Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнене килтех пĕтĕлентереççĕ

16 апреля 2016 г.

 

"Харпăр хăй туса илнĕ продукцин хакĕ те, пĕлтерĕшĕ те ÿссе пырать. Çавăнпа вăл çĕршыв экономикинчи йывăрлăхсемпе кĕрешсе килти хушма хуçалăхра кил хуçи ытларах выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетет. Пĕрлехи тăрăшулăхпа çемье бюджетне тĕреклетет", - тет выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ Н. Яковлев. Çĕнĕлĕхсемпе пĕр çыхăнура пыракан коллектив ял çыннисене пулăшу парассипе тăтăшах çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртет. Ял çынни патне киле тухсах ĕнесем пĕтĕлентересси те - çак ен. Асăннă çĕнĕлĕх хаçат вулакансемшĕн интереслĕ пулнине шута илсе ĕнесене килсене тухса искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ыйтупа выльăх чирĕсемпе кĕрешекен Муркашри станцин ертсе пыракан выльăх тухтăрне Ольга МЕДОВĂНА хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

- Ольга Валерьевна, килти хушма хуçалăхра ĕне тытаканăн черетлĕ яваплă вăхăт: пăруланă ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварасси. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çукран ял çыннишĕн килти хушма хуçалăхри ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентересси - пысăк ыйту. Мĕнле татса пама пулать ăна?

- Чылай ял тăрăхĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çуккипе пĕрлех ялта пурăнакансем те ĕнесем сахалрах тытма пуçларĕç. Анчах çакă килти хушма хуçалăхсенче сĕт отраслĕ хупăннине пĕлтермест. Малашлăха пăхакансем темиçешер ĕне тытасси вăй илме пуçларĕ. Çавăнпа та ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ыйту çивĕчлĕхĕ пирĕншĕн паллă. Паян районта ĕнесене киле тухса пĕтĕлентерекенсем те пур. Вĕсемсĕр пуçне ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе Çатракассипе Турайри ветеринари участокĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче ĕçсене пысăк пахалăхлă пурнăçлама пур хатĕр те çитет, опытлă специалистсем ĕçлеççĕ. Çак ĕçе ял çыннисем тивĕçлĕ йышăнсан тата унпа ĕçлекенсем алă усса лармасан искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе килти хушма хуçалăхсенчи пур ĕнепе тынашкана та çавăрса илме пулать. Иртнĕ çул çеç ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсенчи 5995 пуç ĕнерен ытларах пайне патшалăх ветеринари службин специалисчĕсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи осеменаторсем, ку ыйтупа ĕçлекен индивидуаллă предпринимательсем тăрăшнипе искусствăлла майпа пĕтĕлентерме пултарчĕç. Тавах пурне те пĕрлехи тăрăшуллă ĕçшĕн.

- Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерни вăкăрсемпе пĕтĕлентернинчен?

- Ялта пурăнакан вун-вун çын ыйтăвĕ. Шăпах ăна тĕплĕ пĕлменрен ĕнесене чирлĕ вăкăрсемпе пĕтĕлентерни ар çыхăнăвĕ урлă сарăлакан чирсене çул парать, килти хушма хуçалăх тытакансене чирленĕ ĕнесене сыватас тĕлĕшпе тăкак кÿрет. Çакă вара пулас пăрăвăн сывлăхĕпе аталанăвĕ çине витĕм парать. Çав вăхăтрах ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессин тĕллевĕ - кашни ĕнене пăруланă хыççăнхи пĕрремĕш уйăхрах тухăçлă пĕтĕлентерсе хăварасси, ĕнесем хĕсĕр юласран сыхланасси. Практика çирĕплетнĕ тăрăх ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерсен обществăлла секторта та, килти хушма хуçалăхра та пăру илессипе кăтартусем япăх мар. Кун пек чух селекципе ăратлăх ĕçĕ те çÿллĕ шайра пулса пырать. Апла пулсан выльăхсен паха енĕсене малалла аталантарма çул уçăлать.

- Килсене тухса ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме мĕнле вăрлăхпа усă куратăр; Выльăхăн ăратлăхĕ пирки калаçма пулать-и кунашкал чух?

- Ял çыннисен ĕнисене киле тухса искусствăлла майпа пĕтĕлентерме эпир хура-шурă ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕпе усă куратпăр. Тĕрĕсленĕ çак вăрлăха эпир ăратлăх ĕçĕпе тимлекен "Чувашское" акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнчен туянатпăр. Паянхи кун ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме çак вăкăрсен вăрлăхĕпе усă куратпăр: а) хура-шурă, ăратлă, амăшĕ çулталăкне 9165 килограмм сĕт панă тата сĕтри çу хисепĕ 3,62 процентлă пулнă* ă) амăшĕ çулталăкне 10538 килограмм сĕт панă тата сĕтри çу хисепĕ 3,83 процентлă пулнă.

- Хаçат вулакансене ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес технологи тата ĕç хакĕ интереслентерет-тĕр.

- Ял çыннишĕн - чи кăсăклă ыйту. Анчах кунта хуравĕ те кашниншĕнех интереслĕ. Ĕнесене искусствăлла майпа ирпе тата каçпа пĕтĕлентеретпĕр. Енчен те пĕрремĕш пĕтĕлентерÿ тухăçлă пулмасан иккĕмĕш хут оператора чĕнни - тÿлевсĕр. Кунсăр пуçне ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕшĕн вăрлăх хакĕн 70 процентне республика бюджечĕ саплаштарнине те шута илмелле. Çакна валли килти хушма хуçалăх хуçин ЧР Ял хуçалăх министерствипе субсиди илме заявлени-килĕшÿ çырмалла. Манмалли çук, субсидие патшалăх ветеринари службин учрежденийĕнче е унăн специалисчĕсем пĕтĕлентернĕ ĕнесемшĕн çеç тÿлеççĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика