Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улма-çырла йывăççисем чечекре

12 мая 2016 г.

 

Хресчен çур акинче вăй хунă вăхăт килти хушма хуçалăхшăн та ют мар. Çу уйăхĕ - сад-пахчари улма-çырла йывăççисем шап-шурă чечеке ларнă тапхăр. Килти хушма хуçалăхра ларса канма та вăхăт çук кунсем пуçланчĕç. Çĕр улми лартинпе пĕрлех йăрансене хатĕрлесе çитересси те ыранхи куна хăвармалли ĕç мар. Паян улма-çырла йывăççисене сăтăрçăсенчен хÿтĕлессипе çанă тавăрса ĕçлемелле.

Асăннă уйăхра çĕмĕрт сиввисем час-час пулакан пулăм. Çавăнпа та сывлăш температурине ку вăхăтра пăхса-сăнасах тăмалла. Кирлĕ пулсан садра вучахсем чĕртсе улма-çырла йывăççисене сивĕ тивесрен тĕтĕм виткĕч тăвассипе те тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен çурхи сивĕсем улма-çырла йывăççисен малтанхи чечекĕсене амантаççĕ. Вĕсем вара чи шултра та пулăхлă çимĕç параканнисем.

Малалла хамăр вулакансене сад-пахчаçăн çывăх кунсенчи ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр. Çу уйăхĕ çуллана чĕннине шутласан паян кашнийĕнех çанă тавăрса ĕçлемелли чылай.

Çу уйăхĕн 11 - 12-мĕшĕсем. Пахча çимĕçе акма-лартма, куçарса лартма, улма-çырла йывăççисен кирлĕ мар тураттисемпе ÿсен-тăрана касма тăхтăр. Йăрансене кăпкалатăр, калчасене сайралатăр, пахчана çÿп-çапран тасатăр. Сăтăрçăсемпе кĕрешсе пахчари ÿсен-тăрана им-çампа пĕрĕхĕр. Ку вăхăтра пухнă эмел курăкĕсен усси пысăк.

Çу уйăхĕн 12 - 14-мĕшĕсем. Йăрансем хатĕрлĕр. Çĕр çырлине лартма тата вĕсен йăранĕсене кăпкалатма, акнă-ларнă культурăсене çумран иртме юрать. Çырла тĕммисене куçарса лартма меллĕ кунсем. Минераллă удобренипе апатлантарма та меллĕ. Пахчаçăсемшĕн чĕрĕ карта йĕркелеме юрăхлă вăхăт. Çак кунсенче акнă курăк тикĕс шăтать.

Çу уйăхĕн 14 - 16-мĕшĕсем. Çĕр çырлипе ĕçлĕр. Нумай çул ÿсекен чечексене хунавран лартса йышлатма юрать. Минераллă удобренисемпе апатлантарăр. Пĕр çул ÿсекен чечексене акни юрăхлă шутланать. Чĕрĕ карта йĕркелеме меллĕ. Пÿлĕмри ÿсен-тăрансене тата пахча çимĕç хунавĕсене куçарса лартни вырăнлă. Хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех ÿсен-тăран сăтăрçисемпе кĕрешме ан манăр. Йăрансем çине фасольпе пăрçа акăр.

Çу уйăхĕн 16 - 19-мĕшĕсем. Сад пуянрах пултăр тесен пан улми, груша, сливăпа чие çырлин хунавĕсене лартма тытăнса ан тăрăр. Йăрансем çине тымар çимĕçсем акма меллĕ вăхăт çитрĕ. Пахчара çум курĕкĕпе кĕрешме юрăхлă кунсем. Калчасене сайралатăр. Томат, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене теплицăсене куçарса лартăр. Йăрансене кăпкалатăр, калчасене сайралатăр, пахчана çÿп-çапран тасатăр. Йывăçсем çинчи çăралантаракан хунавсене иртĕр.

Çу уйăхĕн 19 - 20-мĕшĕсем. Уйăх тулнă вăхăтри çак кунсенче улма-çырла йывăççисемпе тĕмсене касма юрамасть. Тислĕк сарса пахчара суха ĕçĕсем пурнăçлама юрать. Тымар-çимĕç акмалла. Пахчари сăтăрçăсемпе кĕрешни вырăнлă. Çак кунсенче уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн хăмла çырли, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан, хура пилеш, роза лартма меллĕ пулнине ан манăр. Пÿлĕмри чечексене куçарса ларма юрать.

Çу уйăхĕн 20 - 22-мĕшĕсем. Садри ĕçсемпе асăрхануллă пулăр, мĕншĕн тесен халĕ акма тата лартма юрăхсăр кунсем. Садри улма-çырла йывăççисене сăтăрçăсенчен им-çамсемпе пĕрĕхĕр. Çум çумлăр, йăрансене кăпкалатăр, çывăхри тавралăха тирпейлĕр.

Çу уйăхĕн 22 - 24-мĕшĕсем. Килти хушма хуçалăх тытса пыраканшăн пахчара суха ĕçĕсене пурнăçлама тата йăрансене пусса кăпкалатма меллĕ кунсем. Сухан, çурхи ыхра, çĕр улми лартма юрать. Çĕр улмипе пĕрле акнă фасоль тата пăрçа йышши культурăсем колорадо нăррине хăратаççĕ. Улма-çырла йывăççисене сăтăрçăсенчен хÿтĕлени лайăх. Улмуççи, груша, чие çырли, слива, ирга, роза лартма юракан тапхăр пулнине шута илĕр.

Çу уйăхĕн 24 - 26-мĕшĕсем. Пахчана улмуççи, груша, чие çырли, слива, ирга, роза лартăр. Йăрансем çинче çумпа кĕрешме тата акнă-лартнă ÿсен-тăрана минераллă удобренипе апатлантарма юрăхлă вăхăт. Халĕ тислĕк тăкни те ытлашши пулмасть. Сельдерей акăр. Теплицăна томат, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене куçарса лартма тăрăшăр. Йывăç-тĕмсен ытлашши тураттисене иртĕр. Сăтăрçăсемпе кĕрешĕр. Пан улми йывăççисемпе çырла тĕммисем айне компост хывăр.

Çу уйăхĕн 26 - 29-мĕшĕсем. Пахчара ÿсен-тăран акма-лартма тăхтăр. Пахча çимĕçсене шăварма тата минераллă удобренипе апатлантарма меллĕ вăхăт. Томат, пăрăç, баклажан, хăяр калчисене çак кунсенче теплицăна куçарса лартăр. Кая юлса пулакан купăстана лартма юрать. Сăтăрçăсемпе кĕрешĕр. Çак кунсенче килти пахчара малашлăха пăхса виноград лартни вырăнлă. Газон тирпейлĕхне пăхăр.

Çу уйăхĕн 29 - 31-мĕшĕсем. Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн пахчара халĕ йывăç-тĕмсем лартма-касма, тураттисене иртме юрăхсăр вăхăт. Çĕр сухалама, йăрансем кăпкалатма, вĕсене çумран тасатма, çĕр улми, сухан, çурхи ыхра, редиспа çарăк, кишĕрпе хĕрлĕ кăшман, петрушка тата сельдерей акăр. Сад-пахча культурисене шăварма тата минераллă удобренипе апатлантарма лайăх кунсем. Халĕ улма-çырла йывăççисем айне компост хывма юрать. Çак кунсенче пухнă эмел курăкĕн сывату вăйĕ пысăкрах пулнине шута илĕр.

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ. Çырла тĕмĕсен çамрăк тураттисене калчалантарма çĕре чиксе хурăр. Пĕр çул ÿсекен чечексене, георгинсене тата гладиолуссене лартни юрăхлă пулмалла. Йăрансене кăпкалатăр. Улма-çырла йывăççисене, çĕр çырлипе пахча çимĕç культурине технологие пăхăнса минераллă удобренипе апатлантарăр, хăвăр çывăхри тавралăха тирпейлĕр.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика