11 июня 2016 г.
Ыран, июнĕн 12-мĕшĕнче, Раççей патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕрне - Раççей кунне паллă тăвать. 2002 çулччен вара ăна Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун тесе уявланă. Раççей кунĕ - чи "çамрăк" уявсенчен пĕри пулса тăрать.
1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съездĕнче Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă май çĕршывра Раççей Конституцийĕпе унăн саккунĕсем пуç пулса тăнине палăртрĕç. Çĕршыв çĕнĕ ят илчĕ - Раççей Федерацийĕ (Раççей).
"Никама пăхăнманлăхсăр" пулса тăнисĕр пуçне шăпах çав кун, анчах та 1991 çулта, çĕршыв историйĕнче пĕрремĕш хут пĕтĕм халăхăн уçă суйлавне ирттернĕ май Раççей хăйĕн пĕрремĕш Президентне Борис Ельцина суйларĕ. Шăпах вăл хăйĕн 1994 çулхи указĕпе июнĕн 12-мĕшне патшалăх пĕлтерĕшне пачĕ, уява вара Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун тесе уявлама пуçăнтăмăр. Кайран вара ăна ансатрах Никама пăхăнманлăх кунĕ теме тытăнтăмăр.
Раççейăн пĕрремĕш Президенчĕ Борис Ельцин 1998 çулта июнĕн 12-мĕшне Раççей кунĕ тесе уявлама сĕнчĕ. Анчах та çĕнĕ ятпа официаллă майпа ăна 2002 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче РФ Ĕç кодексĕн çĕнĕ положенийĕсем вăя кĕнĕ хыççăн кăна уявлама пуçăнчĕç.
2001 çулта Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун ячĕпе Кремльте ирттернĕ йышăнура Раççей Президенчĕ Владимир Путин çапла каларĕ: "Çак документран пирĕн çĕнĕ истори пуçланчĕ. Граждан ирĕклĕхĕсемпе саккун пуç пулса тăракан демократи патшалăхĕн историйĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ вара - граждансен ăнăçлăхĕ, çителĕклĕхĕ тата ырлăх-пурлăхĕ".
Хальхи вăхăтра Раççей кунĕн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Вăл патриотла сĕм илет, пĕтĕм халăх пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăрать, кашниех çĕршывăн паянхи тата малашлăхри шăпишĕн яваплă пулнине аса илтерет. Çĕршывĕпех ун ячĕпе тĕрлĕ шайри мероприяти йышлă иртет. Кремльте Раççей Президенчĕ РФ патшалăх премийĕсене парса чыслать. Тĕп уяв вара Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртет, Раççей кунне чыслакан салютпа вĕçленет.