Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăхпа пурăннă

01 июня 2016 г.

 

Ырă ĕç пурнăçлаканăн ячĕ-сумĕ - ĕмĕрлĕхе. Пурнăçне ял ĕçĕнче тата халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче пĕр кун юлмасăр ĕçлесе ирттернĕ ветерансене манмалла марри - пирĕн тивĕç. Çавăнпа та паян 1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шурчара нумай ачаллă интеллигент çемйинче çуралнă Борис Александрович Назаровăн пурнăç çулне тишкерни те вырăнлă пулĕ. Унăн ашшĕ Шурчари вулăс ĕçтăвкомĕн секретарĕнче, вулăсри çар комиссарĕнче, Шурчари сĕт-çу завочĕн директорĕнче ĕçленĕ. 14 ача çуратса ÿстернĕ амăшĕ ĕмĕрĕпех учительницăра вăй хунă.

Борисăн мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслашма, ыттисемшĕн яваплăх туйса ÿсме тивнĕ. Çавăнпа та унăн пурнăç çулне тишкерсен хăйĕн тăрăшулăхĕ тĕп вырăнта пулни куç умĕнчен каймасть. Ĕçпе туслăха упрассине те, вĕренессине те, спортпа туслă пулассине те çĕнĕ пурнăç çамрăкĕ кĕçĕн çулсенчех хăйĕн тĕллевĕ туса хунă. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вăл ачаллах çанă тавăрса ĕçленĕ: алăпа, лашапа, молотилкăпа т. ыт. те.

Çулсем иртнĕ, анчах ĕçпе туслашнă çамрăк малашлăх ĕмĕтпех пурăннă. Çапла вара çул çитнипе Шурчари 7 класлă шкулта вĕренет, Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухса аттестат илет, Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинчи ФЗО шкулĕнче пĕлÿ пухса слесарь-сборщик специальноçне алла илсе кунти автозаводра ĕç биографине пуçлать.

Малашлăх ĕмĕтпе пурăнаканскер мĕн тунипе çырлахса ларман. Çĕнĕлĕхпе туслăскер 1949 çулта И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вырăс чĕлхипе литератури факультетне вĕренме кĕрет.

Хăй ăсĕпе вăйĕ çине çеç шанакан çамрăк учитель алла диплом илсен тĕрлĕ çулта Чуманкассинчи, Муркашри, Йÿçкассинчи вăтам шкулсенче ĕçлет, ачасене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлет.

1954 çулхи февральте ВЛКСМ райкомĕн 2-мĕш секретарьне суйланăскерне çулталăк çурăран 1-мĕш секретарь ĕçне шанса параççĕ. Çак ответлă ĕçре вăй хунă чух           Б. Назаров районта пĕрремĕш пионер лагерĕсем уçать: малтан - Атапайĕнче, кайран - Хорнуйĕнче.

Ыранхи кунпа пурăннă арçын нихăçан та пĕр вырăнта тăман, малтан мала ăнтăлнă. Пĕр хушă парти обкомĕнче вăй хунă хыççăн кăçал 85 çул тултаракан Борис Александрович ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче ирттернĕ. Хастар ĕçне кура çĕршыв ăна нумай медальпе, Хисеп хучĕпе наградăланă. Пысăкрах чыс вара - ял çыннисен юратăвĕпе хисепĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика