Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

28 мая 2016 г.

 

Акатуй - июнĕн 11-мĕшĕнче

Кĕçнерникун районти Акатуя ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, комитет ертÿçи Р. Тимофеев ертсе пычĕ.

Кăçал районти 63-мĕш ĕçпе юрă тата спорт уявне Лантăш вăрманĕн уçланкинче июнĕн 11-мĕшĕнче ирттерме палăртаççĕ. Ăна 11 сехетре уçаççĕ.

Уявра ытти çулсенчи ырă йăлапа çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ, мала тухнисене чыслаççĕ. Сумлă ĕç династийĕсене хисеп тăвассине те палăртнă. Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме, амăш капиталне тивĕçме сертификатсем параççĕ. Çурт-йĕр тума субсидие тивĕçекенсене те свидетельствăсемпе савăнтараççĕ.

Уявра, паллах, кунĕпех юрă-кĕвĕ янăрĕ. Хастаррисем тĕрлĕ спорт вăййисенче ăмăртĕç.

Ял пурнăçне сăнлакан курав тата тĕрлĕ выставка ĕçлĕ.

Уява килнисене суту-илÿ ĕçченĕсем тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç сĕнĕç.

Пурне те уява чĕнеççĕ!

 

Тупăшлисем те,       тăкакли те

Районти муниципалитет унитарлă предприятисен ĕç эффективлăхне палăртас тĕлĕшпе ĕçлекен баланс комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, комисси ертÿçи Р. Тимофеев ертсе пычĕ. Унта "Моргаушский" пасар, "Моргаушское" ЖКХ, "БТИ" обществăн 2016 çулхи 1-мĕш кварталти пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлне, финанс аталанăвне тишкерчĕç. Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ Е. Тимофеева палăртнă тăрăх, районти муниципаллă предприятисен пĕрремĕш кварталти тупăшĕ 19252 пин тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,3 процент ытларах. Виçĕ предприятирен "Моргаушское" ЖКХ тупăшлăрах тимленĕ. Ростислав Николаевич шывпа тивĕçтерессипе ĕçлессин лицензине майăн 30-мĕшĕ тĕлне илме, июнĕн 1-мĕшĕнче вара потребительсемпе килĕшÿ тума тытăнма сĕнчĕ. "Моргаушский" пасар ертÿçи Л. Павлова каланă тăрăх, вĕсем икĕ проект вăя кĕртес тĕллевлĕ. Ăна июнĕн 15-мĕшĕччен хатĕрлеме палăртнă. "БТИ" ООО вара асăннă квартала тăкаклă вĕçленĕ.

 

Кĕçех - çырав

Хатĕрленÿ ĕçĕсем епле пынине республика правительствин комиссийĕнче тишкерчĕç. Видеорежим мелĕпе иртекен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин ертсе пыракан ларăва район администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç, вăл шутра Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Ананьев та. Чăвашстат ертÿçи Э. Максимова каланă тăрăх, çитес çырава ирттерме 790 çынна явăçтарнă. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăл татах та ытларах вăйлатма сĕнчĕ. Хăш-пĕр районта ку тĕлĕшри информаципе тивĕçтерессипе лайăх ĕçлеççĕ, вăл шутра Муркаш районĕнче те. Районта 35 шутлав, 6 инструктор участокĕ йĕркеленĕ. Çырав ирттерекенсем пысăк тата вăтам 21 предприятие, пĕчĕк 29 предприятие, ял хуçалăхăн 12 организацине, 102 хресчен (фермер) хуçалăхне, 23 предприниматель патне, граждансен коммерциллĕ мар 42 пĕрлешĕвне, коммерциллĕ мар 9766 участока, 15627 хушма хуçалăха çитĕç. Районта ку тĕлĕшпе 6 инструктор тата 35 переписчик ĕçлĕ.

Р. Илларионова хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика