Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

11 июня 2016 г.

 

Муркашсем те çĕнтерÿçĕсем

Июнĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче электроэнерги потребителĕсем хушшинче ирттернĕ федераци шайĕнчи "Шанчăклă партнер" конкурсăн регионти тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Ку ĕçе республикăра "Чувашская энергосбытовая компания" йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ регионти организацисем хутшăннă. Регион шайĕнче Чăваш Енĕн 80 яхăн предприятине суйласа конкурс номинантне кĕртнĕ. Эксперт комиссийĕ республикăри 17 районпа хулари промышленность, ял хуçалăх тата ытти сферăри 32 предприятие çĕнтерÿçĕ йышне илнĕ. Вăл шутра "Моргаушское" ЖКХ предприяти, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх предприятийĕ.

 

Шыва кĕрес тесен

Умра çуллахи шăрăх кунсем. Çавна май шыва кĕрес текенсен йышĕ те палăрмаллах ÿсĕ. Кăмăл тунипе кирек епле пĕвере шыва кĕни пысăк инкек пулма пултарассине кашнин асра тытмалла.

Июнĕн 9-мĕшĕ тĕлне ятарлă ушкăн районти 6 ялти плотинăри хăрушсăрлăха тĕрĕсленĕ. Уйкас Янасалти, Патаккассинчи, Вомпăкассинчи, Хорнуйĕнчи, Чуманкассинчи, Пĕрремĕш Май выççăлккинчи плотинăсем шыва кĕрес текенсене йышăнма хатĕр.

Çăлавçăсем асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хут аса илтереççĕ. Енчен те шыва путма пуçланă çынна курсан е пулăшу ыйтакан сасă илтсен, пĕр тăхтаса тăмасăр çак инкек пирки 01, 62-1-72 е 112 номерсемпе шăнкăравламалла.

Пулăшма хатĕр

Раççей Федерацийĕ, вăл шутра Муркаш районĕ, Украинăри кăткăс лару-тăрăва пула йывăрлăха лексе кунта куçса килнĕ çынсене пулăшма хатĕр. Беженец статусне илнĕ е вăхăтлăх хÿтĕлев тупнă граждансен Украинăра пурлăхпа е тăванĕсемпе çыхăннă тата ытти татса паман ыйтусем пур пулсан, вĕсем район администрацийĕнче вырнаçнă "Ĕçпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕнче консультаци илме пултараççĕ. Кунти специалистсем вĕсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвне илмелли майсене тата хăш-пĕр ыйтăва татса парассипе кирлĕ сĕнÿсем параççĕ.

 

Паян - Акатуй

Районти ĕçпе юрă тата спорт уявне Лантăш вăрманĕн уçланкинче паян, июнĕн                          

11-мĕшĕнче, иртет. Ăна 11 сехетре уçаççĕ.

Уявра çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ, мала тухнисене чыслаççĕ.

Уявра, паллах, кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ. Хастаррисем тĕрлĕ спорт вăййисенче ăмăртĕç.

Ял пурнăçне сăнлакан курав тата тĕрлĕ выставка ĕçлĕ.

Уява килнисене суту-илÿ ĕçченĕсем тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç сĕнĕç.

Пурне те уява чĕнеççĕ!

Р. Илларионова

хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика