Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1941 - 1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă

21 июня 2016 г.

 Цифрăсемпе фактсем

*Нацистла Германие тата унăн Европа союзникĕсене (Венгри, Итали, Румыни, Словаки, Финлянди, Хорвати) хирĕç пынă Аслă Отечественнăй вăрçă Хĕрлĕ Çар çĕнтерĕвĕпе, Германи çар вăйĕсен капитуляцийĕпе вĕçленнĕ.

 

*1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ тĕлне СССР чикки çывăхĕнче Германи çарĕн 3 ушкăнĕ тăнă (пĕтĕмпе 181 дивизи, вăл шутра 19 танк тата 14 моторизированнăй дивизи, 18 бригада). Сывлăшран 3 сывлăш флочĕ хÿтĕленĕ.

 

*1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ тĕлне чикĕ округĕсенче тата флотра Совет Союзĕн 3289850 салтакпа офицерĕ службăра тăнă, 59787 орудипе миномет, 12782 танк, 10743 самолет шутланнă. Виçĕ флотра 220 пин çын, тĕп класа кĕрекен 182 карап, вăл шутра шыв айĕпе çÿрекен 127 кимĕ пулнă.

 

*1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче 3 сехет те 6 минутра Хура тинĕс флочĕн штаб пуçлăхĕ И.Д. Елисеев контр-адмирал СССР сывлăш уçлăхне чылай шала вĕçсе кĕнĕ фашист самолечĕсене пеме хушу панă. Ку вăл пирĕн çĕршыв çине тапăннă фашистсене пеме панă пĕрремĕш хушу пулса тăрать.

 

*3 сехет те 7 минутра Г.К. Жуков çапăçусем пуçланни пирки пĕрремĕш хыпар илнĕ.

 

*1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче 4 сехетре ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Риббентроп Совет Союзĕн Берлинти посолне Деканозова вăрçă пуçлани пирки нота панă.

 

*1941 çулхи ирхине ирех артиллерипе пенĕ тата самолетсем бомбăсем пăрахнă хыççăн нимĕç çарĕсем СССР чикки урлă каçнă.

 

*Июнĕн 22-мĕшĕнче кăнтăрла 12 сехетре Молотов радиопа калаçнă, Германи СССР çине тапăнни, Отечественнăй вăрçă пуçланни çинчен официаллă пĕлтернĕ.

 

*СССР Аслă Канашĕн 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе июнĕн 23-мĕшĕнчен çар мобилизацине ирттерме пуçланă.

 

*Июнĕн 23-мĕшĕнче Тĕп Командовани Ставкине туса хунă (августăн 8-мĕшĕнчен пуçласа - Верховнăй Главнокомандовани Ставки). Июнĕн 30-мĕшĕнче Оборона патшалăх комитетне йĕркеленĕ. Июнь уйăхĕнчен тытăнса халăх ополченийĕ йĕркеленме пуçланă. Августăн 8-мĕшĕнчен тытăнса   И.В. Сталин Верховнăй Главнокомандующи пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика