Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллана кĕтĕмĕр

11 июня 2016 г.

 

Çĕртме уйăхĕн 11 - 13-мĕшĕсем. Удобрени хывма юрамасть. Эмел курăкĕсене акăр-лартăр е куçарса лартăр, газон курăкĕ акăр. Пÿлĕмри чечексене куçарса лартни япăх пулмасть. Çĕр улми речĕсене купаламалла. Ÿсен-тăрана сăтăрçăран тата чир-чĕртен им-çампа пĕрĕхсе хÿтĕлени вырăнлă. Çак вăхăтра пуçтарнă эмел курăкĕсен усси пысăк. Уйрăмах чĕре чирĕсемпе кĕрешекен курăксене пухмалла.

Çĕртме уйăхĕн 13 - 15-мĕшĕсем. Улма-çырла йывăççисен сăтăрçисемпе кĕрешме меллĕ вăхăт. Йăрансене кăпкалатни, вĕсене çум курăкĕнчен тасатни - ырана хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем. Çак кунсенче укроп, салат, нумай çул ÿсекен сухан, газон курăкĕ акма юрать. Пан улмипе груша йывăççисене сыпни те ытлашши пулмĕ.

Çĕртме уйăхĕн 15 - 18-мĕшĕсем. Ку вăхăтра садри йывăç-тĕме ан касăр, пахча çимĕç хунавĕсене ан кĕскетĕр. Пахчара нимĕн те акма-лартма тата куçарса лартма сĕнÿ çук. Хуçалăх ĕçĕсем пурнăçлăр, тĕрлĕ им-çам пулăшнипе ÿсен-тăран чир-чĕрĕпе ытларах кĕрешĕр. Йăрансене çумран тасатнипе пĕрлех укроп, салат, нумай çул ÿсекен сухан, газон курăкĕ акма юрать. Чечек йăранĕсем йĕркелеме юрăхлă вăхăт.

Çĕртме уйăхĕн 18 - 19-мĕшĕсем. Çĕр кăпкалатăр, нÿрĕк тытăр, компост хатĕрлĕр. Улма йывăççисемпе грушăсен тураттисем валли тĕкĕсем хатĕрлĕр. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн сад-пахчари ÿсен-тăрана çителĕклĕ шăварăр тата апатлантарăр.

Çĕртме уйăхĕн 19 - 21-мĕшĕсем. Йăрансене шăварма тата ÿсен-тăрана апатлантарма мелсĕр вăхăт. Ÿсен-тăрана сăтăрçăсенчен тата чир-чĕртен туяннă им-çампа пĕрĕхни вырăнлă. Çак вăхăтра пуçтарнă эмел курăкĕн усси пысăк.

Çĕртме уйăхĕн 21 - 22-мĕшĕсем. Пахча çимĕçе ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхни ытлашши пулмасть. Йăрансене çум курăкĕнчен тасатмалла. Çак кунсенче пуçтарнă çимĕçе тÿрех тирпейлемелле. Пахчари йăрансене удобрени хывма юрамасть. Ку вăхăт уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн сад-пахчара ÿсен-тăранпа ĕçлеме юрăхсăр шутланать.

Çĕртме уйăхĕн 22 - 25-мĕшĕсем. Улма-çырла йывăççисем лартма мелсĕр кунсем. Тепĕр хут укроп, салат, кервель акма юрать. Пахча çимĕçе шăвармалла тата апатлантармалла, ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхмелле. Çĕр улми речĕсене купаламалла.

Çĕртме уйăхĕн 25 - 27-мĕшĕсем. Улма-çырла йывăççисемпе çырла тĕммисене органикăллă удобренипе апатлантарни вырăнлă пулать. Кунпа пĕрлех пахча çимĕçе ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхни юрăхлă пулнине те ан манăр. Вĕсене апатлантарассипе малалла ĕçлемелле. Йăрансене çумран иртмелле, шăвармалла. Сăтăрçăсемпе кĕрешмелле.

Çĕртме уйăхĕн 27 - 29-мĕшĕсем. Ăшăна юратакан пахча çимĕçе ÿсĕм стимуляторĕпе пĕрĕхни вырăнлă пулать. Йăрансене кăпкалатăр, компост хатĕрлĕр. Улма йывăççисем айне, кирлĕ пулсан, тĕкĕсем лартăр. Садри сăтăрçăсемпе тата чир-чĕрпе туллин кĕрешĕр. Çĕр улмине купалăр. Компост хатĕрлĕр.

Çĕртме уйăхĕн 29 - 30-мĕшĕсем. Хĕл валли çарăк, редис, дайкон акăр. Помидор тураттисене иртесси, тĕмсене уçăлтарасси - кун йĕркинчи ыйту. Улма-çырла йывăççисемпе ытти ÿсен-тăрана органикăллă удобренипе апатлантарăр-шăварăр (кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк т. ыт. те). Икĕ çул ÿсекен чечексене халĕ акни меллĕ. Эмел курăкĕсене акма-лартма тата куçарса лартма юрать. Йăрансене кăпкалатăр, çум курăкĕнчен иртĕр. Ириссене, нарциссене пайласа лартни юрăхлă пулнине асра тытăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика