21 июня 2016 г.
Кирек епле ăнăçăвăн вăрттăнлăхĕ те ĕçе пĕлсе йĕркеленинче, ответлă тапхăрта пĕр ĕмĕт-тĕллевпе ĕçленинче. Çакă "симĕс ĕç çине" ăнăçлă кÿлĕннисем патĕнче пулса курсан куç умне яр уççăн тухать. Черетлĕ ĕç маршрутне "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн нумай çул ÿсекен курăксен пуссинчен пуçларăмăр. Çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕ кунта тÿрех куç умне пулчĕ.
Шурчасемпе шуркассисем тата кÿстерексем ĕнерхи кун хуçалăхри пĕтĕм вăй-халпа обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат янтăлассипе тăрăшатчĕç. Ĕç мелĕпе пайланнă механизаторсемпе водительсен ушкăнĕсем улăх-çаранта пĕри тепринпе килĕшÿллĕ ĕçлеççĕ. 2 - 3 кун маларах çулнă курăк типнĕ. Кăнтăрла унăн çулçи тăкăнать тесе çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă Николай Ефимов механизатор ирхи сывлăм типнĕренпех валемри утăна рулона преслассипе тимлет. Ĕç кал-кал пынипе хирте ĕнер-паян тунă рулонсем чылайччĕ ĕнтĕ.
- Хирте нумай вырттармастпăр эпир вĕсене. Хуçалăхри водительсемпе механизаторсем тăрăшнипе янтă утăна çийĕнчех ферма çывăхне турттарса купалатпăр. Ĕç условийĕсем тивĕçтернĕрен механизациленĕ звено ума лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçласа пырать, - терĕ çĕр ĕçĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн механизаторта вăй хуракан Николай Константинович пресс-подборщика ĕçлеме чарса, МТЗ-892 трактор кабининчен кĕске вăхăтлăха тухса. Хирти ĕçсемпе паллашсах тăнăран пĕтĕмĕшле лару-тăрăва та лайăх пĕлет вăл. Çапла вара хуçалăх çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 70 тоннăна яхăн утă типĕтсе хатĕрленĕ те ĕнтĕ. И. Дмитриев курăка вăхăтра çулса тăни, Ю. Антонов утăна типĕтессипе яра кун кал-кал ĕçлени выльăх апачĕ янтăлас тĕллеве туллин пурнăçлама пулăшаççĕ.
Хуçалăхăн Çĕньял Шурчари сĕт ферминче механизациленĕ тепĕр бригада сенаж хывассипе тимлетчĕ. Эпир çитнĕ кун кунта пĕрремĕш траншейăна хупатчĕç те ĕнтĕ. Пĕтĕм бригада çак ĕçреччĕ. Хирте курăк çулакансем те, сенаж массине турттаракансем те, ăна траншейăна пусăрăнтарса тăракансем те паян пĕр тĕллевлĕ - траншейăна вăхăтра хупса апат пахалăхне сыхласа хăвармалла. Çапла шутлаççĕ Вениамин Ердуков водитель, "Рось-2" агрегатпа курăк çулакан Валерий Васильев механизатор тата хуçалăхра 1988 çултанпа водительте ĕçлекен Владимир Федоров.
Шутлă кунсенче 460 тонна сенаж янтăлама ĕлкĕрнĕ шурчасен ĕçĕ ырă шухăш çуратрĕ. Манăн шухăша ХТЗ-17221 тракторпа сенаж массине пусăрăнтарассипе тимлекен Алексей Иванов та çирĕплетрĕ:
- Ĕçлес тесен пахалăхшăн тăрăшас. Ахальлĕн вăхăт ирттерни çеç. Ку вара хамăр кĕсьене те хулăнлатмасть, хуçалăх аталанăвне те пулăшмасть. Çапла вара выльăх апачĕ янтăлама хутшăнакан кашни механизаторпа водителĕн тĕп тĕллевĕ - паха апат хатĕрлесси. Ăна ĕç планĕпе килĕшÿллĕн кăçал пирĕн 2 пин тонна ытла хывса хăвармалла.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçмалăх выльăх апачĕ янтăлассипе хĕрÿ кунсем малалла пыраççĕ. Çакна эсир паянхи сăн ÿкерчĕсенченех аван куртăр. Çĕр ĕçченĕ çак ĕçе çанă тавăрса кÿлĕннĕрен хатĕрленĕ апат кăтартăвĕ те районта кунсерен ÿссе пырать.
...Мал ĕмĕтлĕ çĕр ĕçченĕн паян ларса канма мар, шыв ĕçме те вăхăт çук. Çак вăхăтра Михаил Плюхин водительпе Регина Майкова повар кăнтăр апачĕпе çарана тухрĕç.
- Пĕр вăйпа тата пĕр тĕллевпе ĕçленĕ чух улăх-çаранта вăй хуракансене кунне иккĕ апатлантарассине хамăр тивĕç тесе шутлатпăр, - терĕ кăнтăрла та каçпа выльăх апачĕ хатĕрлекенсем патне вĕри апатпа васкакан Р. Майкова повар.
ХУШСА КАЛАНИ.
Июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпе 1073 гектар çинче (17 процент) çулнă. Ку ĕçе Суворов яч. хис., Е. Андреев яч. хис., "Путь Ильича", "Герой" хуçалăхсенче ытларах пурнăçланă. Районĕпе 475 тонна (8,6 процент) утă, 1640 тонна (17,6 процент) сенаж янтăланă. Утă çине 9 хуçалăхра тухнă пулсан, 3 хуçалăх сенаж янтăлать.
Ĕç хăвăртлăхĕ пĕлтĕр-хинчен кая юлса пырать.
А. БЕЛОВ.