Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чапаевецсем", сассăра парăр

16 апреля 2016 г.

 

Флота лекмен пулсан, тĕнче курмăттăм та пулĕ, тесе Александр Максимов нумай чух калать. Исетерккĕре çуралса ÿснĕ, халĕ Шарпаш ялĕнче пурăнаканскер, вăл 1981-1984 çулсенче салтак тивĕçне "Василий Чапаев" карап çинче пурнăçланă.

Инçетри Русский утрав çинче иртнĕ вĕренÿ хыççăн Владивосток хулинче присяга тытнине хальхи пекех лайăх астăвать Александр. Çавăнта вăл малашне хăш карап çинче службăра тăрассине пĕлнĕ те.

- Эпĕ "Василий Чапаев" БПК (большой противолодочный корабль) çине лекрĕм. Унта виçĕ çул службăра тăтăм. Боцман пулнă. Ăçта кăна çитсе курман пулĕ - Инçет Хĕвел тухăçĕнчен Африка континенчĕ таранах, - тет вăл.

"Василий Чапаев" карап çинче службăра тăнисем пирки Анатолий Максимов тата Виктор Миронов "Чапаевцы Чувашии" кĕнеке çырса кăларнă, ăна пахаланă мероприятие пĕлтĕр Александр Максимов та хутшăннă - çак моряксем çулсеренех В. Чапаев музейне пухăнаççĕ-мĕн. Кĕнеке авторĕсенчен пĕри - А. Максимов каланă тăрăх, пирĕн районта ку карап çинче службăра тăнисем сахал мар. Халĕ иккĕмĕш кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ, унта та Муркаш тăрăхĕнчисем пирки материал пур, анчах пĕтĕмпех мар-мĕн. Çавăнпах "чапаевецсене" сас пама ыйтаççĕ. Александр Максимовăн телефон номерне редакцире хăварнă. Ăна 62-1-38 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

З. Иванова,

Чуманкасси ял библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика