23 мая 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Муркаш районĕнче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ - Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова пулчĕ.
Шкулчченхи вĕренÿ - пĕлтерĕшлĕ тапхăр
Алена Аршинова Муркашра вĕренÿ организацийĕсене çитме васкарĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа вĕсем Муркашри «Путене» ача садĕнче пулчĕç.
Кунта хальхи вăхăтра пурĕ 260 ача 12 ушкăна çÿрет, «Лебедушка» структура подразделенине çÿрекенсемпе пĕрле ача садĕнче пурĕ 281 ача.
Алена Аршинова ача садне çитнĕ вăхăта кунти воспитанниксем уçăлма тухнăччĕ. Вĕсемпе калаçнă хыççăн Алена Игоревна шăпăрлансене лайăх воспитани панине тата кунта хăтлăх хуçаланнине палăртрĕ. Ача сачĕн ертÿçи И. Ферапонтова ача сачĕ юлашки çулсенче мĕнле аталанни пирки каласа панă май, хăнасене пÿлĕмсемпе паллаштарчĕ. Алена Игоревна ачасем валли хушма пĕлÿ панипе, ашшĕ-амăшĕсен тÿлевĕпе, ĕç укçипе кăсăкланчĕ. Воспитательсен вăтам ĕç укçи кунта халĕ 15 пин тенкĕ ытла, анчах та воспитателе пулăшакансен ĕç укçи пĕчĕккине палăртрĕç. А. Аршинова çитес вăхăтра ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ÿстересси пирки каларĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнчен вăл 7500 тенкĕпе танлашасса пĕлтерчĕ.
А. Аршинова «Ача сачĕсем - ачасене» федерацин парти проектне ертсе пырать. Çавăнпа та çак проект шайĕнче регионти конкурсра «Путене» ача сачĕ палăрнине çирĕплетекен диплома курсан хавасланчĕ. И. Ферапонтова коллектив тăрăшуллине палăртса ача сачĕ ку таранччен икĕ грант выляса илнине пĕлтерчĕ: пĕри - 100 пин текĕлĕх, тепри - 200 пин тенкĕлĕх.
Коллективпа калаçнă май, А. Аршинова ача сачĕсем тума тата реконструкцилеме федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене 1,6 млрд тенкĕ уйăрса пама май тупнине, çапла 33 çĕнĕ ача сачĕ хута янине асăнса хăварчĕ. Реконструкциленисемпе пĕрле - пурĕ 45 ача сачĕ.
Калаçу шкулчченхи вĕренÿпе тата воспитанипе çыхăннă ытти проектсем тавра та пулчĕ. А. Аршинова каланă тăрăх, хальхи вăхăтра, сăмахран, аслă шкулсем çумĕнче шкулчченхи ÿсĕмри ачасем валли ушкăнсем уçассине те сÿтсе яваççĕ. Çак пуçару çамрăк амăшĕсене – студентсене пулăшассипе çыхăннă.
Саккунсене улшăнусем кĕртессипе А. Аршинова тĕрлĕ пуçарупа пурĕ 58 хутчен тухнине палăртрĕ, вăл шутра пĕрре виççĕмĕш пайĕнчен нумайрах - шкулчченхи вĕренÿпе, воспитанипе çыхăннисем. Ача сачĕсене реконструкцилеме тата çĕнĕрен тума уйăрса паракан субсидисене шутласа парассин методикине улăштарма Аршинова 2013 çултах пуçарупа тухнă. Çакăн хыççăн методика тĕрĕсрех пулса тăнă, ашшĕ-амăшĕн тÿлевне йĕркеленекен механизма палăртнă тата ыт. те.
«Шкулчченхи вĕренÿпе воспитани - пĕтĕмĕшле вĕренÿри питĕ пĕлтерĕшлĕ сыпăк. Çак вăхăтра нимĕн те айккинче хăварма юрамасть», - палăртрĕ Алена Игоревна.
«Кун пек шкулсем сахал»
Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитетăн председатель çумне шкул пурнăçĕ те интерслентерет. Çавна май вăл Муркашри вăтам шкулта та пулса курчĕ. Районти чи пысăк шкулта А. Аршинова савăнăçлă лару-тăрура «Радуга» культурăпа курав центрĕ пулăшнипе «Гимн труду» курава уçнă çĕре хутшăнчĕ. каламалла, культурăпа курав центрĕ çак курава шкулсенче йĕркелессипе ятарлă проект пуçарнă. Республикăри 13 шкула çак кураври ĕçсене парнеленĕ, вĕсен шутĕнче - Муркаш шкулне те.
Шкул директорĕ Н. Смирнов Муркаш шкулĕ Раççейри чи лайăх 200 ял шкулĕсен йышне кĕме пултарнине пĕлтерсен, А. Аршинова куравра экскурси ирттерекен Ирина, Алена тата Кристина - пурте врачсем пуласшăннинчен, республика тулашĕнчи аслă шкулсене вĕренме кĕресшĕн пулнинчен тĕлĕнмерĕ. Хăй те шкулта вĕреннĕ чух 10 класра экскурсовод пулнине пĕлтерчĕ. Пурнăçра пĕтĕмпех интресленмелле, активлă пулмалла, тесе хĕрсене ăнăçу сунчĕ. Курава уçма хутшăннă Муркаш районĕн Хисеплĕ çыннинчен В. Красновран тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.
Шкулти педагогсемпе тата аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулса калаçнă май вăл юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, ачасене икĕ сменăпа вĕренессинчен (хăш-пĕр çĕрте виçĕ сменăпа та) хăтарассипе, шкулсенче ăшă туалетсем тăвассипе, спортзалсене юсаса çĕнетессипе мĕнле ĕçсем пурнăçланнине пĕлтерчĕ.
Каламалла, пирĕн районти 5 шкулта кăçал ăшă туалетсем тума палăртаççĕ. Пурĕ 5 млн ытла тенкĕлĕх.
Ял шкулĕсенчи спортзалсене юсассин тата реконструкцилессин федераци программине Чăваш Ен виçĕ хутченех кĕтĕр тесе Аршинова хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Çапла республикăри 72 шкулта спортзалсене юсаса çĕнетнĕ, çулталăк вĕçлениччен тата 24 спортзал реконструкцилеççĕ. Кăçал пирĕн районта вĕсен йышне Калайкассинчи тата Мăн Сĕнтĕрти шкулсен спортзалĕсем кĕме пултарнă. Муркашри вăтам шкулти спортзала та пĕлтĕр кăна-ха юсаса çĕнетрĕç. А. Аршинова унта та çитсе курчĕ, пурнăçланă ĕç ăна кăмăла кайнине палăртрĕ.
Педагогсемпе калаçнă май А. Аршинова çĕршыв шайĕнче хальхи вăхăтра вĕренÿпе çыхăннă çĕнĕ проектсемпе тимленине те пĕлтерчĕ (сăмахран, «Российская электронная школа»), вĕрентекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ыйтусенчен ытларахăшĕ экзаменсем пирки пулчĕ. Çавăн пекех 11-мĕшсене май уйăхĕнче вĕренÿ тапхăрне пĕтерме, вăл вăхăтра выпускниксене экзамена хатĕрленмелли ятарлă тапхăр туса пани вырăнлă пудмалли шухăша та палăртĕç кунта. Çак ыйтăва та, ытти хăш-пĕр пуçару пекех, А. Аршинова РФ Вĕренÿпе наука министерствине çитересси пирки каларĕ.
«Ыйтусем пирки каламалла, вĕсене пĕр кунра е пĕр уйăхра татса пама май çук пулсассăн та, каламалла - вĕсем çинчен пĕлччĕр. Çак тĕллевпех ĕнтĕ эпĕ республика шайĕнчи, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ ведомство ертÿçисемпе, пуçлăхсемпе тата халăхпа час-часах тĕл пулма тăрăшатăп», - палăртрĕ Алена Игоревна.
Тĕл пулăва Халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиал ертÿçи И. Голышев та хутшăнчĕ. Муркаш шкул директорĕпе Н. Смирновпа вĕсем шкулпа академи хушшинче тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуса çирĕплетрĕç.
«Ырă пуçарусемпе хутшăнăр»
Муркашра вырнаçнă Тури чăвашсен музейĕнче А. Аршинова районти хастар çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Кунта тĕл пулăва Çамрăксен парламенчĕн, çамрăксен канашĕсен, Çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕсем пуçтарăннă.
Музей директорĕ Т. Ермолаева музей залĕсемпе паллаштарнă хыççăн А. Аршинова çамрăксемпе обществăпа политика тавра, пурнăçри активлă позици пирки сăмах пуçарчĕ. Каламалла, калаçу уçă та интереслĕ иртрĕ. А. Аршинова çамрăксен тĕрлĕ ыйтăвне хуравларĕ, çакна май РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулма мĕнле çулпа кайнине те каласа пачĕ.
«Çамрăксен ăслă-тăнлă пулма тăрăшмалла, пуç та ĕçлетĕр, алăсем те ĕçлеччĕр, вара пирĕн Чăваш Республикинче экономика та вăйлă пулĕ», - палăртрĕ вăл калаçура.
Çамрăксем унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ пирки ыйтса пĕлчĕç. Хуравсенчен Алена Игоревна яланах активлă та пуçаруллă пулни курăнчĕ. Ĕç графикĕ пирки калаçнă чух вăл ĕçе эффективлă йĕркелеме пĕлмеллине тата ăна яланах лайăх та ответлăха туйса пурнăçламаллине каласа хăварчĕ. «Çапла чухне кăна ĕç киленÿ парать, вара ывăннине пĕлместĕн», - терĕ.
А. Аршинован депутат пулас çулĕ «Молодая гвардирен» пуçланнă. Хăй вăхăтĕнче вăл тÿлевсĕр те, пĕчĕк ĕç укçипе ĕçленине те пĕлчĕç çамрăксем, интересленсех итлерĕç, савăнса тĕлĕннине пытармарĕç. Аслисен пурнăçĕпе яланах кăсăкланнă депутат çамрăксене аслисен пурнăçне сăмса чикни пĕрре те япăх пулманнине каларĕ. «Аслисен пурнăçне ырă та лайăх пуçарусемпе хутшăнни хăйĕн çимĕçне паратех», - тесе çамрăксен пурнăçра хăйсен вырăнне политикăра та, ытти сферăра та тупма май пуррине палăртрĕ.
«Депутат ĕçĕ - кашни кун критиклекен, анчах та пĕтĕмпех курăнман ĕç, çавăнпа та кашни кун суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларас тесе ĕçлемелле тата ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçламалла. Халĕ тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен, тĕрĕслĕхшĕн тăракан политиксен вăхăчĕ», - терĕ депутат ĕç пирки панă ыйтăва хуравланă май.
Кашни коллективра хастар та пуçаруллисене А. Аршинова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
«Мана Муркаш тăрăхĕ килĕшрĕ», - тесе пĕлтерчĕ Алена Игоревна тĕл пулусем вĕçленнĕ хыççăн.
Каç енне вăл çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçассине те хутшăнчĕ.
Н. Николаева.