Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни хăй çине шанать

23 мая 2016 г.

 

Влаç тата халăх тачă хутшăнса ĕçлени малашлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку хăтшăну пĕрлехи информаци кунĕсенче яр уççăн курăнать. Çавăнпа та асăннă кунсене ялсенче кĕтеççĕ, ыйтусем хатĕрлеççĕ, тĕл пулусенче çĕр ĕçченĕсемпе ялти интеллигенци хăйсен капланнă шухăш-кăмăлĕсене уçаççĕ. Çакăн пек ÿкерчĕксене черетлĕ информаци кунĕнче Хорнуй ял тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсене çитсен те, кунти ял çыннисемпе тĕл пулсан та куртăмăр.

Хорнуй ял тăрăхĕнче район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕ пайăн ертÿçи О. Тимофеева ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Çак кун информаци ушкăнĕпе тĕл пулнисем ял хуçалăхĕн экономика аталанăвне вăйлатассипе тата ялта пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатассипе республикăра тата районта туса ирттерекен ĕçсене малти вырăна кăларчĕç. Ку ыйтусене татса парассинче Хорнуйĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕ умне пухăннă халăх хăйсен тÿпи пуррине те йышăнчĕ. Ольга Вениаминовнăпа Хорнуй ял тăрăхĕн специалисчĕ Надежда Сергеева ял çыннисене хумхантаракан кашни ыйтупах тĕплĕн паллашрĕç, тишерÿсем турĕç, вырăнта паянах татса пама çук ыйтусем çине хуравсем пуласса шантарчĕç.

Тĕл пулусене хутшăннă ял çыннисене хумхантаракан ыйтусем вара йăлтах ял малашлăхĕпе, хресчен ĕçĕпе пурăнакансен ыранхи кунĕпе çыхăннă. Хорнуйсене паян ялта çул тăвасси-юсасси, ял хушшинчи 40 - 50 çул каялла хывнă шыв пăрăхĕпе шыв башнине çĕнетесси, çу кунĕсенче ял хушшинче каçхи хурал тăрассине йĕркелесси, йăлари каяшсене тиесе тухса каясси, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртесси шухăшлаттарни куç умне пулчĕ. Ялта пурăнакан кашни çынна хумхантаракан ыйтусене Хорнуйсем хăйсен вăйĕпе татса пама пуçлани те ку тăрăхра çĕнĕлĕх мар. Çакă ял çыннисен активлăхне кăтартать.

Тĕслĕхрен ялта çу кунĕсенче каçхи хурал тăратассине Хорнуйсемпе Шаптаксем тата Тойкильтĕсем хăйсемех пурнăçа кĕртеççĕ.

- Асăрханулăх хамăршăн вĕт. Каçхи хурал çÿренĕ чух ял çынни те лăпкăрах çывăрать. Çавăнпа та çитес кунсенчех ку ĕçе пуçласа яма пире нимĕн те чăрмантармасть. Кая юлсан вара каю шăтма пултарать, - терĕ ытарлăн ял çыннисене ял хăрушсăрлăхĕшĕн явапăлăха ÿстерме чĕнсе Нина Васильева.

Хорнуйсем хăйсен вăйĕ çине ытларах шаннине тепĕр тĕслĕх те çирĕплетет. Кăçал кунта ял çыннисем автомашина тытса тата килĕрен 50-шар тенкĕ укçа пуçтарса йăла каяшĕсене турттарса тухма пуçланă.

Яла автобус маршручĕ пур пулсан та, вăл графика пăхăнман тĕслĕхсем пулни вара ял çыннине килĕшмест. Ку ыйтупа ял тăрăхĕн специалисчĕ Н. Сергеева маршрут хуçисемпе калаçса пăхма пулчĕ.

Хорнуйĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ирттернĕ тĕл пулура ялăн социаллă сăн ÿкерчĕкĕ куç умне туллин тухрĕ. ФАП ертÿçи Елена Соколова çак ĕçре Шупашкарти медицина училищи хыççăн 26 çул ĕçлет. Çавăнпа та ялта пурăнакансен сывлăхĕ тĕлĕшпе лару-тăру епле пулнине те вăл алă тупанĕ çинчи пекех курса тăрать.

- Патшалăх тимлĕх уйăрнипе пĕрлех ялта пурăнакансем те хăйсен сывлăхĕ çине юлашки çулсенче тимлĕрех пăхма пуçларĕç. Вĕсемпе пĕр çыхăра ĕçленипе çынсем хушшинче туберкулезпа чирлесси чакрĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене кăçал 146 çынна диспансеризаци тăратмалла пулсан, 111 çынна тăратрăмăр та ĕнтĕ. Хорнуйĕнче пурĕ 268 кил хуçалăхра 689 çын пурăнать. Вăл йышра 14 çулчченхи ачасем - 93, пенсионерсем - 162 (вăл шутра ĕçлекен пенсионерсем 34 çын), кăçал çеç çуралнисем 9 пепке. Ял çыннисем пĕр-пĕрин сывлăхĕпе кăсăкланса тăни пирĕншĕн пулăшу çеç, - терĕ Елена Геннадьевна.

Хорнуй ял тăрăхĕнче пурăнакансем ытларах хăйсем çине шанинне вĕсен килти хушма хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышлă пулни çирĕплетет. Çапла вара Тойкилтĕри В. Сильвестровăн килти хушма хуçалăхĕнче сумалли 4 ĕне, 20 яхăн сурăх, пăрусем, чăх-чĕппе хурт-хăмăр пур. Шаптакри К. Дмитриевапа Н. Герасимова хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче ытти выльăх-чĕрлĕхпе пĕрле 3-шер ĕне тытаççĕ. Платкассинче пурăнакан Светлана Матвееван килти хушма хуçалăхĕ те ырă тĕслĕхре. Хорнуй ял тăрăхĕн депутачĕн харпăрлăхĕнче сумалли 3 ĕне, пăрусемпе вăкăрсем, сурăхсемпе кайăк-кĕшĕк пур. Кунашкал ырă ятлă çынсем, хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче сумалли ĕнесене икшер тытакансем кунти ялсенче пайтах пулни ял çынни чăнах та ытларах хăйĕн вăйĕ çине шанни пирки калать.

Тăрăшакан вара патшалăх пулăшăвĕсĕр те юлмасть. Ял тăрăхĕнче килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредит илнисем, çак пулăшупа хăйсен аталану çулне уçнисем чылай.

- Республика экономикин аталанăвĕнче килти хушма хуçалăхсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн тăрăхра «Путь Ильича» агрофирма тăрăшуллă ĕçленипе пĕрлех ял çыннисем те хăйсен хушма хуçалăхĕсене аталантарни Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хресченсем хăйсен хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ паха, экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç хула пасарĕсенче тĕп вырăна тухма пуçлани пирки каланипе килĕшсе тăрать. Кăна черетлĕ ырă улшăнусен пуçарăвĕ тесе хакламалла, - терĕ ял çыннисемпе калаçнă чух район администрацийĕн экономикăпа АПК аталанăвĕ пайăн ертÿçи О. Тимофеева.

Пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлесен нумай чух аякран пулăшу кирлех те марри курăнать. Çапла вара ял çынни умри йывăрлăхсене хăйĕн вăйĕпе çĕнсе малалла пăхать.

А. БЕЛОВ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика