21 июня 2016 г.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ, ирхи 4 сехет. Утă çине тухма хатĕрленекен хресченсем, вăтам шкул пĕтерсе ăсату каçĕнче савăнакан çĕнĕ ĕмĕтлĕ çамрăксем самантрах хăйсен шухăшĕсене улăштарчĕç: алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен сыхласа хăвармалла!
Январĕн 30-мĕшĕнче 18 çул тултарнă Юнкă каччи Григорий Илугин та вăрçă çинчен хыпар çитсен пĕрремĕш кунранах алăран ĕç пăрахмасăр повестка кĕтме пуçлать.
Вăл кунсенче арçынсене пĕрин хыççăн теприне фронта ăсатнă май ялта унта та кунта макăрнă сасă çеç илтĕнетчĕ. Ял çыннисем фронтран пĕрремĕш виç кĕтеслĕ çырусене кĕтсе илнине те, вĕсене вуласа фронтовиксен мăшăрĕсемпе ывăл-хĕрĕсем куççуль юхтарнине те кăçал 93 çул тултарнă Григорий Никифорович ĕнерхи пекех астăвать. Хăрушă вăрçă кĕске вăхăтлăха пулманнине те каччă малтанхи кунсенченех ăнланчĕ. Мĕн кĕтет ăна умра; Шăпа пÿрнине йăлтах чыса çухатмасăр чăтса ирттерме май килĕ-и?..
1942 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче çамрăк Григорийăн мирлĕ пурнăçĕ вуласа пĕтереймен кĕнеке пек хупăнчĕ: Юнкă каччи тăванĕсемпе тата ял-йышпа сывпуллашса хăйне мĕн кĕтнине пĕлмесĕр фронта тухса кайрĕ. Çамрăк салтака фронта ăсатиччен Краснодарти пулеметпа миномет училищине вĕренме ячĕç. Вĕренÿ курсĕ хăвăрт иртрĕ: фашистсем Сталинград патне çывхараççĕ - вĕсен планĕсене çапса хуçмалла, хулана тăшман аллине памалла мар. Çапла вара курсантсене икшер граната, винтовкăпа патронсем тата танксене тивертмелли шĕвек тултарнă пĕрер кĕленче парса Сталинград пĕккине илсе каяççĕ. Кунти хăрушă çапăçусем паян та ветеран асĕнчех. Çакăнта октябрь уйăхĕнче пирĕн ентеш пĕрремĕш хут йывăр аманать. 3 уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн вара вăл каллех Сталинград пĕккинчи хаяр çапăçусене тухать. Кунта ирсĕр фашистсене ункăна илсе тыткăнласан пирĕн çарсем тăшмана Анăçалла хăвалама пуçлаççĕ. Украинăшăн пынă хаяр çапăçусене Григорий Никифорович минометчик-артиллерист иккĕмĕш хут аманать. Сăмах май каласан, хастар хресчен ачин Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тĕрлĕ çапăçăва хутшăнса нумай юлташне çухатнипе пĕрлех хăйĕн те пĕтĕмпе 5 хутчен госпитальте сывалма тивет. Анчах кашни сывалу хыççăнах - фронта, ирсĕр тăшманпа çапăçма.
- Вăл вăхăтра аманнипе киле таврăнасси те салтаксемшĕн вырăнсăр ыйтуччĕ. Пурте Гитлер йыттисене хăвăртрах çапса аркатассишĕн çунаттăмăр, - Наташа мăнукне хăй çумне çупăрласа калаçрĕ хĕрлĕ çăлтăрлă пилотка тăхăннă фронтовик.
Юнлă вăрçă хирĕнче совет салтакĕ нумай çухату чăтса ирттерчĕ, анчах нимĕнле çанталăкра та тимлĕхе çухатмарĕ, тăшмана çапса аркатас туйăма çилпе вĕçме памарĕ. Çапла вара Хĕрлĕ Çар фашистсене хамăр çĕршывран хăваласа кăларса кÿршĕллĕ Польша, Болгари, Чехословаки, Венгри çĕршывĕсене ирĕке кăларса фашизма хăйĕн йăвинче тĕп турĕ. Дание 24 сехетре, Польшăна 27 кун, Голландие 5 кун, Бельгие 18 кун, Францие 39 кун, Югославие 12 кун, Грецие 21 кун хушшинче çĕнтерсе вĕсен илемлĕ хулисенче парад маршĕпе иртнĕ, Совет Союзне 3 уйăхра парăнтарма шутланă Гитлер çарĕсен ĕмĕчĕ вырăс çĕрĕнче путланнă. Нимĕçсем Мускавра ирттерме шутланă çĕнтерÿ маршĕ 1945 çулта Берлинта иртнĕ. Анчах унта совет салтакĕсем утнă. Паллах, миллионшар çын çак куна кĕтсе илеймен, анчах Аслă Çĕнтерĕве вĕсем хывнă тÿпе нихăçан та пирĕн асран тухмĕ.
Г. Илугин Çĕнтерÿ кунне Латвире кĕтсе илет. Фронтра нумай аманнăскере иккĕмĕш черетпех демобилизаци йĕркипе киле ăсатаççĕ. Çапла вара вăл тăван киле 1945 çулхи октябрьте таврăнать. Çитет те тепĕр куннех мирлĕ ĕçе кÿлĕнет: пĕр хушă тимĕрçĕре вăй хунă хыççăн ĕнерхи салтак 30 çула яхăн тăван хуçалăхра Т-54 тракторпа çĕр сухалать, тырă акать, çăкăр ÿстерет, мире тĕреклетет.
Мирлĕ пурнăçа таврăннă фронтовик 1946 çулта хăйсен ялĕнчи Кристина Григорьевна Петровăпа çемье çавăрать, 5 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларать. Çулсем иртеççĕ. 14 мăнукпа 21 кĕçĕн мăнук Çĕнтерÿçĕ салтакăн паянхи пуянлăхĕ, пурнăç илемĕ.
А. БЕЛОВ.