23 апреля 2016 г.
Апрелĕн 26-мĕшĕ - Радиаци аварийĕсемпе катастрофисене пĕтерме хутшăннисене тата вĕсенче вилнисене асăнмалли кун. Шăпах 30 çул каялла Чернобыльти АЭС-ĕн тăваттăмĕш энергоблокĕнче çĕрлехи вăхăтра хăрушă инкек пулнă. Пулăшу кÿмелли пирки хыпар килсенех Муркаш районĕнчи çар комиссариачĕ çак инкеке сирме 39 çынна ăсатнă, хăшĕ-пĕрин кун-çулĕ, шел пулин те, вăхăтсăр татăлнă. Çак ĕçе хутшăннисене патшалăх хăй хÿтлĕхне илнĕ. Асăннă ыйту тавра калаçма социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Валентина Аникина кăмăл турĕ:
- Чăнах та çак синкере хирĕç кĕрешнĕ çынсем - чăн-чăн паттăрсем. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр пысăк хăрушлăхлă территорие кĕме хăюлăх çитернĕ, çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Чернобыльти инкеке сирме хутшăннисене тата çав территорире пурăнакансене патшалăх хăй хÿтлĕхне илнĕ. 1991 çулхи майăн 15-мĕшĕнченпе "Чернобыльти АЭС катастрофинчи радиацие пула сиен кÿнисене социаллă хÿтлĕхе илесси çинчен" саккун вăйра тăрать.
1957 çулта Кыштымра, 1993 çулхине Томскра çавăн йышши аварисем пулнă. Кыштымри радиаци сиенне 20 миллион кюрипе танлаштараççĕ пулсан, Чернобыльтине 50 миллион кюри пулнине палăртаççĕ.
Çак тапхăр тĕлне пирĕн пай 29 çынна хÿтлĕхе илнĕ, вăл шутра çак катастрофăна пула инвалида тухнисем 8-ăн. Социаллă хÿтлĕх мелĕпе усă куракансем шутĕнчи 10 çынна вĕсен сывлăхне сиен кÿнине компенсаципе саплаштараççĕ, пĕр уйăхри вăтам тÿлев 10,8 пин тенкĕпе танлашать. Çак катастрофăна пула шар курнисене район администрацийĕ, социаллă хÿтлĕх пайĕ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем куллен тимлĕх уйăраççĕ.
Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн паттăрла ĕçе хутшăннисене сывлăха çирĕплетме путевкăсемпе тивĕçтереççĕ, çурт-йĕр условийĕсене йĕркелеме пулăшаççĕ. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă услугăшăн тата пурăнмалли çурт-йĕршĕн уйăхсерен тÿлессине компенсацилесси вăя кĕчĕ.
Хăш-пĕр радиоактивлă хутăш пин-пин çул упранать. Тĕслĕхрен, плутоний 24 пин çултан кăна хăйĕн çурмасиенлĕхне çухатать. 240 пин çултан çеç хăрушсăр шутланать.
Çак инкеке сирме хутшăннисенчен хăшĕ-пĕрин кун-çулĕ сарăмсăр татăлнă, вăхăтсăр уйрăлнисем яланах пирĕн асăмра пулĕç.
Р. МАКАРОВА калаçнă.