Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирепейлĕрех пулма мĕн чăрмантарать.

16 апреля 2016 г.

 

Юлашки вăхăтра пурне те канăç паман, хумхантаракан ыйту - хамăрăн тавралăх тасалăхĕпе тирпейлĕхĕ пирки сăмах пуçарма кăмăл пур пулин те, малтанах лайăххинченех пуçлар. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви хăтлăлăх енĕпе чи лайăх хула тата ял тăрăхĕсен 2015 çулхи конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕччĕ. Жюри вырăнсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх аталанăвĕ мĕнле шайра пулнине, экологи лару-тăрăвне, çурт-йĕр строительствин архитектурăпа композици илемлĕхне тата ытти критерие шута илнĕ май çĕнтерÿçĕсене 4 ушкăнра палăртнă. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ иккĕмĕш ушкăнра, Муркаш ял тăрăхĕ виççĕмĕш ушкăнра 2-мĕш вырăнсене, Юнкă ял тăрăхĕ виççĕмĕш ушкăнра 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Япăх мар, тăрăшсан пултаратпăр иккен.

Конкурс конкурспа та, анчах та хамăрăн тавралăха тасарах, илемлĕрех, хăтлăрах тăвас тесе пĕтĕмпех тăватпăр-и-ха; Çук пулĕ. Çурхи кунсем çитсе килнĕ чухне çакă уйрăмах аван сисĕнет. Пĕтĕм каяш, вараланчăк, çÿп-çап çиеле тухать. Çапла, субботниксем йĕркелемесĕр, çÿп-çапа пухма-тасатма ял çыннисене, шкул ачисене, предприяти-организацисенче ĕçлекенсене явăçтармасăр май çук. Йăлана кĕнĕ ĕнтĕ ку. Тĕрĕсех, ку кирлĕ япала, çапах та тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшасси кулленхи ĕç пулса тăмалла, çакă кашнин чунĕнче пулни паха.

Тĕрĕссипе пире, муркашсене, чылайăшĕ ăмсанма пултарать. Район территорийĕнче 2010 çулта йăлари хытă каяшăн ятарлă полигонĕ хута кайрĕ. Унтанпа текех каяша Мăн Сĕнтĕрти свалкăна турттарса тавралăха сиен кÿместпĕр. Çапах та вăрман тăрăхĕсенче, ял хыçĕсенче, пĕвесен пуçĕсенче, обществăлла ытти вырăнта санкцилемен свалкăсен шучĕ чакрĕ-ши; Çук тесе çирĕплетсех калама йывăртарах пулĕ. Çапла, вĕсене пĕтерес тесе ял тăрăхĕсенче ĕçлемеççĕ тееймĕпĕр. Çу кунĕсенче кун пек вырăнсене сахал мар тасатса тирпейлеççĕ. Çапах та вĕсем каллех кĕрхи кăмпасем пекех унта е кунта "шăта-шăта тухаççĕ". Кун пек вырăнсенче "Çÿп-çап тăкнăшăн 1000 тенкĕ штраф" тесе çырнă табличка çакни кăна çителĕксĕр пулĕ. Ыйтас килет: кама та пулин çак вăхăта пĕр çынна та пулин штрафланă-ши; Явап тыттарнă пулсан тем пекехчĕ, ыттисемшĕн те урок вырăнне пулĕччĕ. Паллах, тасалăх чи малтанах хамăршăнах пулнине кашни хăй туйса илни пĕлтерĕшлĕ, çапах та сăмахпа каланине пуçа илме тăрăшманнисене штрафлани те ытлашши пулас çук.

Хальхи вăхăтра ялсенчи çынсен кил-çуртĕнчи йăла каяшне полигона тиесе ăсатассине ял тăрăхĕсем çине хунă. Бюджетри пур-çук укçа-тенкĕпех вĕсем çак ĕçе тукаласа пыраççĕ ĕнтĕ. Сахалах мар тăккаланма тивет. Çавна май расхутсене чакарас тесе каяша хăйсем автотранспорт тытса ăсатакансем те, транспорт валли çынсенчен укçа пухакансем те пур. Çапах та район шайĕнчех ку тĕлĕшпе пĕр пек йĕрке кирлех пулĕ. Акă район центрĕнче хваттерсенче пурăнакансем каяшшăн та тÿлеççĕ вĕт-ха; Паян-ыранах мар пулин те, пурин те каяша полигона ăсатнăшăн пĕр пекех тÿлемелле пулатех. Ун чухне, укçине тÿлетĕн пулсан, çÿп-çапне те вăрмана е çырмана кайса тăкма шухăшлисем тупăнассăн туйăнмасть.

Çывăх малашлăхрах каяша пухассипе те çĕнĕлĕхсем пулма кирли куçкĕрет. Акă чылай çĕрте хальхи вăхăтра каяша та сортласа пухма тытăнаççĕ. Калăпăр, тимĕр-тăмăра - пĕр контейнера, кантăк савăт-сапа, кĕленче таврашне - теприне, пластик кĕленчесене - виççĕмĕшне. Паллă ĕнтĕ, мĕн пур каяша çĕре чавса чикни тĕрĕсех мар. Усă курмаллипе усă курас пулать. Акă хальхи вăхăтра ятарлă производство йĕркелесе тимĕр-тăмăрĕпе те, кантăкĕпе те, пластикĕпе те тĕрлĕ продукци туса кăларма чĕртавар вырăнне усă курма май пур вĕт-ха.

Татах тепĕр ыйту. Чылайăшĕ хальхи вăхăтра йăлара люминесцентлă лампочкăсемпе усă курать. Вĕсем вара çунса каймасăр пулмасть. Çак лампочкăсенче ртуть пур пирки вĕсене çуп-çапа пăрахма юраманни пирки ытларахăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Вĕсене утилизацилеме ятарлă вырăнсенче кăна йышăнаççĕ. Çапах та шухăшласа тăмасăрах ку лампочкăсене контейнера силлесе хăваракансем те тупăнкалаççĕ. Никамăнне те мар, хамăрăннех сывлăха сиен кÿретпĕр вĕт. Юлашки вăхăтра çынсем юсанайми чирсемпе чирлесси сарăлса пыни те пирĕнтенех килмест-ши;

Хамăрăн тăван тавралăха упрасси, унăн пуянлăхне сыхласа хăварасси - пĕр кунлăх ĕç мар. Тата уйрăм çын ĕçĕ те мар. Ку тĕлĕшпе кашниех тата пурте çине тăрса ĕçлени кирлĕ. Çитменнине çакă "çÿлтен" хушнипе мар, чун туртнипе, чĕре ыйтнипе пулса пымалла. Кашниех паян тавралăх илемĕ, пирĕн малашлăх, ырлăх-пурлăх мĕнле пуласси хамăртанах килнине ăнланса илме тивĕç. Эпир паян чурăс чунлă пулни пирĕн хыççăнхи ăрусемшĕн хакла ларма пултарать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕн Владимир НИКИТИНĂН комментарийĕ:

- Паллă ĕнтĕ, çакă пысăкрах расхутсемпе çыхăннă пулин те, йăла каяшне сортласа пухасси мар пулсан та, малашне ăна полигонра сортласа тюкласси актуаллă пулса тăрать. Кун пек пĕрремĕш полигон Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ çул ĕçлеме тытăнчĕ ĕнтĕ. Çапла вара йăла каяшĕн полигонĕсен ятарлă лицензи илмелле пулать. Пирĕн районти Ивановка патĕнчи полигонра та çитес çултан каяша уйрăммăн сортлассине йĕркелеме палăртнă.

Йăла каяшне тиесе ăсатнăшăн пурин те тÿлеме тытăнмалла пуласси паллă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕнче çак ĕçе пуçăнассипе хушу панăччĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн йăла каяшне тиесе тухса утилизацилеме ял çыннисен хуçалăхĕсемпе килĕшÿсем тумалла пулать. Çак вăхăта татса памалли ыйтусем шутĕнче - нормативсемпе расценкăсене палăртасси.

Район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн эксперт специалисчĕн Алексей ЕРШОВĂН комментарийĕ:

- Юрăхсăра тухнă люминесцентлă лампочкăсене пухса утилизацилессин йĕрки пирки хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн Правительствин 2010 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнчи 681-мĕш номерлĕ йышăнăвĕ вăйра. Йышăнура палăртнă тăрăх, юрăхсăра тухнă ртутьлĕ лампочкăсене пухассине йĕркелессине тата ун пирки предприяти-организацисене, предпринимательсене тата уйрăм çынсене пĕлтерессине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине хунă. Апла пулсан çынсен ку ыйтупа ял тăрăхĕсене пырас пулать. Шупашкарта кун пек хатĕрсене килĕшÿ туса "НПК Меркурий" пĕрлешÿре йышăнаççĕ. Паллă ĕнтĕ, çакă тÿлевсĕр мар. Çапах та сывлăхран хаклăраххи çуккине манар мар.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика