18 мая 2016 г.
Пуçаруллă та пултаруллă çынсем ытларах пулни ырă шанăçа пăхма май парать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырури йĕркесене чылайăшĕ астăвать пулĕ. «...Пысăк предприятисем мар, шăпах вак тата вăтам предпринимательлĕх çĕнĕ ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркелет тата хальхи кăткăс условисенче экономика ÿсĕмне тивĕçтерме пултарать... Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен бизнеса малалла та пулăшса пырăпăр, вăл вара предпринимательсен тата пĕтĕм республика экономикин ыйтăвĕсене те туллинрех тивĕçтерĕ...»
Пĕчĕк тата вăтам бизнес ыйтăвĕ тавра калаçма район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Ольга Тимофеева килĕшрĕ.
- Ольга Вениаминовна, Раççей тата Чăваш Республикин Правительствисем шайĕнче предпринимательство сфери тимлĕхсĕр маррине куратпăр. Районта та асăннă ĕçпе тачă çыхăнса тимлес кăмăллисем йышланни палăрать.
- Предпринимательство ĕç-хĕлĕ район экономикин аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнать. Унăн субъекчĕсем кашни сферăна пырса тивеççĕ, кашни ĕçре вăй хума тăрăшаççĕ. Хăш енĕпе ытларах тимленине тишкерес пулсан ваккăн суту-илÿ тата обществăлла апатлану сферисем малти вырăна тухаççĕ, çавăн пекех ял хуçалăхĕнче, ытти ĕçре тимлеççĕ.
Çак тапхăр тĕлне районта асăннă сферăри субъектсен йышĕ 923-пе танлашать, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 9,5 процент чухлĕ ÿсни палăрать: çав шутра пĕчĕк предприятисем - 144, индивидуаллă предпринимательсем - 676. Уйрăмах хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йышланни кăмăла çĕклет. Çакă çынсем ял хуçалăх ĕçĕ çине тимлĕх ытларах уйăрма пуçланипе çыхăннă пулĕ, ÿсĕм 24,4 процентпа танлашать. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕпе 3758 çын е район экономикинче вăй хуракансен 46,3 проценчĕ çыхăннă.
Иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх, çÿлерех асăннă сферăра вăй хуркансен вăтам ĕç укçи калăпăшĕ 13470 тенкĕпе танлашнă е унчченхи çулхипе пăхсан - 109,9 процент.
Пĕчĕк бизнес хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленисĕр пуçне район экономикине пысăк тÿпе хывнине маларах палăртрăм ĕнтĕ. Предпринимательсем хăйсен вăйĕпе 2015 çулта 1879,2 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата сутнă, услугăпа тивĕçтернĕ.
Иртнĕ çул пĕчĕк хуçалăх формиллĕ субъектсем республика бюджетне 63 миллион тенкĕ, вырăнти бюджета 31 миллион тенкĕ укçа хывнă. Налук пухăннин пĕтĕмĕшле тÿпинче асăннă сфера 26 процент йышăнать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем иртнĕ çул 25,1 миллион тенкĕлĕх тĕп капитал инвестициленĕ.
Вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕнче патшалăх пулăшăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Харпăр хăй ĕçне пуçаракансемшĕн республика шайĕнчен уйăракан грант питĕ вырăнлă пулнине кулленхи аталану çирĕплетсе парать. Иртнĕ çул 2 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 2,1996 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарчĕ, кăçал та икĕ çын гранта тивĕçрĕ.
- Çак тимлĕх пуçаруллисене йышланма татах та хавхалантарĕ пулĕ тетĕп. Малтанхи утăма мĕнрен тытăнмалла-ха;
- Саккунпа килĕшÿллĕн 18 çул тултарнă, предприниматель пулас тĕллевлĕ çын харпăр хăй ĕçне пуçăнма пултарать. Ăна валли ятарлă формăпа налук органĕнче заявлени çырмалла, пĕрле госпошлина тÿленине çирĕплетекен квитанци, ИНН тата паспорт (вĕсен копийĕсене тумалла) кирлĕ. Хатĕр документсемпе налук инспекцине кайсан малашнехи ĕç пирки тĕплĕнрех ăнлантарĕç. Пуçламăш утăм тăвиччен - асăннă органта регистрацилениччен - малашнехи ĕçе тĕплĕн тишкермелле, професильлĕ бухгалтерпа канашласа пăхмалла. Çак тапхăрта налук тÿлессин виçĕ тĕрлĕ системи вăйра тăрать: налук тÿлессин пĕтĕмĕшле системи (ОСНО), çăмăллатнă система («Упрощенка»), пĕрлехи налук (ЕНВД). Хăшĕнпе ĕçлессине предприниматель хăй суйлать.
Предприниматель ĕçне пуçарни вăхăтра налук тÿлессипе, отчетсем тăратассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Вăл ĕçлекене йышăнма ирĕклĕ. Хушма ĕç вырăнĕ уçнă май ытти органта регистрациленесси тата патшалăх умĕнчи ответлăх та пухăнать. Кирек епле утăма та специалистсемпе канашласа саккун шайĕнче пурнăçламалла, вăл шутра ĕçленĕшĕн тÿлессине те.
Пуçламăш утăм тăвакансене ăнăçлăхпа чăтăмлăх сунас килет. Енчен те малашлăха тухăçлăхрах тăвас тесен хăвăр бизнеса пуçарма ан хăрăр. Харпăр хăй ĕçне вăя кĕртме палăртнă пулсан вăл пурнăçланатех. Пирĕн пайри ответлă специалистсем те тивĕçлĕ консультаци пама яланах хатĕр.
Р. Илларионова калаçнă.