23 апреля 2016 г.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, РФ Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Ирина Гришина Ильинка ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç. Ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене çавăн пекех Ильинка ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ляченков, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков хутшăнчĕç. Тĕл пулусем Тренккăри тата Вăрманкассинчи Культура çурчĕсенче иртрĕç.
Роза Алексеевна тĕл пулусенче тухса калаçнă май информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă ыйтусене анлăн çутатрĕ. Тĕл пулусене хутшăнакансенчен ытларахăшĕ пенси çулне çитнисем тата пенси ÿсĕмне çитсе пыракансем. Çавна май ытларахăшне пенсипе тивĕçтерессин, пенсисене индексацилессин, инвалидсене федераци çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерессин, ĕç ветеранĕсене паракан социаллă пулăшу мелĕсем интереслентереççĕ. Ку ыйтусемпе ăнлантарса панипе пĕрлех Р.А. Кондратьева уйрăм çынсен ыйтăвĕсене конкретлă хуравларĕ. Уйрăмах Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ ял çыннисен ыйтăвĕсене чăвашла ăнлантарса хуравлани пуриншĕн те кăмăллă пулчĕ.
Роза Алексеевна палăртнă тăрăх, пенси системинче улшăнусем пулса иртнĕ май халĕ çыннăн пенсийĕ мĕн чухлĕ пуласси ĕç стажĕпе, ĕç укçи виçипе, уншăн пенси фондне взноссене мĕнле тÿлесе тăнипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та ĕç хутшăнăвĕсене официаллă йĕркелени, ĕç паракан (предприяти-организаци е предприниматель) çынсемшĕн взноссене вăхăтра тата туллин тÿлесе тăни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн ватлăх çулĕсенче чи пĕчĕк пенсипе те тăрса юлма пулать. Ĕç укçине халĕ "конвертсенче" илекенсен кун пирки маларах шухăшласа пăхас пулать.
Çĕршывра та, республикăра та ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватă çынсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, инвалидсем, тăлăхсем, нумай ачаллă çемьесем яланах тимлĕхре пулнă. Ку халĕ те çаплах. Тĕрлĕ енлĕ пулăшу мелĕсене социаллă пулăшăва тивĕçлисем йĕркеллех илсе тăраççĕ. Ку енĕпе социаллă пулăшу обязательствисене никам та пăрахăçламан, вĕсем пурте пурнăçланаççĕ. Анчах та хăшпĕр улшăнусем пирки тĕрĕс ăнланни, вĕсем çинчен туллин ăнлантарса пани кирлĕ.
Акă страхланă пенсисене кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 4 процент индексацилерĕç. Социаллă пенсисене çавăн чухлех апрелĕн 1-мĕшĕнчен индексациленĕ. Соцпакет виçине февралĕн 1-мĕшĕнченпе 7 процент ÿстернĕ. Çаксем пĕтĕмпех ветерансен, ватă çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырассипе çыхăннă.
Республикăра хальхи вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен уйăхри вăтам тупăшĕ тĕрлĕ тÿлевсемпе пĕрле шутласан 30 - 35 пин тенкĕпе танлашать. Вăрçă участникĕсене, вăрçăра вилнĕ çар çыннисен тăлăх мăшăрĕсене, нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерессипе патшалăх программисем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ача амăшĕн капиталĕн программине татах икĕ çуллăха тăсрĕç. Малашне вара капитал укçи-тенкипе усă курассин майĕсене татах анлăлатма палăртаççĕ. Сăмах ку укçа-тенкĕпе харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне çавăрма çĕр участокĕ туянма май пуласси пирки пырать.
Хальхи вăхăтра социаллă пулăшу майĕсем адреслă пулмалли пирки ытларах калаçатпăр. Çакна ăнланмалла та. Тепĕр майлă каласан, пулăшупа чи малтанах чăннипех те унсăр пурăнма йывăррисене тата май çуккисене тивĕçтерес пулать. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме уйăхсерен компенсаци тÿлесе тăрассин мелне улшăнусем кĕртни те çавăнпах çыхăннă. Ку тĕлĕшпе малашне социаллă нормăсене тата нормативсене шута илсе услугăсем валли чăннипе мĕн чухлĕ укçа расхутланине кура 50 процент виçепе саплаштарĕç. Унччен вара, сăмахран, инвалидсене, пĕр пек - уйăхне 736 тенкĕ тÿлесе тăнă. Халĕ пĕрисен саплаштару шайĕ ÿсме, теприсен вара чакма та пултарать. Кашнин - конкретлă лару-тăрăва кура.
Çак вăхăта пирĕн районта 2619 ĕç ветеранĕ пурăнать. Вăл шутран 1594 çын е 61 проценчĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем. Хальхи вăхăтра ĕçлекен ветерансене уйăхсерен укçа тÿлевне пама пăрахрĕç. Кун пеккисем районĕпе 669 çын. Апла пулин те вĕсем хушшинче çăмăллăхпа усă куракансен тĕрлĕ категорине кĕнĕ май патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшу мелĕпе усă куракансем сахал мар.
Вăрçă çулĕсенче ÿссе çитĕннисене, тепĕр майлă каласан, "вăрçă ачисене" патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси пирки те сăмах пуçаракансем пулчĕç. Роза Алексеевна ăнлантарса панă тăрăх, ку тĕлĕшпе патшалăх шайĕнче ятарлă конкретлă йышăну çук. Апла пулин те кун пеккисенчен ытларахăшĕ е ĕç ветеранĕ шутланать, е инвалид, е ытти категорие кĕрет. Апла пулсан ку е вăл патшалăх пулăшăвне тивĕçет.
Хăшĕсене пенсие тухмалли ÿсĕм çулне ÿстерессин ыйтăвĕ интереслентерет. Паллă ĕнтĕ, çынсен вăтам пурнăç тăршшĕ ÿссе пырать, пенсионерсен хисепĕ ÿсет. Апла пулсан пенсие тухмалли ÿсĕме те ÿстерме тиветех. Анчах та кун пирки хальлĕхе конкретлă нимĕнле йышăну та çук. Ăна халăхпа канашламасăр, çынсен шухăш-кăмăлне шута илмесĕр тумĕç те. Ÿстерес пулсан та ăна тапхăр-тапхăр, майĕпен ÿстерсе пырĕç.
Тĕл пулусенче Зоя Дипломатова, Владимир Ляченков, Михаил Бычков та тухса калаçрĕç, ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвне хуравларĕç. Чылайăшне çавăн пекех ял çыннисенчен сĕте килограмне 15 тенкĕпе туянни канăçсăрлантарать. Çу кунĕсенче вăл татах чакса ларасса кĕтсех тăр. Кунсăр пуçне территорисене, урамсене, кил умĕсене тасатса тирпейлесси, масарсенче тирпей-илем кĕртесси, çавна валли субботниксем ирттересси, ял çыннисен харпăрлăхне, çĕр участокĕсене регистрацилесси, Аслă Çĕнтерÿ уявне тивĕçлипе хатĕрленсе ирттересси, ялта спирт сутакансене чарасси пирки те тĕплĕ калаçрĕç, сĕнÿсем пачĕç. Кашниех хăйне интереслентерекен ыйту çине хурав илме пултарчĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.