16 апреля 2016 г.
"Лайăх эмел унсăрах нумай"
Ÿте сĕрме кăларакан спирт пур шĕвек кĕленчисем выртнине таçта та курма пулать: лавккасем таврашĕнче те, чарăну павильонĕсем хыçĕнче те, яла илсе çитерекен çулпа пынă чух та айккинче çав кĕленчесемех выртаççĕ. Вĕсене халăхра пурте фанфурик тесе калаççĕ. Кĕленче çинче "лосьон", "настойка" тесе çырни вара пĕлтерĕшлех мар курăнать.
Çапла çул çинче выртакан пĕр кĕленче çинче "настойка боярышника" тесе çырнăччĕ. Паллах, çак шĕвеке ĕçнĕ çын ăна Шупашкара кайса туянман - çул укçипе Муркашрах кун пек настойка пĕрре мар туянса кондицие çитерме май пур унăн.
Интернетра инструкци вуларăм: боярышник настойкине атеросклероз, юн пусăмĕ пысăк тата чĕрен ытти чирĕ пур чухне усă курмаллине çырнă. Ăна апат çиес умĕн кунне виçĕ хутчен 20-шер тумлам ĕçме юрать. Çак доза сиплевре çителĕклĕ шутланать. Ăна пĕвер чирĕпе чирлекенсен тата ытти хăш-пĕр чирпе аптăракансен ĕçме юрамасть. Алкогольсĕр пурăнма пултарайманнисен пĕвер чирĕ хăшĕн çук-ши?
Çав шĕвеке мĕнле сăлтавпа усă кураççĕ-ха; Врачсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр. И. Королькова кардиолог чĕре чирĕсемпе аптăракан çынсене нихăçан та боярышник настойкине ĕçме сĕнменнине, спиртсăр лайăх эмел унсăрах чылаййине каларĕ.
Хĕрлĕ пăрăçран хатĕрленĕ настойка. Вăл çÿçе çирĕплетме пулăшать, сывлăха мар.
Одеколонсем пирки те асăнса хăвармалла. Нумай лавккара вăл кассир патĕнче ешчĕкĕпех ларать - куллен ыйтакан тавар алă айĕнчех. Ăна вара харăсах икшер-виçшер туянакансем, паллах, сухал хырнă хыççăн сĕрмеççĕ - кун пек пулсан сухала та ĕмĕрлĕхех "депиляци" тумалла. Шалта мĕнле "депиляци" пуласси ĕçекене шухăша ямасть.
Фанфурик е йÿнĕ одеколон ешчĕкĕ-ешчĕкĕпе ăçта туяннине вара районти нарколог А. Строганов та пĕлсе тăрать: ун патне йышăнăва пыракансем çынсен куççулĕ çинче тупăш тăвакансем камсем пулнине хăйсем те калаççĕ. Паянхи куна нарколог патĕнче 550 çын "алкоголизм" диагнозпа учетра тăрать. Ку вăл хайхи врач пĕлекенни кăна, пĕлменнисем вара...
Пурте пĕлеççĕ: çынсем çак йÿнĕ те наркăмăшлă шĕвеке шывпа хутăштарса ĕçеççĕ. Ку мĕн патне илсе çитерет-ха? Çыннăн тытамак тытни пулать (çын тăнне çухатнипе, ÿт-пĕвĕ туртăна-туртăна хутланнипе палăракан чир), куç курма пăрахать, пĕверĕн циррозĕ пуçланать. Кусем - фанфурик тăтăш ĕçекенсем хушшинче чи анлă сарăлнисем кăна-ха, пурне каласа та пĕтереймĕн: ал-ура татнă тĕслĕхсем те пулнă.
Ăнланма чĕнсе каланă хыççăн
Пирĕн районти право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешекен комиссин 2012 çулти ларăвĕсенчен пĕринче район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев спирт пур шĕвеке, ал-урана сĕрме кăларакан шĕвеке сутакан харпăрлăх хуçисене çак фанфуриксене сутма чарăнма чĕнсе каланăччĕ. Хыççăнах комисси çак ыйтупа Чăваш Республикин Патшалăх Канашне те çырупа тухрĕ. Çавăн хыççăн чăваш депутачĕсем те республикăра эрех ĕçнин тата алкоголизм ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Лару-тăрăва шута илсе Патшалăх Канашĕн депутачĕсем РФ Правительство пуçлăхĕ Д. Медведев патне çырупа тухнă.
Пирĕн районта çырупа тухнипе ĕç вĕçленменни савăнтарчĕ. Район администрацийĕ, хĕрарăмсен канашĕ тата предпринимательсен канашĕ пĕр шухăш патне пырса ятарлă килĕшÿ тумаллине палăртрĕç. "Пĕр-пĕрне ăнланни çинчен калакан меморандум" ятлă пулчĕ вăл. Маларах асăннă субъектсем унта тĕп тĕллев çынсен сывлăхне упрасси пулнине çырса çирĕплетнĕ. Унăн виççĕмĕш пунктĕнче 50 мл ытла кĕрекен кĕленчесене, ытларах чухне медицина тĕллевĕсĕр усă кураканнисене, хăйсен ирĕкĕпе сутма пăрахасси пирки каланă (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре). Çапла вара 2014 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче килĕшĕве унччен фанфурик сутнă чылай предприниматель алă пуснă. Пĕлтĕр те ку ĕç малалла тăсăлчĕ - алă пусакансем татах тупăнчĕç. Мартăн 5-мĕшĕнче акă "Биомед" пĕрлешĕвĕн директорĕ алă пуснă (документпа район администрацийĕнче паллашрăм).
Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев муркашсемпе тĕл пулма килсен те фанфуриксен сиенĕ пирки калаçу пулса иртрĕ. Ун чухне эпир, журналистсем, М. Игнатьевпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа пĕрле "Татьяна" лавккана çитсе килнĕччĕ. Çак хăнасем килсе кайнă хыççăн кунта пĕр вăхăт "шăпчĕ". Нумаях пулмасть районти шалти ĕçсен пайне кунта каллех фанфурик сутма тытăнни пирки пĕлтерÿ пулнă. Полици сотрудникĕсем çав лавккана тĕрĕслевпе çитсе килнĕ (вĕсем кашни пĕлтерÿпе е хыпарпа вырăна тухса тĕрĕслев йĕркелеççĕ). Вĕсем килнĕ вăхăта кунта ун пеккине "нимĕн те сутмаççĕ".
"Фейс-контроль" витĕр тухаймарăм
Нумаях пулмасть Муркаш варринчи "Биомед" аптекăра черетре тăма тиврĕ. Манран маларах тăракан арçын касса патне çитсен нумай та ăнлантарса тăмарĕ (нимĕн те ăнлантармарĕ тесен тĕрĕсрех пулать) - кĕленче чăнкăртатни илтĕнчĕ. Черетрен тухса, сутуçă укçапа аппаланнă вăхăтра, кĕленчесен "ятне" пăхса илтĕм. Хамăн черет çитсессĕн кирлĕ эмелпе пĕрлех çав настойкăна пĕр кĕленче кирлĕччĕ тесе ыйтрăм.
- Кун пеккине нихăçан та сутман, курăкĕ пур, - терĕ çеç сутуçă.
Курăкĕ кирлĕ маррине пĕлтерсе аптекăран тухрăм. Мана туянтармарĕç, мĕншĕн тесен фанфурик туянакансене аптекăра питрен паллаççĕ - вĕсен хăйсен "фейс-контроль".
Интерес тени пурпĕр пĕтмерĕ-ха. Тепĕр темиçе кунтан аптекăна ирех çитрĕм - фанфурик туянакансем ытларах чухне кунта ирпе çитнине палăртса хунăччĕ хам валли. Ман умĕн икĕ арçын умлăн-хыçлăн фанфурик туянса тухрĕç. Эпĕ те хама кирлĕ эмеле туянса тухрăм, ман хыççăн аптекăна кĕнĕ арçынна ÿркенмесĕрех кĕтсе тăтăм.
- Миçе туянтăр? - тесе ыйтрăм.
- Иккĕ, - терĕ.
- Миçе тенкĕ?
- Çирĕм тенкĕ.
- Мĕншĕн ĕçетĕр ăна?
- Эп сайра хутра кăна.
Фанфуриксене алăра тытнине фотоаппаратпа ÿкерсе илесшĕнни пирки каласан, арçын тарчĕ. Теприне кĕтсе илтĕм, вăл сăн ÿкерчĕк тума та (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕк) хирĕç пулмарĕ.
Çапла вара тавар аптекăра каллех лайăх сутăнать.
Фанфурик сутма чаракан саккун хальлĕхе çук. Çынсене фанфурик ĕçсе вĕсем хăйсене хăйсем пĕтерсе пынине ăнлантарасси вара - саккун йышăнассинчен чылай йывăртарах ĕç.
Н. НИКОЛАЕВА.