04 июня 2016 г.
Урамра - çулла. Ăшă çу кунĕсем пахчаçăран, килти хушма хуçалăх хуçинчен пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Çак вăхăтра пулас тухăç никĕсленнине шута илсен, сад-пахчара çанă тавăрса ĕçлемелли те пайтах. Кĕр мăнтăр пултăр тесен мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла-ха килти хушма хуçалăх тытаканăн е дача хуçин;
Халăх каларăшне ĕненес пулсан, чăн-чăн çулла çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче пуçланать: çак вăхăт тĕлне шăпах шăлан çурăлать. Çавăнпа та асатте-асаннесем ăшша юратакан çимĕçсене уçă йăран çине çĕртме уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче кăларса лартнă. Синоптиксем асăрхаттарнине шута хурса вĕсене тăм ÿкесрен пленкăпа витме те хатĕр пулмалла.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕччен ăста пахчаçăсем йÿç кăшман, чечек купăста иккĕмĕш сăтăркă акаççĕ. Кунпа пĕрлех апатланура симĕсле усă курма укроп, салат акма та кая юлман-ха.
Йăрансем Çинче
Иртнĕ уйăхра акнă-лартнă пахча çимĕç культурисем çумланма та пуçларĕç ĕнтĕ. Çавăнпа та вăл йăрансене çумран тасатасси - пахчаçăн паянхи тĕллевĕ. Çумран иртнипе пĕрлех пахча çимĕç культурисене сайралатассине те кая хăварма юрамасть. Ахальлĕн кĕр çитсен пысăк тухăçпа савăнасси пулмĕ. Хăяр калчине уйăх варринче сайралатмалла. Хăварнă пысăк калча патне тулăх тăпра хумалла, мĕншĕн тесен хăяр калчине кăпкалатни вĕсен тымаррисене амантас хăрушлăх кăларса тăратать.
Çĕр çырли (виктори) йăранĕсене улăмпа е пăчкă кĕрпипе витни усăллă: çырласем те вараланмаççĕ, нÿрĕкĕ те пулать.
Пăрçа ÿстеретĕр пулсан, вĕсене тĕкĕ пама тата çĕрне кăпкалатма та вăхăт.
ÇимĔÇ йывăÇÇисем
Çимĕç паракан йывăçсене апатлантармалла, вĕсен вулли патĕнчи çĕре кăпкалатмалла, хăрăк туратсене иртмелле. Вĕсене тăтăш шăварасси пирки ан манăр: 7 - 12 çулхи йывăçсене 10 - 15 витре шыв кирлĕ. Шывпа йывăçсем лайăх усă курччăр тесе вулăсем патĕнчи çĕре вăхăтран вăхăта кăпкалатсах тăрăр.
Çырла тĔммисем
Çурла уйăхĕ - çырла пиçнĕ вăхăт. Кăçалхи пек типĕ те шăрăх çанталăкра хăмла çырлине, çĕр çырлине, сырлана, хурлăхана, хура хăмла çырлине шăварсах тăмалла. Хăмла çырлипе хура хăмла çырлине 1 метртан çÿллĕрех ÿсме памалла мар. Çакă çитес çулхи тухăç çине витĕм кÿрет.
Хурлăханпа крыжовник тĕммисем тĕлĕшпе тимлĕхе ан çухатăр. Вĕсен çырлисене хурт тапăнма пултарать.
Шăрăх çу кунĕсенче пахчари ытти çырла тĕммисенчен ытларах хура хурлăхан шыв кĕтет. Çак вăхăтра тĕмсене çителĕклĕ шăварса тăни çырла тытăнасси çине пысăк витĕм кÿрет.
Чир-чĔрпе кĔрешесси
Çулла пахча çимĕç чирĕсемпе сăтăрçисем активлăланаççĕ. Çавăнпа та улма-çырла йывăççисемпе çырла тĕммисене тăтăшах сăнаса тăмалла.
Çĕртме уйăхĕн варринче улмуççисене энтеробактерин (10 литр шыв çине 100 грамм) е карбофос (10 литр шыв çине 30 грамм) растворĕсемпе пĕрĕхмелле.
Виççĕмĕш вунă кунлăхра помидорсене фитофторозран хÿтĕлеме вăхăт. Çак ĕçе пахалăхлă туса илсен помидор кĕр кунĕсем çывхарнă май хуралса каймĕ.
Чечек - ÇĔртме илемĔ
Çуллан пĕрремĕш уйăхĕнче чечек лартас ĕç вĕçленмен-ха. Ку вăхăтра маларах лартнă-акнă чечексем тавра çĕре кăпкалатса тăрасси, çумран иртесси, хушма хунавсенчен тасатасси малти вырăна тухать. Чечексене вăхăтра шăварассин тата апатлантарассин, çÿллĕ ÿснĕ чечексене тĕревсем парассин пĕлтерĕшĕ мала тухать.
Пахчари чечексене 18 сехет хыççăн шăварни вырăнлăрах. Кăнтăрла шăварсан чечексем пиçсе каяс хăрушлăх пур.
Газонсене çĕртме уйăхĕнче çулса тикĕслеççĕ.
А. МАТВЕЕВ,
пахчаçă.