21 июня 2016 г.
75 çул каялла, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, этем историйĕнче пулман хăрушă вăрçă пуçланнă. Чи пысăк йывăрлăхсене тата çухатусене пирĕн çĕршывăн чăтса ирттерме тивнĕ. 27 миллиона яхăн совет çынни пуçне хунă. Ахальтен мар çав тăватă çула пынă вăрçа Аслă Отечественнăй вăрçă тенĕ.
Çамрăк арçынсене пурне те тенĕ пекех вăрçа илсе кайнă. Ялсенче салтака ăсатнă чухнехи юрăсем янăранă. Хурлăхне пăхмасăрах, çынсен патриотизм туйăмĕ пысăк пулнă. "Эпир çĕнтерÿпе кăна таврăнăпăр!" - тенĕ юнлă вăрçа тухса каякан çамрăксем. Çак çĕнтерĕвĕн хакĕ те пысăк пулнă - вăрçа хутшăннă салтаксенчен çурри ытла каялла таврăнайман.
Вăрçă вăл никамшăн та çăмăл япала пулма пултараймасть. Тылра юлнисем каласа панине итлесен чун хурланать, куç шывланать. Паян та эпĕ тĕлĕнме пăрахаймастăп: ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хăват тупма пултарнă хĕрарăмсем, ватăсем тата ачасем; Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕçе тунă, фронта тырпул ăсатнă, салтаксем валли ăшă япаласем çыхнă, оборона сооруженийĕсем тума çÿренĕ... Çав вăхăтрах ачисене те шкулта вĕрентнĕ.
Вăрçă пуçлансанах хĕрсем хушшинче хăйсен ирĕкĕпе фронта каяс текенсем сахал мар пулнă. Анчах çар комиссариатĕнчен чылайăшне каялла ăсатнă. 1942 çулта фронтри лару-тăру татах йывăрланнă. Çавăнпа апрель уйăхĕнче Верховнăй главнокомандовани хушăвĕпе хĕрсене çара массăллă илме тытăннă. Çав уйăхрах Чăваш Республикинче 500-е яхăн хĕртен тăракан сывлăшран тапăннине сăнаса тăракан, пĕлтерекен тата çыхăнăвăн 101-мĕш уйрăм батальонне йĕркелеççĕ. Унта вĕреннĕ хĕрсене ытларах илме тăрăшнă. Вĕсем хушшинче çамрăк учительсем те нумаййăн пулнă. Вĕсенчен пĕри - Кашмаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Ефремовна Григорьева (Ефремова).
1940 - 1942 çулсенче вăл Вăрнар районĕнче Малти Ишекри вăтам шкулта биологипе хими учителĕ пулса ĕçленĕ. 1942 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа вăл асăннă батальонра аслă сăнавçă-телефонист пулса 1945 çулхи август уйăхĕчченех службăра тăнă.
Малтанах хĕрсене Хусанта çар ĕçне вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах батальон Хусан таврашĕнчи промышленноç тата çар объекчĕсене нимĕç бомбардировщикĕсенчен хÿтĕленĕ.
1943 çулта батальона Украина территорине куçараççĕ. Фронтри пурнăç çăмăл пулман. Хĕрсем валли малтанхи вăхăтра çар тумтирĕ те пулман. Пурăнмалли условисем те йывăр пулнă. Акă мĕн çырса хăварнă пĕрле службăра тăнă В.П. Курдюкова (вăрçа кайиччен вăл Етĕрне районĕнче учитель пулса ĕçленĕ) хăйĕн асаилĕвĕнче: "Пирĕн, ĕнерхи шкул ачисен тата çамрăк учительсен, çăмăл мар задача пурнăçлама тивет - фашистсен авиацийĕнчен хуласене, çарпа промышленноç комплексĕсене, кĕперсене, каçăсене, аэродромсене, складсене хÿтĕлемелле. Кирек епле çанталăкра та 40 метр çÿллĕш вышка çинче тăма тивет. Çил çинче вышка силленет. Сассине кура эпир мĕнле самолет пулнине пĕлме хăнăхса çитрĕмĕр, ун пирки хăвăртрах зенитчиксене тата авиаци полкне пĕлтеретпĕр".
Батальон хĕрĕсене уйрăмах Хĕвел анăç Украина, Белорусси, Польша территорийĕсенче йывăр килнĕ. Çав вырăнсенче бандеровецсем питех те алхаснă. Темшĕн вĕсем çар тумĕ тăхăннă чăваш хĕрĕсене курайман. Хĕрсем пурăннă çуртсене çунтара-çунтара янă, сăнамалли вышкăсене улăм хурса вут тивертнĕ, çыхăну тата ытти хатĕре çĕмĕрнĕ. Сахал мар хĕрĕн пурнăçĕ те татăлнă.
Акă тата мĕн аса илет А.Е. Ефремовăпа пĕр батальонра çапăçнă Лидия Коршунова (вăл вăхăтра, 1943 çулхи апрель - июнь уйăхĕсенче, батальон Курск хули патĕнче тăнă): "Июнĕн 2-мĕшĕнче ирхи 4 сехетрен тытăнса 10 сехет хушши 430 "юнкерспа" "хенкель" хула çине бомба пăрахрĕ. Вĕсене 130 "мессершмит - 109" хÿтĕлерĕ. Пирĕн зенитчиксем, вĕсем те хĕрсем, тăтăш персе тăчĕç. Кайран тăрук шăпланчĕç. Зенит тупписем хĕрсе çитнипе вĕсене снаряд лартма май çук. Сивĕтмелле. Нимĕçсем вара пĕр вĕçĕм бомба хыççăн бомба пăрахрĕç".
101-мĕш батальон Аслă Çĕнтерÿ кунне Берлин çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Вăрçăран 250 яхăн хĕр сывă таврăнать. Нумайăшĕ Тăван çĕршыва ирĕке кăларас тесе пуçне хурать. Чăвашсен çавăн пек калани пур: "Пурнăç вăл шав малаллах". Хăшĕ-пĕри çав вăрçă вăхăтĕнче паллашнă салтакпа çемье те çавăрать.
Анна Ефремова та авиаци полкĕнче службăра тăнă Анатолий ятлă чăваш каччипе паллашать. Пĕр-пĕрне юратса вĕсем çемье çавăраççĕ, икĕ ача çуратса пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Ачисем, Галина тата Альберт, амăшĕ пекех учитель ĕçне суйласа илеççĕ. Галина Анатольевна нумай çул хушши Вăрмар районĕнче шкул директорĕнче ĕçлерĕ. Альберт вара педагогика институтĕнче преподаватель пулса вăй хучĕ.
1960-мĕш çулсенче пире Çатракасси шкулĕнче питĕ пултаруллă учительсем вĕрентнĕ. Вĕсем хушшинче фронтовиксем те пурччĕ: Г.М. Львов, П.Ф. Белов, И. Донсков тата эпир юратнă учительница Анна Ефремовна Григорьева. Вăрçă хыççăнах вăл малтанхи вăхăтра Кашмаш шкулĕнче директор тата учитель пулса ĕçленĕ, биологи тата хими предмечĕсене вĕрентнĕ. 1950 çултан тытăнса Çатракасси шкулĕнче вăй хунă.
Шел пулин те, унăн пурнăç çулĕ кĕске пулчĕ. Йывăр чирленĕ хыççăн вăл 49 çултах çĕре кĕчĕ.
Вăрçă пулман пулсан...
Г. МАЛЫГИН.