16 апреля 2016 г.
ĕçех черетлĕ суйлав çитĕ. Çĕршыв майĕпен çак суйлава хатĕрленме пуçларĕ те ĕнтĕ. Тĕрлĕ парти хăй йышĕнчи депутат пулма кандидат хатĕрлессине палăртма тытăнчĕ. Кунта тÿрех ыйту çуралать: халăха мĕнлерех депутат кирлĕ тата кирлех-ши вăл пире; Манăн шухăшпа, вĕсем питех те кирлĕ. Депутатсем çĕршыври пĕтĕм влаç тытăмне ертсе тата йĕркелесе пыраççĕ, кулленхи пурнăçра кирлĕ саккунсемпе йышăнусем кăлараççĕ. Суйлавçăсемпе çыхăну тытса вĕсен интересĕсене хÿтĕлеççĕ.
Паянхи вăхăтра пире, суйлавçăсене, мĕнле депутат кирлĕ-ха; Манăн шухăшпа депутатсен йышĕнче чăнах та халăхшăн чунне парса тата ответлăха туйса ĕçлекен çын кирлĕ. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче хитре сăмахсемпе илĕртсе суйланса, кайран суйлавçăсемпе пĕрре те тĕл пулмасăр пуш параппан çапаканскер ан пултăр, унăн ĕçĕсем курăнччăр. Курăмлă ĕçĕ çук пирки хăшĕсем суйлавçăсемпе тĕл пулма та именеççĕ. Депутат ларусенче çывăрса тата хăйĕн шухăш-сĕнĕвне палăртмасăр ан лартăр. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр депутат уйăхĕ-уйăхĕпе хăй ĕç вырăнне пыманнине курма пулать. Эпĕ асăрханă тăрăх, çавăн пек депутат хăй тивĕçне пурнăçлама вăхăт тупаймасть. Çавăнпа та манăн шухăшпа депутатсен йышĕнче ĕçе тивĕçлĕ туса пыракан, çакăн валли вăхăт тупма пултаракан, халăхпа çĕршыв аталанăвĕшĕн çунакан çынсем пулччăр. Паллах, вĕсем хушшинче пысăк мул пухнă çынсем çеç мар, ытларах хăйсен ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан анлă тавракурăмлă, тĕрлĕ профессиллĕ çынсем кирлĕ. Ун чухне кăна Раççей пысăк утăмсемпе малалла кайĕ. Чăваш Енĕн парламенчĕн депутачĕ, наци республикинче пурăннăран, чăваш чĕлхине те лайăх пĕлтĕр, çавăн пекех вăл чăваш чĕлхине упраса хăварас текен çын та пултăр.
Депутатсенчен эпир халăха кирлĕ саккунсем йышăнасса, суйлавçăсемпе тачă çыхăнса ĕçлессе кĕтетпĕр. Депутатăн тĕрĕс çулпа утмалла, хăйĕн бизнесĕшĕн кăна çунмалла мар. Депутатсен йышĕнче пĕр партирен тепĕр партие куçакана та курас килмест, ун пекки хăй карьеришĕн кăна тăрăшнăн туйăнать.
Депутат ĕçĕ пирки эпĕ ыт ахальтен сăмах пуçармарăм. Вăхăтра эпĕ те икĕ хутчен депутат пулнă, пысăк шайри мар пулсан та, ку ĕçе хам çинче тĕрĕсленĕ. Исетерккĕ ялĕн суйлавçисем маншăн икĕ хутчен сасă пачĕç. Çавна май халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн тăрăшса тăван ялшăн пĕчĕкех мар ĕçсем тума май килчĕ. Сакăр ывăл амăшне Т. Николаевăна халалласа палăк лартнă май кунта чылай çын килме пуçларĕ. Ун чухне çул пулманнипе кĕрсе тухма питĕ йывăрччĕ, инкек пулас хăрушлăх та пысăкчĕ. Çавăнпа та эпĕ çул тăвас ыйтăва тапратнăран, çынсемпе пĕр шухăшлă пулса, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И. Прокопьев патне çырупа тухрăм. Ку ыйтăва кая хăвармасăр ĕç планне кĕртнĕ пирки хурав килчĕ. Ответлă ĕçченсем шантарнă сăмаха тытрĕç, кĕске вăхăтра паха çул туса пачĕç. Çавăн пекех пĕртăван Алексеевсен урамне çитмелли çул та питĕ япăхчĕ. Кунта эпир Раççей Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов патне çырупа тухни пулăшрĕ. "Комсомольская правда" хаçат редакцийĕ пулăшнипе ял клубĕ сарлака форматлă аппаратурăпа усă курма пуçларĕ. Ял тăрăх территорийĕнче автобус чарăнăвĕн павильонĕсем çукчĕ. Район шайне çырупа тухнăран малтанлăха тимĕр павильонсем лартма май килчĕ. Çапла вара депутатăн çынсемпе пĕр шухăшлă пулса тĕрлĕ ĕçе хутшăнма тивет.
Вăл вăхăтра пĕрле тăрăшнă ответлă ĕçченсене тав тăватăп. Депутат пулнă çулсене усăсăр ирттермен. Пурнăçланă ĕçсем куç умĕнче, ял халăхĕ анчах мар, хам кăмăла та çĕклеççĕ. Анчах та паянхи кун ял халăхне пăшăрхантаракан самант та пур. 2010 çултанпах ял халăхĕ таса шывпа тивĕçтерес пирки ыйту çĕклет. Кун пирки республика телевиденийĕ те сюжет ÿкерсе кайрĕ ĕнтĕ. Çак ыйту пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен тытăнса районпа республикăри влаç органĕсен представителĕсемпе тĕрлĕ депутат патне çитнĕ. Çапах та ку ыйтупа татăклă ответ пулаймарĕ.
А. Макаров.
Исетерккĕ ялĕ.