Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырава хатĕрленеççĕ

01 июня 2016 г.

 

Майăн 31-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленессипе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна асăннă комиссин ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва - асăннă çырава ирттерме кадрсем йышăнассине йĕркелессине -   патшалăх статистикин федераци службин Чăваш Республикинчи территори органĕн районти пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Зоя Виноградова тишкерчĕ:

- Çырав умĕн планпа пăхнă мĕнпур ĕçе пурнăçлама тăрăшатпăр. 27 ял хуçалăх организацине, вăл шутра ял хуçалăхĕн шутланман хушма хуçалăхĕсене те, 122 фермер хуçалăхне, вăл шутра индивидуаллă предпринимательсене те, 15645 хушма хуçалăха, граждансен коммерциллĕ мар 42 пĕрлешĕвне тата унти 747 лаптăка Чăвашстат ĕçе йышăннă 45 çын çырава кĕртĕ, - терĕ вăл.

41 ĕçчен çырава хутшăнакансемпе вырăнта тÿрремĕнех тимлĕ, вăл шутра инструкторсем тата переписчиксем. Вĕсене ял тăрăхĕсемпе килĕштерсе ĕçе йышăннă. Ростислав Николаевич персонал тĕп ĕç вырăнĕпе тата çырав ĕçĕпе саккунпа килĕшÿллĕн шайлашуллă пулмаллине палăртрĕ. Росстат йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн асăннă ĕçре кадр резервĕ те пулмалла. Çырава явăçтарнă мĕнпур персоналпа районти пай çитес вăхăтра икĕ кунлăх вĕренÿ ирттерĕ.

Ял тăрăхĕсем епле вырнаçнине кура çырав валли районта ултă инструктор лаптăкне йĕркеленĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене мĕнпур требованипе килĕшсе тăракан пÿлĕмпе, оборудованипе, вăл шутра сыхлавпа, автомашинăпа тивĕçтермелле.

- Ĕç вăхăтĕнче тата тÿлевре тĕрлĕ пăтăрмах ан тухтăр тесен аренда тата ытти килĕшĕве паянах тепĕр хут тишкермелле. Участоксенче сыхлав ĕçĕ графикпа килĕшÿллĕн пулмалла, вăл йăлтах ятарлă журналта çырăнмалла, - терĕ Ростислав Николаевич.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика