16 апреля 2016 г.
Çур акиччен - шутлă кунсем
Уй-хирте çурхи хĕрÿ ĕçсем тытăниччен шутлă кунсем юлаççĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тăтăшах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене тухса çÿрет, вырăнсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашать, кирлĕ сĕнÿсем парать.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче Ростислав Николаевич "Путь Ильича" агрофирмăра пулнă. Агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Богданов каласа панă тăрăх, çурхи культурăсене кунта кăçал 1350 гектар акса хăварма палăртаççĕ. Халĕ хуçалăхра çитмен вăрлăха туянассипе, минераллă удобренипе имçам кÿрсе килессипе ĕçлеççĕ.
Тĕл пулура çавăн пекех çĕр участокĕсемпе усă курассине саккун шайĕнче йĕркелемеллине те палăртнă.
Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарать
Çывăх вăхăтрах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине паллă тăватпăр. Çавна май пысăк уява хатĕрленсе ирттерме район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе йĕркелÿ комитетне туса хунă, туса ирттермелли тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Йĕркелÿ комитетне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пырать.
Апрелĕн 14-мĕшĕнче комитет ларăвĕ иртрĕ. Ăна комитет председателĕ Р. Тимофеев ертсе пычĕ. Ларура палăртнă тăрăх, уяв мероприятийĕсене пур ял тăрăхĕн территорийĕнче те йĕркелемелле, район шайĕнчи мероприятие тĕплĕ хатĕрленсе ирттермелле, пĕр ветерана та тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Унччен вара территорисене, палăксемпе обелисксем çывăхĕнчи вырăнсене тасатса йĕркене кĕртсе çитерес пулать.
Пуçлăхсем канашларĕç
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен апрелĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ертсе пычĕ.
Канашлура район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева районăн тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле пурнăçланине тишкерчĕ, бюджетсен тупăшне ÿстерес тĕлĕшпе хуçасăр объектсемпе çĕр участокĕсене харпăрлăха çирĕплетессипе, çĕрпе усă курассин хутшăнăвĕсене йĕркелессипе, ĕç хутшăнăвĕсене саккун шайĕнче çирĕплетессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕç.
Пуçлăхсем çавăн пекех туберкулез чирне асăрхаттарассипе туса ирттермелли мероприятисем, правăна пăсассине асăрхаттарасси, "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонне активлăрах хутшăнасси, çитес суйлава хатĕрленесси пирки те канашларĕç.
"Муркаш пики - 2016"
Апрелĕн 24-мĕшĕнче, вырсарникун, районта "Муркаш пики - 2016" конкурс ирттерме палăртнă. Унта хутшăнас кăмăллисен конкурс заданийĕсене пурнăçламалла пулать. Конкурс районти Культура çуртĕнче апрелĕн 24-мĕшĕнче иртет, 18 сехетре пуçланать. Унччен вара конкурса хутшăнакансемпе апрелĕн 19-мĕшĕнче репетици ирттереççĕ. Конкурса хутшăнма заявкăсене апрелĕн 18-мĕшĕччен районти Культура çуртĕнче йышăнаççĕ.
Маттур пикесене тĕрлĕ номинацире палăртаççĕ. Чи нумай балл пухса 1-мĕш вырăн йышăнаканăн - "Муркаш пики - 2016" ята тивĕçекенĕн - республикăра иртекен "Чăваш пики - 2016" конкурсра район чысне хÿтĕлемелле пулать.
В. ШАПОШНИКОВ.