Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçламалла

23 апреля 2016 г.

 

Апрелĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре, пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çакна май Муркашра Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Информаци кунĕн тĕп темисем ку хутĕнче çаксем пулчĕç: 2016 çулта граждансене социаллă пулăшу парассин мерисем çинчен, экологи субботникĕсем йĕркелесе ирттересси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине уявласси, çурхи ака-суха ĕçĕсене тивĕçлĕ ирттересси. Кунсăр пуçне информаци ушкăнĕсем вырăнсене тухса çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, юридици пулăшăвне тÿлевсĕр майпа илесси тата ытти пирки калаçусем ирттерчĕç.

Информаци ушкăнĕсем районти кашни ял тăрăхĕнче пулчĕç. Вениамин Петровпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ушкăнĕшĕн информаци кунĕ ытти чухнехинчен урăхларах иртрĕ. Ку хутĕнче кун Муркашри 37 номерлĕ пушар чаçĕнче вĕрентÿ сигналĕ пулнинчен пуçланчĕ. В. Петров çапла май пушарнăйсен хатĕрленÿ шайне тĕрĕслерĕ, кайран вара информаци кунĕнче ĕç коллективĕсемпе ял çыннисем патне çитермелли информаципе паллаштарчĕ.

Хыççăн ĕç ушкăнĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ. Маларах асăннă ыйтусем çине пур ял тăрăхĕнче те пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕç ертÿçĕсем.

Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулма тухса кайиччен В. Петровпа Р. Тимофеев çынсене çул-йĕрпе тата палăксемпе çыхăннă ытусемпе йышăнма та ĕлкĕрчĕç, тивĕçлĕ хуравсем пачĕç.

Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе                 С. Ермолаевпа тата район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕпе Е. Ивановăпа пĕрле вĕсем Муркашри А. Ершов уйрăм предпринимателĕн производство цехĕсене çитсе курчĕç. Специалистсемпе тĕл пулнă май вĕсем кунти ĕçпе паллашрĕç. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан, производство калăпăшĕ кăшт чакнă. Çакна çынсен укçа-тенкĕ енчен перекетлĕрех пулма пуçланипе сăлтавлаççĕ. Çапах та металлпа тата поликарбонатпа ĕçлекенсем çынсене килти хушма хуçалăхра кирлĕ çĕнĕ хатĕрсем те туса кăларма тытăннă.

- Ĕçлетпĕр, хальлĕхе татса паман ыйтусем çук, - теççĕ рабочисем.

"Путене" ача садĕнче вара хутса ăшăтмалли система ыйтăвне татса памалла. Кунти пăрăхсенчен сывлăш кăларма нимĕнле мелсем те пăхса хăварман-мĕн. Районти чи пысăк ача садне халĕ 260 ача çÿрет. Хĕллехи вăхăтра вĕсене чирлеттерес мар тесен кунта туса ирттермелли ĕç калăпăшĕ те пĕчĕк мар. Р. Тимофеев палăртнине пурнăçлама кăçалах май тупмаллине каларĕ.

Ача садĕнче ĕçлекенсенчен ĕç укçи пирки те ыйту пулчĕ. Педагогсемпе воспитательсен ĕç укçи экономикăри вăтам ĕç укçин кăтартăвĕпе çыхăннăран вăл малтанхи çултинчен пĕчĕкреххине ăнлантарса пачĕç ыйту паракансене.

Техникăлла инвентаризаци бюровĕнчи ĕçченсемпе йĕркеленĕ тĕл пулура ĕç ушкăнĕ районта çĕр лаптăкĕсемпе ытти пурлăха регистрацилесси активлă тапхăртине палăртрĕ. Çынсем ку таранччен регистрацилемен 60 сотка çĕрĕсене, ытти лаптăка виçтерсе алла документсем илеççĕ. Çавăнпа та кунти инженерсен ĕç калăпăшĕ çитес вăхăтра пысăкланасси те куçкĕрет. "БТИ" ертÿçи В. Калинин инженерсен ăсталăхĕ çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама çителĕклине шантарчĕ.

Информаци ушкăнĕ çитсе курнă тепĕр объект Муркаш пасарĕ пулчĕ. Унăн директорĕ Л. Павлова территорире çитес вăхăтра çĕнĕ павильонсем тума палăртнине пĕлтерчĕ. Çакна май кунта канализаци ыйтăвне татса памалли пирки те калаçу пулчĕ, пасар территорийĕнче пулас павильонсен вырăнне те, канализацие ăçта тума май пуррине те пăхса çаврăнчĕç. Ĕç вăхăтĕнче тухса тăракан ыйтусене предпринимательсемпе влаç органĕсен представителĕсем пĕрле татса пама тĕв турĕç.

Информаци кунĕнчи тĕп темăсене хускатнă май вара кашни коллективрах çапла пĕтĕмлетÿсем пулчĕç: экологи субботникĕсене ĕç вырăнĕсенче те, харпăр хăйĕн кил-çурчĕ таврашĕнче те майăн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле* Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кашни ветеран патне çитмелле, тимлĕх уйăрмалла* районта çурхи ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă ирттермелле, мĕншĕн тесен çакна валли пĕтĕмпех хатĕр.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика