Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асрах-ха çав кунсем"

23 апреля 2016 г.

 

Чернобыльте авари пулнăранпа пĕр эрне те çитмен, çак кĕске вăхăтра вăл пĕтĕм тĕнчешĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă. Ядерлă реактор сирпĕнсе çунма пуçланă май радиациллĕ хутăш пиншер километр аяккалла сарăлнă. Тепĕр вунă кунран кăна радиациллĕ хутăш сарăлассине палăрмаллах чакарма май килнĕ. Ликвидаторсем тăрăшнипе унта каярах ятарлă хÿтĕлев тума май килнĕ. Çак саркофага июль уйăхĕнче тума пуçланă, ноябрьте вĕçленĕ.

Инкеке сирме Чăваш Енĕн икĕ пине яхăн ывăл-хĕрĕ тухса кайнă. Вĕсем хăйсен кун-çулне, сывлăхне шеллемесĕр техногенлă катастрофăн тамăкĕ витĕр тухма килĕшнĕ. Çак синкерлĕх историе кĕрсе пырать, анчах та вăл нихăçан та манăçмĕ. Унăн хăрушлăхĕ ĕмĕрлĕхе пырĕ, çынсен сывлăхĕнче те палăрмалла тарăн йĕр хăварĕ.

Шел пулин те, унта хутшăннисем сахаллансах пыраççĕ. Паян пирĕн хушăра пурăнакансем те сывлăх енчен хавшани палăрать, радиаципе сиенленни пĕр йĕрсĕр иртмен çав. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисен ячĕсем республикăн летопиçне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă.

Çÿлерех асăннă ĕçе хутшăннисенчен пĕри - Ярославка ял тăрăхĕнчи Мефодий Софронов, ун чухне вăл 38 çулта пулнă.

- Çав хăрушлăх нихăçан та асран тухмасть. Повестка панине эпĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тĕп тивĕç вырăнне йышăнса тÿрех инçе çула тухрăм. Хампа пĕрле районтан кайнă юлташсен ячĕсене асăнмасăр пултараймастăп: В. Николаев, И. Соловьев, Ю. Семенов,         Н. Яркин, Г. Матвеев. Чи хăрушă вырăнта - реактор патĕнче - тĕрлĕ тăрăхри юлташсемпе пиллĕкĕн ĕçлерĕмĕр. Ку "Дыра" операци пулчĕ. Унччен ку операцие вуннăн пурнăçланă. Шел пулин те, хăшĕ-пĕрин кун-çулĕ ытла та кĕске килчĕ, - тарăн шухăша кайса калаçать Мефодий Иванович.

Пирвайхи ĕç шутне вут-çулăма сÿнтересси кĕнĕ. Авари вырăнне чи малтан Припять хулин пушар хуралĕн ĕçченĕсем çитнĕ, каярах вара - ыттисем те. Вĕсем вут-çулăма май пур таран сÿнтерме пултарнă, çапах та юнашарти 3 номерлĕ энергоблок çине сарăлма паман. Унсăрăн катастрофа хăрушлăхĕ еплерех ÿсме пултарасси каламасăрах паллă ĕнтĕ.

Чернобыльти тивĕçе пурнăçлама чĕннĕ чухне çемьере ача пуррине шута илнĕ. Радиаципе сиенленнĕ хыççăн чылайăшĕ атте-анне ятне илтме пултарасси питех те иккĕленÿллĕ пулнă. Официаллă кăтарту тăрăх, 600 пине яхăн çын пысăк радиаципе сиенленнĕ. Ку кашни çын сывлăхĕнче тĕрлĕрен палăрнă. Çавăн пекех вăл е ку операцие кĕме пуçтарăннă чухне çынсемпе штаб членĕсем хатĕрленÿ-калаçу ирттернĕ. Вĕсем хушшинче сывлăх сыхлавĕн, çар вăйĕсен тата ытти министерствăн представителĕ пулнă.  

- Нумай тоннăллă графит кладки вут-çулăмпа çунатчĕ. Хушăва тивĕçлĕ шайра пурнăçласси пирки шухăшлама та йывăрччĕ, вырăнĕ ытла та кăткăсчĕ. Пысăк радиаципе сиенленнĕрен пушар сÿнтерме хутшăнакансем, чи малтан кĕрекенсем, вилсе пычĕç, хăшĕсем çавăнтах, теприсем каярах. Пăхма хăрушă! Çак ĕçе хутшăнакансем - чăн-чăн паттăрсем, вĕсем вилĕме хирĕç кайнине пăхман, хăйсене те шеллемен, - калаçăва тăсать паттăр çын.

Хăйсен кун-çулне шеллемесĕр Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлакансем хисепре пулмалла. Хăюлăх кăтартнăшăн ăна патшалăх наградипе - "Паттăрлăхшăн" орденпа чыс тунă. Килте вара Мефодий Софронова мăшăрĕпе ачисем чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Акă çемье пуçĕ тинех хăй тивĕçне пурнăçласа таврăннă. Анчах та кăшт вăхăт иртсен унăн сывлăхĕ те тĕпрен улшăннине сисме пуçланă, радиаци сиенĕ пĕр йĕрсĕр иртмен, çакă паян кунччен тăсăлать. Халĕ вăл тăван килте пурăнать. Май    пур таран сывлăхне çирĕплетме тăрăшать, тĕрĕссипе вара çав вăхăтран пуçласа ăна тăтăшах сиплевре пулма тивет. Унăн мăшăрĕ, Надежда та, çав катастрофăран пуçласа сахал мар чăтса ирттернĕ, куç хупман каç мĕн чухлĕ пулнине вĕсем кăна пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра Мефодий Ивановича пăшăрхантаракан самант та сахал мар.

- Çапах та çак катастрофăри чи хĕрÿ вырăнта пулнисене тимлĕх çителĕклĕ уйăрнине туймастăп эпĕ. Хăшĕсем тăтăшах санаторисенче пулаççĕ пулсан, мана вара пĕр хутчен те пулма май килмерĕ. Награда вара пурин патне те тивĕçлĕ çитейменни палăрчĕ, - пăшăрханăвне палăртать вăл.  

Р. Илларионова.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика