Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

04 июня 2016 г.

 

Акатуй - июнĕн 11-мĕшĕнче

Кăçал районти ĕçпе юрă тата спорт уявне Лантăш вăрманĕн уçланкинче июнĕн          

11-мĕшĕнче ирттерме палăртаççĕ. Ăна 11 сехетре уçаççĕ.

Уявра çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ, мала тухнисене чыслаççĕ.

Уявра, паллах, кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ. Хастаррисем тĕрлĕ спорт вăййисенче ăмăртĕç.

Ял пурнăçне сăнлакан курав тата тĕрлĕ выставка ĕçлĕ.

Уява килнисене суту-илÿ ĕçченĕсем тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç сĕнĕç.

Пурне те уява чĕнеççĕ!

 

Туристсене илĕртме

Муркаш районĕнче туризма аталантарассипе ĕçлекен канашăн черетлĕ ларăвĕ майăн 31-мĕшĕнче Ильинка ял тăрăхĕнче иртрĕ.

Пирĕн районта пурнăçланмалли "Волжский эксклюзив" тата "Престиж" турист проектсем федерацин тĕллевлĕ программине кĕнĕ. Çавна май канаш членĕсем Ямолккă ялĕнчен Васильевка выççăлкки таран çул тата çав вырăнта причал тăвассине (проектпа палăртса хунă) сÿтсе явнă. Атăл хĕррине çирĕплетесси, турист объекчĕсем хăпартма çĕр лаптăкĕсем уйăрасси, турист маршручĕсем тата этноял тăвасси пирки те сăмах хускатнă. Муркаш районĕнче туризма аталантарассин концепцине июнь вĕçлениччен туса пĕтерме йышăннă.

 

Çара хатĕрленеççĕ

Вуннăмĕш класра вĕренекен çамрăксем ку эрнене Çатракасси вăтам шкулĕнче ирттерчĕç. Майăн 31-мĕшĕнче вĕсен çулсеренех иртекен сборсем пуçланчĕç. Тĕллевĕ - çарпа патриот воспитанине ытларах тимлĕх уйăрасси тата çамрăксене çар службине хатĕрлесси.

Сбор вăхăтĕнче çамрăксем тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерме вĕренеççĕ, вăйне тĕрĕслеççĕ. Юнкун вĕсем Муркашри вăтам шкулти тирта Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, тĕл перессипе ăмăртнă. Яшсем хăйсене граната ывăтассинче те, турник çинче туртăнассинче те, "йывăрлăхсен сукмакĕ" çинче тата ытти енпе тĕрĕсленĕ.

 

Çурт та, кĕпер те

Юнкă ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă Апроськинсен çемйи валли май уйăхĕнче çĕнĕ хăтлă çурт тума тытăнчĕç. Укçа-тенке Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрса панă. Строительство ĕçĕсене "Ремстрой" пĕрлешÿ пурнăçлать. Пĕрлешĕвĕн бригадирĕ палăртнă тăрăх, строительствăна 2-3 уйăх хушшинче вĕçлемелле. Контрактпа палăртнă тăрăх, çурта декабрĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр хута ямалла.

Хăйсен вăйĕпе вара Юнкă ял тăрăхĕнче пурăнакансем Çармăçкассинчи кĕпере юсаса çĕнетнĕ. Пуçаруçăсене А. Уфимцев район депутачĕ строительство материалĕсемпе тивĕçтерсе пысăк пулăшу панă.

 

"Спортпа туслă çемье"

Çак ятпа июнĕн 8-мĕшĕнче район фестивалĕ иртет. Унта 3 çынран - ашшĕпе амăшĕнчен тата ачаран - тăракан командăсем хутшăнма пултараççĕ. Çемьесем икĕ категорире ăмăртаççĕ: 10 çултан кĕçĕнрех ачапа тата 10-12 çулти ачапа. Командăсем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнаççĕ: çăмăл атлетика эстафетине, хутăш эстафетăна, "Дартс" вăййине, ишессин ăмăртăвне, уйрăм хусканусен ăмăртăвĕсене.

Фестивале хутшăнма врач алă пусса çирĕплетнĕ заявка, ашшĕ-амăшĕн - паспорт, ачисен - çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсем пĕрле пулмалла. Ăмăрту 11 сехетре "Сывлăх" спорт шкулĕнче пуçланать.

Н. Николаева хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика