Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕр лариччен кĕрĕк арки йăвала

28 мая 2016 г.

 

Çынсем пĕр йышши хаклăхсене мала хураççĕ. Пĕрисем çемьене пĕрремĕш вырăна лартаççĕ. Теприсем сывлăха ытларах хаклаççĕ. (Паллах, укçана пуççапакансем те çук мар). Манăн вара малти вырăна ĕçе вырнаçтарас килет.

Пирĕн вăхăтри ачасем урам тăрăх йытă хăваласа чупман, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче колхоз уй-хирне васканă. Хĕллехи каникул кунĕсенче юр тытма кайнине халĕ те астăватăп. Шкултан таврăнсан та урама выляма тухиччен килти ĕçсене тумаллаччĕ. Çакăншăн паян аттепе аннене тав сăмахĕ çеç калас килет.

Халĕ самани улшăнчĕ. Колхозĕсем те çукрах. Ачасене те ĕçпе амантмалла мар теççĕ. Анчах çамрăкла авман хулă кайран хуçăлмĕ-ши;

Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам. Йышлă çемье пурччĕ ялта: 6 хĕрпе 1 ывăлччĕ вĕсен. Ашшĕ ывăлĕшĕн чарăнми савăнатчĕ: "Манăн наследник ÿсет". Арçын ача ачашрах çитĕнчĕ пулас. Ĕç çумне çыпăçмарĕ. Çамрăклах йывăр преступлени туса тĕрмене лекрĕ. Хыççăн та тÿрленме шутламарĕ. Унтан сарăмсăр вилсе кайрĕ. Ÿсĕр пулнă терĕç.

Ĕç - пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан чăваш çынни.

Дарвин çирĕплетнĕ тăрăх, çын упăтерен пулнă. (Хăшĕсем ку шухăша сивлеççĕ-ха). Ман шутпа, çын ĕçрен сивĕнсен этемлĕхе çухатать. Вăл хайхи хурăнташĕ патне таврăнать.

Ĕçрен ютшăнакан çын ытларах чухне ĕçкĕпе туслашать. Тĕслĕхĕсем вара пайтах. Шухăшăрпа хăвăр ял урамĕсем тăрăх тухăр. Кун пеккисене шутлама пĕр алăри пÿрнесем те çитмеççĕ вĕт.

Ĕçекен çын вара çемьене те шута хумасть, хăйĕн сывлăхне те хакламасть. Çавăнпа та эпĕ çыншăн чи пĕлтерĕшли ĕç тесе калатăп.

А. Тихонов,

"Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика