04 июня 2016 г.
Паян ял хуçалăх производство кооперативĕсене çитсен те, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулсан та, ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсен ĕçĕпе паллашсан та - ĕç çыннин тăрăшулăхĕ малти вырăнта. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çакăн хыçĕнче ял çыннин ĕçне ăнланни, ăна тивĕçлипе хакласа шута хуни тăрать. Шăпах ял çыннин, çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕпе пирĕн енри ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать, пурнăç тытăмĕ лайăхланать, ял пурнăçĕн культури ÿсет. Ăна кура ял та аталаннăçемĕн аталанать. Çакă ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе малалла аталантарма, тупăшлăрах ĕçлеме пулăшать.
Пурнăçри йывăрлăхсенчен хăрамасăрах çĕр ĕçченĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен экономика аталанăвне малалла уттарассишĕн тимлет. Кулленхи ĕçре тăтăшах çĕннине алла илекенĕн, ырă опытпа паллашса ăна çул параканăн ĕç ÿсĕмĕсем те кĕттермеççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн Çатракассинчи сĕт ферминче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен конкурсĕ иртрĕ. Ăмăртăва пынисем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ушкăнсене пайланса кăтартрĕç пулин те, кашни номинацирех ăмăрту çивĕч пулнине палăртассăм килет.
ТирпейлĔ ферма
Тăрăшса ĕçлесен, паянхи ĕçе ырана хăвармасан, çĕнĕлĕхсенчен ютшăнса пурăнмасан, ял хуçалăхне аталантарма пулать. Çакна асăннă кун Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ирттернĕ конкурса хутшăннă кашни зооветспециалист, ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторпа ĕнесене машинăпа сăвакан оператор хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Кунта кооператив председателĕн сăмахĕсемпе паллаштарни вырăнлă. "Çакăн пек конкурссем ытларах та кирлĕ. Унта хутшăнакансем пĕр-пĕрин опычĕпе, ĕçлес мелĕпе паллашаççĕ. Вăл вара пĕрлехи аталанăвăн никĕсĕ пулса тăрать. Çавăнпа та асăннă конкурса хамăр патăмăрта ирттерме сĕнÿ пулсан, малтанах хамăр ĕçченсемпе çиччĕ виçсе пăхрăмăр. Тĕплĕ шутланă хыççăн конкурса ирттерме йышăнас терĕмĕр. Ăна валли хатĕрленÿ ĕçĕсем пурнăçласа эпир хамăр фермăна çитес хĕле хатĕрлесе çитернĕ шая тухрăмăр. Эпир пĕр вырăнта тăмастпăр, пурнăçламалли, кая юлмасăр алла илмелли чылай-ха. Вĕсем валли ĕмĕчĕсем те пур", - терĕ ăмăрту пуçланиччен тирпейлĕ фермăпа тата кунта вăй хуракансен ĕç условийĕсемпе паллаштарса кооператив ертÿçи Алексей Воробьев.
Выльăхсене çăва кăларсанах хуçалăхра ферма çурчĕсене юсаса тирпейленĕ, сарайсене дезинфекцилесе шуратнă, территорие хăт кĕртнĕ. Çавăнпа та хуçалăх ĕçченĕсем кооператив паян çанă тавăрсах "симĕс ĕç çине" хатĕрленнине пĕлтерчĕç.
Ферма пирки каланă май, кунта ĕçлекенсем çитеççĕ. Иртнĕ çул Галина Алексеевăпа Валентина Печкова хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен вăтамран 7872 килограмм сĕт суса илме пултарнă. Ку вăл - районти чи пысăк кăтарту. Вĕсемпе пĕрле ĕçлекенсем те - районти экономика ăмăртăвĕнче малтисен ретĕнче. Хуçалăхри ĕнесене машинăпа сăвакан 4 оператор хăйсен ушкăнĕнче пĕр ĕне пуçне 5 пин ытла килограмм, 6 оператор 6 пин ытла килограмм сĕт сума хевте çитернĕ. Пĕрлехи тăрăшулăхпа хуçалăхăн ферми те 2015 çулта районти экономика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Çулталăк хушшинче пĕтĕмпе 1355,9 тонна е пĕр ĕне пуçне вăтамран 6324 килограмм сĕт сунăшăн 1-мĕш степеньлĕ диплома тата куçса çÿрекен "Чи лайăх сĕт ферми - 2015" вымпелпа укçан премие тивĕçнĕ. Кунта ĕçлекен В. Афанасьева, Г. Яковлева, Л. Олгашова, А. Филиппова, Г. Орлова, Ф. Антонова, Н. Михайлова, С. Яковлева, В. Гордеева, А. Олгашова операторсем ыттисемшĕн ĕç ÿсĕмĕн чиккисем пулса тăчĕç.
- Пирĕн ĕçе шута хуни татах тăрăшуллăрах пулма, çĕнĕ ÿсĕм картлашкисене çĕнме хавхалантарать, - терĕ кĕске калаçура конкурса хутшăнакан Галина Алексеева доярка.
Конкурс ÇивĔч иртрĔ
Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен конкурсне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ
В. Ананьев конкурссантсене ăмăртăва хутшăнма килĕшнĕшĕн тав турĕ.
- Хамăр енре çакнашкал мал туртăмлă ĕçченсем пурри пире савăнтарать, ыттисене те тухăçлăрах ĕçлеме хавхалантарать тесе шутлатăп. Çакна шута илсе Ĕç çыннин çулталăкне халалланă конкурса шăпах Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ирттерме шутларăмăр. Иртнĕ çулталăка тупăшлă вĕçленĕ ял хуçалăх предприятийĕсем тата ял çыннисем паян выльăх йышне хушни савăнтарать, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем çуратать. Çакăнта эсир ырă тĕслĕх пулса тăни вăрттăнлăх мар, - терĕ конкурса уçма хутшăнса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.
Район пуçлăхĕ - депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ И. Николаев хăйĕн сăмахĕнче конкурса хутшăнакансене ĕç паттăрĕсемпе танлаштарчĕ. Игорь Васильевич выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче иртен пуçласа каçчен тата киле таврăнсан та выльăх патĕнче ĕçлекенсем район чысĕ пулнине палăртрĕ. "Асăннă отрасль - хуçалăхсене куллен укçа-тенкĕ паракан çăлкуç. Çавăнпа та унта вăй хуракансене эпĕ паттăрла ĕç тăваççĕ тесе шутлатăп", - терĕ вăл.
Ăмăртăва килнĕ техник-осеменаторсемпе машинăпа ĕне сăвакан операторсем хăйсен ăсталăхне ушкăнсене пайланса кăтартрĕç. Апла пулин те кашни номинацирех ăмăрту çивĕч иртрĕ. Уйрăммăн илсен, конкурса килнĕ дояркăсемпе доярсем малтан теори пĕлĕвне кăтартрĕç, хыççăн жюри членĕсем умĕнче сĕт сумалли аппарата вăхăтра сÿтсе пуçтарассипе тата каçхи сăвăмра ĕне сăвассипе, техник-осеменаторсем хăйсен ĕç йĕркипе тата ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес культура пĕлĕвĕпе ăмăртрĕç.
- Асăннă конкурса ирттерме çуллен хутшăннăран тата тăтăшах жюри членĕ пулнăран, ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсен пĕлĕвĕ ырă еннелле улшăнни курăнать. Чылайăшĕ хăйĕн ĕçĕнче яваплăха туйса вăй хунипе малалла утăмлани яр уççăн палăрать, - терĕ районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи тата конкурсăн тĕп судйи Н. Яковлев. Специалист çапла хак пани - конкурсăн чи курăмлă енĕ. Чăнах та конкурса хутшăнакансем ăмăртăвăн нихăш енĕпе те çухалса кайманни вĕсем ĕçре чăн-чăн ăстасем пулнине çирĕплетрĕ.
Конкурс каçхи сăвăмпа вĕçленчĕ. Тĕп дояркăсем хушшинчи ăмăртура Суворов яч. хис. хуçалăх ĕçченĕ Галина Алексеева мала тухрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче - "Оринино" хуçалăхри Галина Ковалевăпа Суворов яч. хис. хуçалăхри Надежда Михайлова.
Ĕнесене машинăпа сăвакан çамрăк операторсем хушшинче çак кун "Ударник" хуçалăхри Алиса Волковăна çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче Ильич яч. хис. кооперативри Александр Кудисовпа "Ударник" хуçалăхри Николай Александров.
Конкурсра ветерансем те тимлĕхсĕр юлмарĕç. Вĕсен ăмăртăвне уйрăм номинаципе хакланă хыççăн ĕнесене машинăпа сăвакан ветеран операторсем хушшинче "Восток" хуçалăхри Анфиса Наумова пуринчен те маттуртараххи пулчĕ.
Техник-осеменаторсем хушшинче те кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Кăçал çĕнтерÿçĕ хăйăвне "Путь Ильича" агрофирмăри хăй ĕçĕнче ырăпа палăракан Лариса Капирова тивĕçрĕ. Хыççăнхи вырăнсенче - "Герой" кооперативри Валентина Леонтьевăпа "Свобода" хуçалăхри Алина Ишакова.
Ветеран техник-осеменаторсенчен илсен, жюри членĕсем пĕр саслă пулса "Оринино" хуçалăхри Раиса Блиновăна палăртрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме ăнăçу сунатпăр.
Конкурса хутшăнакансене "Муркаш" фольклор ансамблĕпе Анаткассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн артисчĕсем савăнтарни уява илемлĕх хăчĕ кĕртрĕ.
А. БЕЛОВ.
Фоторепортаж - хаçат сайтĕнче.