23 мая 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунне ирттерекен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков ертсе пыракан ушкăн Оринин ял тăрăхне çитрĕ. Чи малтанах асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Станислав Бардасовпа тĕл пулчĕ, пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе паллашрĕ. Вырăнта икĕ хуçалăх ĕçлени çĕрпе тĕллевлĕ усă курма май парать.
- Укçа-тенкĕ енчен хальлĕхе çăмăлах мар пулин те çитес вăхăтра лару-турă йĕркеленессе шанас килет, çĕнĕ производство аталансан лайăх пулмалла. Территорире хăтлăх кĕртессипе япăх мар тăрăшатпăр. Çул-йĕр юсасси те малалла пырать, - кулленхи ĕçпе кăмăллăн паллаштарать нумаях пулмасть çĕнĕ тилхепене тытнă Станислав Вячеславович.
Ун хыççăн ĕç ушкăнĕ вырăнти «Оринино» хуçалăхăн машинăпа трактор паркне çитсе курчĕ. Кунта хуçалăх ĕçченĕсен пĕр ушкăнĕ юсав ирттеретчĕ, ыттисем уй-хирте тăрăшаççĕ. Вĕсене пăшăрхантаракан ыйту чылай пухăннă, çавăнпа та ăна вĕсем чи мала кăларчĕç.
- Мĕншĕн ял çыннине аталанма майĕ çук; Çĕр улми, сĕт хакĕ мĕншĕн çав териех пĕчĕк, ытти тавар хакĕ вара ÿсет те ÿсет..., - кăмăлсăррăн калаçрĕç хуçалăх ĕçченĕсем.
Черетлĕ ыйту пенси укçи тÿлессипе çыхăнчĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, çамрăксем ялти ĕçрен аякра пулма тăрăшаççĕ. Вĕсене вара пысăкрах укçа-тенкĕ илĕртет. Хуçалăхра ирĕксĕрех аслă çулхисен тимлеме тивет. Çавăнпа вĕсем ĕçлекен ĕç ветеранĕсен хушма тÿлевне пăрахăçланипе уйрăмах кăмăлсăр, çапах та çакă вăхăтлăха кăна пуласса шанаççĕ.
- Вăтăр çул колхозра тăрăшрăм. Тивĕçлĕ канăва тухнăран ĕçлеме тухмасан та пулать темелле. Анчах та юсавсăр техника ларнине курсан чун чăтмасть, специалистсем те ĕçе тухма ыйтаççĕ. Пенси укçи вара катăлать..., - кăмăлсăррăн калаçать юсавçă ĕçе вăхăтлăх пăрахса.
Кусем йăлтах шута илмелли ыйтусем пулнине палăртрĕ Владимир Петрович. Çавăн пекех вăл республика шайĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл çинче чарăнчĕ. Владимир Мидуков каланă тăрăх, лару-тăру питех начар мар, аталану та куç умĕнче. Граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес обязательствăсем те вăхăтра пурнăçланаççĕ. Инвестицисемпе ĕçлекен малашлăхлă организацисене çăмăллăх кÿрес, вĕсене аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе Чăваш Республикинче налук çăмăллăхĕсем пăхса хунă. Çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем валли хавхаланăвăн çĕнĕ мелĕсене усă курма палăртнă. Федераци центрĕпе шайлашуллă тимленĕрен Чăваш Республикин бюджетне хушма укçа-тенкĕ сахал мар кĕртме май килнĕ. Апла пулсан пĕр вырăнта тăмастпăр-ха, малалла аталанатпăр.
Кун йĕркинчи пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ яланах асра тытмалли черетлĕ ыйту. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне республикăра 319 пушар регистрациленĕ, вĕсенче 44 çыннăн кун-çулĕ татăлнă, 39-шĕ аманнă. Вут-çулăма пула 41,2 миллион тенкĕлĕх тăкак пулнă. Районта та лару-тăру лăпкă мар.
- Ялсенче «çĕрлехи хурал» ĕçне çĕнĕрен йĕркелемелле, çак ĕçе пуçарассинче ял старостисен, депутатсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен активлă пулмалла, - терĕ район администрацийĕн ĕçĕсене ертсе пыракан Александр Краснов вăхăтра асăрхануллă пулни хамăршăнах вырăнлине палăртса.
Хамăр тимлĕ пулни тата кĕтмен пулăмра çухалса каймасăр чи кирлĕ ĕçе малтан пурнăçлни кăна пысăк инкекрен сыхласа хăварĕ. Харпăр хăйне кăна мар, юнашарти хуçалăхри лару-тăрăва та лайăх пĕлсе тăмалла, уйрăмах унта пĕччен çын пурăнать пулсан. Информаци кунне ирттерекенсем сыхлăх пирки тепĕр хут аса илтерчĕç.
Хыççăн «Восток» хуçалăх коллективĕпе тĕл пулу иртрĕ. Валентина Налимова ертÿçĕ хуçалăх ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, коллектив 16 çынран тăрать, çурхи ака-суха ĕçне вĕçленĕ.
Черетлĕ тĕл пулу «Золушка» ача садĕнче иртрĕ. Нелли Иванова кунти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Шкулчченхи учреждение çитмĕл ытла ача çÿреме кăмăл тунă. Вăл тулли хăватпа ĕçлени ашшĕ-амăшĕшĕн питĕ вырăнлă. Кунта юсав ĕçĕсем ирттернĕрен питех те хăтлă.
Çуллахи тапхăр çитнĕ май, ачасен канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси, пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем туса парасси те çивĕч ыйтусенчен пĕри. Шкул ачисен кĕçех пушă вăхăт ытларах пулассине шута илсе вĕсем чи малтан ашшĕ-амăш тимлĕхĕнче пулмалла, ăçта кайнине аслисен яланах пĕлсе тăмалла. Çавăн пекех шыва кĕрес тапхăр çитессине те манмалла мар.
Р. Илларионова.