Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ шкулсем тума

23 апреля 2016 г.

 

2016 çулта Чăваш Ене шкулсем тума 583,6 млн тенкĕ уйăрса параççĕ. Çакна РФ Правительство Председателĕ Д. Медведев апрелĕн 18-мĕшĕн-чи 713-р номерлĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

Çак укçа-тенке 2016-2025 çулсем валли "Вĕренÿ аталанăвĕ" программăн "Создание в Чувашской Республике новых мест в общеобразовательных организациях в соответствии с прогнозируемой потребностью и современным условиям обучения" подпрограммине пурнăçлама усă курĕç.

Чăваш Енре федерацин çĕнĕ проекчĕ Шупашкарти Гладков урамĕнче çĕнĕ шкул строительствинчен пуçланнă. Кунта 1100 ача вĕренме пултарĕ. Пуçламăш шкул, вăтам тата аслă классем валли ятарлă блок, икĕ спортзал тата бассейн - çак уйрăмсенчен тăракан шкул пулмалла. 2016 çултах наци лицейĕ пулнă çурта та тĕпрен юсама палăртнă. Ку çуртра 4 номерлĕ лицейĕн вĕрентÿ корпусĕ вырнаçĕ.

Юлашки 5 çулта республикăра хальхи вăхăтри условисене тивĕçтерекен 8 çĕнĕ шкул хута янă, вĕсенче пурĕ 1600 ача вĕренет. Кăçалхи августра Комсомольски районĕнче тепĕр çĕнĕ шкул хута яма палăртнă. 2025 çулччен вара пурĕ 32 шкул тума тата реконструкцилеме, 50 тата ытларах процент таран юрăхсăра тухнă 66 шкул çуртне юсама палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика