21 июня 2016 г.
Бюджет, çĕр ыйтăвĕсемпе
Июнĕн 17-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕнче 2016 çул бюджетне пурнăçлассипе кăçалхи пилĕк уйăх итогĕсене тишкернĕ, куçман пурлăх объекчĕсене тата ыйтман пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетесси пирки калаçнă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пынă. Ял тăрăхĕсен бюджечĕсене пурнăçласси пирки район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева каласа панă.
Иртнĕ пилĕк уйăх хушшинче ял тăрăхĕсен пĕтĕмĕшле çулталăк бюджечĕ тупăшсем енĕпе 25878 пин тенкĕпе (26,3 процент) танлашнă. Хăйсен тупăшĕ 8113,8 пин тенкĕ (çулталăк планĕн 27,1 проценчĕ) пулнă.
Канашлура палăртнă тăрăх, районĕпе ыйтман пай çĕрĕсем - 6618. Вăл шутран 5712 пай çĕрне (86,3 процент) çак вăхăта регистрациленĕ.
Çимĕке савăнăçлăн уявланă
Июнĕн 19-мĕшĕнче орининсем йăлана кĕнĕ Çветуй Çимĕк уявне савăнăçлăн уявланă. Малтанах Орининти Çветуй Çимĕк чиркĕвĕнче кĕлĕ иртнĕ. Уява пухăннисене Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Бардасов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Иннокентий атте, депутатсем тата ыттисем саламланă.
Уявра ĕçре палăрнисене чысланă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, юрă-кĕвĕ янăранă.
Культурăна аталантарма
Федерацин культурăна аталантармалли, культура учрежденийĕсене модернизацилемелли программипе килĕшÿллĕн района федераци бюджетĕнчен 200,1 пин тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне хушса финанслассин шучĕпе республика тата район та уйăраççĕ. Çапла вара пĕтĕмĕшле 500 пин тенкĕне яхăн Шетмĕпуçĕнчи Культура çурчĕ валли адреслă укçа уйăраççĕ. Унпа оборудовани, сасă тата çутă техники, сцена тумтирĕ туянма усă курĕç.
В. ШАПОШНИКОВ
хатĕрленĕ.