Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке тусĕсем

25 мая 2016 г.

 

Майăн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ. Çакă вулавçăсемшĕн те уяв. Кĕнеке - çыннăн пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта халăх пурнăçĕ, историйĕ, ăс-хакăлĕ упранать. Ачаранах кашни чуна мĕн илĕртнине, кăмăл-туйăма, ăс-тăна еплерех информаци кирлине ăнланса илме пултармалла.

Паянхи манăн сăмахăм Катькас ялĕнче пурăнакан Мария Анисимовнăпа Геннадий Федорович Кузьминсем пирки пулĕ. Вĕсем - кĕнекене парăннă тата унăн чи çывăх тусĕсем. Эпĕ сумлă çулхи çак çынсем патне тăтăшах тĕрлĕ кĕнеке илсе каятăп. Мана яланах питех те тараватлăн кĕтсе илеççĕ, ытларах чăваш çыравçисен хайлавĕсене вулама кăмăллаççĕ.

Кинемей çавăн пекех кукăль-çăмах пĕçерме питĕ ăста, вăл пачах та ÿркенсе тăмасть, хĕлĕпех ешĕл сухан ÿстерет. Ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă Мария Анисимовна мĕн ачаранах кĕнекепе туслашнă. Пир тĕртме ларсан та кĕнекене аркă айне пытарса хунă. Амăшĕ картишне тухсанах туртса кăларса вуланă. Вăл килнĕ сасă пулсанах каялла пытарса хунă.

- Питĕ вулас килетчĕ. Çиме ларсан та алла кĕнеке тытма тăрăшаттăм, апатланнă вăхăтра вулама юрамасть тенине те шута илмен ун чухне. Мăшăрланса ача-пăчалла пулсан та вулама вăхăт тупаттăмччĕ, çĕрле те пулин пăхса илеттĕмччĕ, - тет кăмăллăн 86 çулхи кинемей иртнине аса илсе.

Мария Анисимовна хăйĕн ĕç ĕмĕрне тăван колхоз бригадинче ирттернĕ. Ыттисем пекех ырми-канми тăрăшнă, çĕршыв çирĕплĕхĕшĕн, колхоза малтисен ретне кăларассишĕн тимленĕ. Тăрăшулăхне кура вара тĕрлĕ ырă ята тивĕçнĕ.

Геннадий Федорович чăваш халăхĕн кун-çулĕпе çыхăннă тĕрлĕ кĕнеке шĕкĕлчет, историпе кăсăкланать. Ял хуçалăх ĕçне сăнлакан çĕнĕ кĕнекесене халĕ те кăмăллать. Вăл каланă тăрăх, çĕрĕпех вулама хатĕр. Геннадий Федорович та ĕмĕрне ял хуçалăхпа çыхăнтарнă. Вăл хăйне председательте, бригадирта тата ответлă ытти ĕçре тĕрĕсленĕ. Обществăлла ĕç те яланах малти ретре пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хăй çинчен ответлăха сирмен.

- Хуçалăхсем арканнишĕн чун ыратать. Ялсен малашлăхĕ еплерех пулĕ-ши; Çакă питĕ пăшăрхантарать. Анчах епле пулсан та яла упраса хăвармаллах. Çÿллĕ шайри чылай ĕçчен ялтан тухнă вĕт, - пăшăрханса калаçать 85 çулхи шурă сухал.

Мăшăр алла-аллăн тытăнса пурăнма пуçлани 62 çул çитрĕ. Кузьминсем пилĕк ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анчах, шел пулин те, иккĕшĕн кун-çулĕ ытла та ир татăлнă. Хисеплĕ ветерансем иккĕшех пурăнаççĕ, ачисем вара тăтăшах килсе пулăшаççĕ. Кăмăллă мăшăра татах та нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп.

 

А. Угарова,

Катькас ял библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика