20 апреля 2016 г.
Районта паян черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Информаци кунне ирттерме района Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров ертсе пыракан ушкăн килет. Тĕл пулусене кашни ял тăрăхĕнчех йĕркелеме пăхнă.
Информаци кунĕнчи тĕл пулусенче граждансене социаллă пулăшу парассин майĕсем, экологи субботникĕсем ирттересси, территорисене тасатса тирпейлесси, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттересси, Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлĕ шайра паллă тăвасси пирки сăмах пырĕ.