Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарсăр çухалнă

21 июня 2016 г.

 

Манăн ватă кукаçи Гаврил Иванович Столяров 1910 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мулкачкасси ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ялти Семеновсен тăхăр ачаллă çемйинче çиччĕмĕш ача пулнă. Вĕсен ачисем туслăхпа тата ĕçченлĕхпе палăрнă. Ватă кукаçи 1933 -1935 çулсенче Хĕрлĕ çар ретĕнче хĕсметре тăнă.

Тăван тăрăха таврăнсан вара хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă. Пултарулăхĕпе тăрăшулăхĕ пысăк пулнипе ăна Мулкачкассинчи "Урал" пĕрлешÿллĕ хуçалăха ертсе пыма шаннă. Хуçалăх ăнăçлă аталанса пынă, тыр-пултан пысăк тухăç илнипе 1939 çулта ВДНХ куравне хутшăнма тивĕç пулнă.

1939 çул вĕçĕнче ăна мирлĕ пурнăçран вăхăтлăх уйрăлма тивнĕ. Ун чухне Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче хирĕçтăру пуçлансан ватă кукаçи çавăнта хутшăннă. Унтан таврăнсан хуçалăхра тăрăшма пуçланă.  

Çул хыççăн çул иртнĕ, çемьеллĕ пулас вăхăт та çитнĕ. 1941 çулхи пуш уйăхĕнче вăл ялти пĕрремĕш трактористкăпа Перасковия Ивановна Трофимовăпа мăшăрланнă. Çамрăк çемье çутă малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ.

Уяр кун аслати кĕрĕслетнĕ тейĕн, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче тĕнчене хăрушă вăрçă пуçланнине пĕлтерекен хыпар кисретнĕ. Перасковипе Гаврил ĕмĕчĕ те çийĕнчех татăлнă. Тепĕр икĕ кунтан вара çемье пуçĕ вăрçа тухса кайнă.

- Маншăн питех ан кулянăр. 2 - 3 уйăхран каялла çаврăнса килетпĕр. Финн вăрçинчен чиперех çаврăнса килтĕм вĕт-ха, - çапларах пулнă килтен тухса каяс умĕнхи унăн сăмахĕсем.

Анчах та ку вăрçă чылайлăха тăсăлнă çав. Вăрçă хирĕнчен унран виçĕ çыру кăна киле çитнĕ, юлашки çырăвĕ авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче çырнăскер. Çырăвĕнче нумай çырма юраманни пирки пĕлтерет. Унта вăл Мускав çывăхĕнчи Реутово хули патĕнче 879-мĕш номерлĕ артиллери полкĕн 2-мĕш батарейинче пулнине асăнать. "Виçĕ эрне хушши пирĕн çине çÿлтен питĕ нумай тăкăнать, хамăр çапăçăва кĕмен-ха", - тесе çырнă юлашки çырăвĕнче. Унтанпа нимĕнле хыпар та пулман. Гаврилăн ашшĕпе амăшĕ, мăшăрĕ ун çинчен мĕнле те пулин хыпар пуласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Халĕ эпир те кĕтетпĕр.

Çав çырусене манăн кукамай питĕ хаклă япала пек упраса пурăнать, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн ашшĕне нихăçан та курман.

Çавăн пекех пирĕн çемье архивĕнче манăн ватă куккан Сергей Иванович Трофимовăн çырăвĕ те упранать. Вăл 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Тăван килте вара амăшĕ тата çамрăк мăшăрĕ кăна юлнă. Ăна стрелоксен 405-мĕш полкĕнче     2-мĕш батальонри 6-мĕш ротăра "политрук" пулса çапăçма тÿр килнĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Калуга облаçĕнчи Думиниченски районĕнчи Котовичи ялĕ çывăхĕнчи çапăçура хыпарсăр çухалнă. Унтанпа нимĕнле хыпар та пулман. Унăн та ашшĕне нихăçан та курман хĕрĕ пурăнать.

Çак пирĕн аслă ăрури тăвансен, хыпарсăр çухалнăскерсен, нимĕнле награда çук пулсан та, эпир вĕсене паттăрсем вырăнне хурса хисеплетпĕр, асăнатпăр. Вĕсем пирĕн çĕршывăн пуласлăхне хÿтĕленĕ.

Т. Налимова,  Оринин шкулĕн  вĕренекенĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика