсенчен хăрасси пулман", - ашшĕн аса илĕвĕпе паллаштарчĕ Муркашра пурăнакан К. Романова.
Сталинградри çапăçусенче 20 çулхи арçын йывăр аманать. Ăна Хусанти госпитале сывалма вырнаçтараççĕ. Госпитальте те фронтри пекех: аманнă салтаксем йынăшни, пулăшу ыйтса кăшкăрни, окопри пекех пыйтăсемпе кĕрешни т. ыт. те. Аманнă Иннокентий сываласси ыйтуллă пулнă. Çапла вара салтак ыйтнипе пĕр санитарка унăн амăшĕ патне çыру çырать: "Сирĕн ывăл йывăр аманнă. Ăна кулленхи тимлĕх кирлĕ. Май пулсан пулăшма килĕр". Амăшĕн чунĕ чул мар. Пулăшу кĕтекен ывăлĕ патне Иннокентий амăшĕ лаша кÿлсе çула тухать. Фронтовик ывăлне киле илсе килсе ура çине тăратать.
Мирлĕ пурнăçра та Иннокентий Александрович алă усса çăмăл пурнăç шыраман. Ялан малашлăх ĕмĕтпе пурăннăскер, мĕн тунипе çеç çырлахса ларман. Çĕнĕлĕхпе туслăскер тата тăтăш шыравра пулнăскер, вăл Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтерсе Ярапайкасси шкулĕнче ачасене истори предметне тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентме пуçлать. Фронтра "Паттăрлăхшăн" медальпе Мухтав орденĕн 3-мĕш степеньне тивĕçнĕскер, çемье çавăрса 5 ача ашшĕ пулса тăрать. Мирлĕ пурнăç тĕрекленсе пырать, пурăнмалла та пурăнмалла, анчах... Фронтри сурансем арçыннăн кун-çулне вăхăтсăр татаççĕ: 34 çулта паттăр фронтовик пурнăçран уйрăлса каять.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пурнăçĕсене шеллемесĕр мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварнă паттăр салтаксене чысласа пĕр минут шăп тăрар...
А. БЕЛОВ.