23 апреля 2016 г.
Республикăра Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхин кунне халалласа "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" акци иртесси пирки маларах пĕлтернĕччĕ. Вăл апрелĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнти ял-хулара иртме тивĕç.
Акцие икĕ майпа хутшăнма пулать. Диктанта хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем текста 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (wwwĕntrk21ĕru) тÿрĕ эфирта итлесе çырма пултараççĕ. Диктант бланкне http,ŸŸchgignĕru сайтра вырнаçтарнă. Компьютерпа Word форматпа наборланă е алăпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 15-20 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: dictant2016@yandexĕruĕ
Иккĕмĕш меслет. Диктанта И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче (Президент бульварĕ, 19 а çурт, 201 тата 401 аудиторисем), Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, пуху залĕ тата 215 аудитори) тата Н. Никольский ячĕллĕ Шупашкарти професси колледжĕнче çырма пулать. Аудиторисенче те диктант 13.00 сехетре пуçланать.
Диктант текстне кăçал А. Артемьевăн "Çăкăр хакĕ" повеçрен илнĕ.