20 апреля 2016 г.
Муркаш, Чуманкасси, Çатракасси, Оринин ял тăрăхĕсен, "Сова" автошкулăн, "Оринино" хуçалăхăн командисем тата "Витязь" команда - çаксем хутшăнчĕç сĕтел çи теннис енĕпе иртнĕ район чемпионатне. Ăмăрту апрелĕн 16-мĕшĕнче районти предприятисемпе организацисен, учрежденисемпе ял тăрăхĕсен физкультура командисен спартакиади шучĕпе иртрĕ.
Турнира хутшăннисем кăçал йĕркелÿ шайĕ ÿснине те, хутшăнакансем нумайланнине те палăртрĕç. Сĕтел çи тенниспа Раççей спорт мастерĕ, Европа тата Раççей шайĕнчи турнирсен призерĕ Юрий Антонов та Муркашсем патне хăнана килсе ăста вăйăпа савăнтарнă. Сăмах май, ку ăмăртура вăл 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Пирĕн районта спорт ăмăртăвĕсем чăнах та питĕ нумай, анчах вĕсен йышĕнче сĕтел çи теннис енĕпе иртекеннисем сахаллине калаççĕ ку вăйăпа "чирленисем". Çакна май ăмăртăва хутшăннă "Сова" автошкул представителĕ А. Васютин тата В. Волков предприниматель асăннă автошкулăн кубокне çĕнсе илессишĕн кăçалах турнир пуçарса яма шутлаççĕ-мĕн. Çавăнпах шăматкунхи турнирти çĕнтерÿçĕсене те вĕсем хăйсен пуçарăвĕпе пысăк парнепе чысланă: 1-мĕш вырăна тухнă А. Васильевăна автошкулти водительсен курсĕнче вĕренмелли тÿлеве 50 процент таран йÿнетме май паракан сертификат, командăпа мала тухнă Çатракасси ял тăрăхĕнчи арçынсене - вĕренĕве 25 процент йÿнетме май паракан сертификатсем панă.
Сĕтел çи теннисла такам та выляма пултарать - пĕчĕк ачаран пуçласа аслă ăрурисем таранах. Маларах асăннă В. Волков та 60-тан иртнĕ ав, анчах тепĕр çамрăкран та çăмăлрах кĕлеткеллĕ. Теннисла выляни, спортпа туслă пулни кĕлетке формине тытма та, организма та йĕркеллĕ шайра тытса тăма пулăшнине калать вăл. Апла пулсан малаллахи турнирсене халех хатĕрленме тытăнмалла.
Ку турнирта вара командăпа "Сова" автошкул 2-мĕш вырăна, "Оринино" 3-мĕш вырăна тухнă.
Н. Николаева.