Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

23 апреля 2016 г.

 

Çырав умĕн

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕччен шутлă кунсем кăна юлаççĕ. Апрелĕн 20-мĕшĕнче çырава хатĕрленес тата ирттерес ыйтусемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна асăннă комисси ертÿçи - район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи тĕп калаçу ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр тĕлĕшпе право хутшăнăвне йĕркелес ыйту тавра пулчĕ. Ял хуçалăх çĕрĕпе усă куракансен арендăна илнине, харпăрлăха куçарнине çирĕплетекен документ пулмалла. Хушма хуçалăх тытакансен те çакна йĕркелесе çитермелле. Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ ял тăрăхĕсене ятарлă рейдпа тухнă, ял хуçалăхĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ку енĕпе епле ĕçлесе пынине тĕрĕсленĕ. Ларура асăннă ыйтупа Уйкас Янасал ял тăрăхĕ епле ĕçленине тишкернĕ.

 

Пуху иртнĕ

Çак кунсенче Е. Андреев яч. хис. хуçалăхăн пухăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хутшăннă. Вăл асăннă хуçалăх районта ăнăçлă аталанаканнисенчен пĕри пулнине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ĕçлеме майсем пуррине палăртнă. Хуçалăх çурхи ака-сухана хатĕр, кондициллĕ вăрлăх 100 процента çывхарать. Минераллă удобрени кÿрсе килессипе малалла ĕçлеççĕ, техника та ака-сухана тухма хатĕр. Хуçалăх ертÿçи В. Семенов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Вăл хуçалăх ĕçченĕсене тухăçлă ĕçшĕн тав тунă, малашне те ăнăçлă тимлеме ăнăçу суннă. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче япăх мар тăрăшни курăнать, вăл шутра ÿт хушаслăх енĕпе те. Ветеринари ĕçченĕ А. Васильева каланă тăрăх, ку тĕлĕшри мĕнпур профилактика мероприятине вăхăтра пурнăçланă.   Иртнĕ çул хуçалăх çĕнĕ комбайн, манипулятор тата ытти техника туяннă.

 

Тивĕçлисем  манăçа ан юлччăр

Ял хуçалăх отраслĕнче ырă ĕçпе палăрса тĕрлĕ награда илнисене чысласа кĕнеке кăларма хатĕрленесси малалла пырать. Кун пирки унччен те аса илтернĕччĕ, çапах та пирĕн хушăра кун йышшисем - пĕлменнисем, ĕлкĕрейменнисем - татах та пурри сисĕнет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ответлă ĕçченсемпе лару ирттернĕ май, ял хуçалăх отраслĕнче уйрăмах палăрнă пархатарлă ĕçченсене, хуçалăхсене "Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн энциклопедийĕ" кĕнекене кĕртме хушма список хатĕрлессине пĕтĕмлетмеллине палăртрĕ. Ырă астăвăма çырăнас текенсен уйрăмах 1940 - 1960 тапхăрти ĕç çулĕсенчи наградăсене тимлĕх уйăрмалла, чыслав ытти тапхăрти те пулма пултарать. АПК ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçи В. Вязов каланă тăрăх, хăш-пĕр ял тăрăхĕ ку енĕпе пуçаруллă тимленĕ. Çавăнпа та шутлă кунпа усă курса наградăсене, сăн ÿкерчĕксене тĕплĕн пăхса тивĕçлĕ ĕçченсем патне илсе çитермелле.

 

Çăва тухма  хатĕрленетпĕр

Ерипен çанталăк ăшăтса пырать. Çурхи кунсем ăшăрах та ăшăрах. Апла пулсан пурăнмалли çурт-йĕре, предприяти-организацисене хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленесси те инçех мар.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, обществăлла çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра сывлăшăн талăкри вăтам температури 5 кун хушши 8 градус ăшăран чакмасан вĕçлеме палăртаççĕ. Паллă ĕнтĕ, ку вăл пĕрлехи котельнăйсенчен ăшă илсе тăракан çурт-йĕре пырса тивет.

Р. МАКАРОВА, В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика