Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăчкă праçникĕ

23 апреля 2016 г.

 

Апрелĕн 24-мĕшĕнче (Мăнкун умĕнхи вырсарникун) чиркÿре Иисус Христос Иерусалима аслă мухтавпа чаплăн пырса кĕнине асăнса праçник тăваççĕ.

Çăлакан Христос Туррăн çĕр çинче пурăнас юлашки кунĕсем çывхарса пынă. Вăл Хăй асапланас кунччен вĕренекенĕсен чĕрисене тĕреклĕрех тăвас тесе, Хăй Чăн Турă Ывăлĕ пулнине ĕнентерес тесе тăватă кун виле выртнă Лазаре чĕртсе тăратать. Çав тĕлĕнмелле хыпар пĕтĕм Иерусалим таврашне сарăлнă. Çак ĕç иудейсен Пасха праçникĕ умĕн пулнă. Çав вăхăтра Иерусалимра халăх пит нумай пулнă. Вĕсем çав иудейсен праçникне пухăннă. Иисус Христос хăйĕн вĕренекенĕсемпе Иерусалим хулине кайнă. Хăватсем тăвакан Христос килет тенине илтсен пурте ушкăн-ушкăнпа Христоса хирĕç тухнă. Иисус Христос ашак çинче ларса пынă. Халăх Иисус Иерусалима патшана ларма пырать пулĕ тесе шухăшланă. Çавăнпа та Ăна хисеплес тесе тумтирĕсене хывса Иисус пыракан çул çине сарса хунă, хăшĕсем тата пальма турачĕсене çул тăрăх пăрахса пырса: "Осанна Давид Ывăлне, Турă ячĕпе килекен мухтавлă! Эй çÿлти Осанна!" - тесе хĕпĕртесе кăшкăрса пынă.

Ачасем те Турра мухтаса пынă. Çапла темĕн чухлĕ халăхпа Иисус Христос Иерусалима патша пек пырса кĕнĕ. Унăн мухтавне курса пурте хĕпĕртесе тăнă, пурин те Христосшăн чунĕ савăнса тăнă.

Çак ĕçе асăнса чиркÿри праçник кĕллинче чăн тĕне ĕненекенсем кăчкă турачĕсене тытса тăраççĕ. Çав кăчкă турачĕсене кĕлтуса тасатаççĕ, вĕсене киле илсе кайса турăш кĕтессине хураççĕ.

Çак праçник хыççăн Аслă Типĕн юлашки эрни пуçланать. Ăна Асап эрни теççĕ. Çав эрнере Чиркÿ Христос асапĕсене асăнать. Аслă Юнкун - Иуда Христоса сутса Ăна тăшмансене тытса панине асăнаççĕ, Аслă кĕçнерникун - Ăна пуп пуçлăхĕсем мăшкăлланине, асаплантарнине, суд туса вĕлерме йышăннине* Аслă эрнекун - Иисус Христоса хĕрес çинче пăталаса вĕлернине, вырсарникун (Мăнкун) - Иисус Христос чĕрĕлсе тăнине.

Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий атте.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика